Республикӑра
![]() Тверь облаҫӗнчи Васькино яле ҫывӑхӗнче шыравҫӑсем 1941 ҫулта вилнӗ салтакӑн, Чӑваш Енре ҫуралнӑскерӗн, ӳт юлашкисене тупнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем унӑн ывӑлӗпе тӗл пулса ашшӗн медальонне панӑ. Ҫак салтак Иван Васильевич Волков Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ, 1910 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл стрелоксен дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ. Ывӑлӗ Владимир Иванович ашшӗне астумасть. Анчах унӑн вӑл 1933 ҫулта ҫырнӑ ҫырӑвӗ пур. Ӑна тата медальон бланкне танлаштарнӑ та – пӗр почерках. Ҫапла салтак унӑн ашшӗ пулнине палӑртма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() e-mordovia.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра сирена янӑрӗ. Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ку тӗрӗслев кӑна пулӗ. Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗҫ. Ҫак сасса илтсен ним те тумалла мар. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче респуликӑра инкеклӗ лару-тӑру службисен команда-штаб тренировки иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел округӗнчи Турханти психоневрологи интерначӗ территорие хӑтлӑлатас енӗпе иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ӗҫлекенсем территорие хитрелетес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Кунта пурӑнакансен тӗрлӗ сӑлтава пула кил ҫук, интернат тулашне тухса ҫӳреймеҫҫӗ. Хитре, чечек ҫурнӑ клумбӑсене курсан вӗсен кӑмӑлӗ ҫӗкленет», - тенӗ интернат директорӗ Наталия Дружинина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкерекен тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалиста ӗҫе илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ енӗпе тӑрӑшас кӑмӑллӑ ҫыннӑн ӗҫ опычӗ 5 ҫултан кая мар пулмалла. Судпа айӑпланнӑ ҫын та унта ӗҫе вырнаҫаймӗ. Информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан пайра ӗҫлес ӗмӗтлӗ ҫыннӑн халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Ӗҫ укҫи (тупӑшран илекен налука шута илмесен) 26 953 тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: 8 999 756 00 21, 8 (8352) 24-14-30 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи музыкӑпа литература тӗпелне ҫӳрекен ватӑсем паян Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӑрмӑш ялне тухса концерт ирттернӗ. Асӑннӑ учреждени ҫавӑн пек вӗҫӗмех тухса ҫӳрет, уйӑхра пӗр хутчен тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе концерт лартать. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем артистсене кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ, номерсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ, пӗрле юрлани. «Надежда» хора Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Арланов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш округӗнчи Ильинка ялӗнчи ватӑ юман тавра хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Вӑл – 373 ҫулта, пӗлтӗр Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавна май ана сыватмалли процедурӑсем тумалли сертификат панӑ. Ҫулла Мускаври экспертсем килсе юмана санитари тӗлӗшпе каснӑ, диагностика тунӑ. Ҫирӗпрех пултӑр тесе тымарне шӗвӗ им-ҫам янӑ. Нумаях пулмасть ун таврашне илемлетмелли проекта хатӗрлесе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан Юрий Николаевияпа Альбина Борисовна Чистяковсем ҫамрӑк чухне паллашнӑ та паянхи кун та пӗрле. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Чистяковсем пурнӑҫне Восход поселокӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ – тивӗҫлӗ канура. Мӑшӑр икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ пӗр мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑпкӑ пулмалла, компромисс тупмалла – ҫапла шутлаҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа вӗсен ҫемйинче ӑнлану хуҫаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Карачура лесничествинче 13 вӗренене, икӗ юмана, пӗр ҫӑкана такам каснине асӑрханӑ. Каярахпа вутта 67 ҫулти арҫыннӑн дачинче тупнӑ. Арҫын йывӑҫсене мӗншӗн каснине ӑнлантарнӑ: вӗсене пула сулхӑн, ҫавӑнпа пахча ҫимӗҫ ӳсмест-мӗн. Йывӑҫ касмашкӑн ятарласа ирӗк илмеллине пӗлмен имӗш вӑл. Ҫапах явапне тытмалла. Тивӗҫлӗ канури арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене касса вӑл ҫур миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Мигрантсене экономикӑн пур отраслӗнче ӗҫлеме чаракан саккунсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗнче йышӑннӑ-ха. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра та йышӑнма палартаҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ. Канашлӑва йӗрке хуралҫисем те хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче РФ Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Федоров тата Чӑван Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Иванова. Мигрантисене экономикӑн хӑш-пӗр отрасленче ӗҫлеме чаракан нормӑна паянхи кун тӗлне ҫӗршывӑн 89 регионӗнчен 41-шӗнче йышӑннӑ. Вӗсенчен пирӗн тарах та юласшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра сахалтарах уйрӑлнӑ. Кӑҫалхи сакар уйӑхра уйралнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 6,5 % сахалтарах. ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑракансем мӑшӑрпа епле пурӑнмаллине пӗлех каймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа «Ӗмӗрлӗх пӗрле – ҫемье пурнӑҫӗн чи пысӑк пӗлтерӗшӗ» проект пурнӑҫа кӗнӗ май Марина Назарова психолог пулас мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерет. Кӑмӑлсӑр лару-тӑрура епле тытмаллине сӳтсе явнӑ май пӗрне-пӗри ӳпкелемесӗр калаҫма вӗренеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |