Республикӑра
![]() mirninskoe-r43.gosweb.gosuslugi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен приватизаципе укҫа тӑвасшӑн. Ҫитес иҫӗ ҫулта вӑл ҫавӑн пек майпа 10 миллион тенкӗллӗ пуласшӑн. 2016 ҫултанпа Чӑваш Енре патшалӑх пурлӑхне приватизациленипе 379 миллион тенкӗ укҫа тунӑ. 2025-2027 ҫулсенче 9,8 млн тенкӗлӗх сутма ӗмӗтленеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх пурлӑхне приватизацилессин пргноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта хысна 3,8 миллионран кая мар тенкӗ килмелле, 2026 тата 2027 ҫулсенче — 3-шер миллиона яхӑн тенкӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа патшалӑх пурлӑхне приватизацилесе 14 миллиона яхӑн тенкӗллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Енре пӑтӑрмахпа ӗҫлекен штаб туса хунӑ. Асӑннӑ документ ячӗ ҫапларах: О создании регионального штаба по исполнению инцидента № 55 «Очистные сооружения» (чӑв. «Тасатмалли сооруженисем» 55-мӗш номерлӗ инцидента пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен регионти штаба туса хурасси ҫинчен). Асӑннӑ документ, ҫак йӗркесен авторӗ штаб ятне кура тӗшмӗртнӗ пекех, Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци проекчӗпе ҫыхӑннӑ иккен. Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци программине хӑш-пӗр регионта тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн (укҫана хут ҫинче тӑкакланӑ, ӗсне йӗркеллӗ пурнӑҫламан) ку ыйтӑва тӗрлӗ Телеграм-каналта, пуҫлӑхсен, ҫивӗч чӗлхеллӗ общество хастарӗсен шайӗнче хытах ҫӗклерӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра та кӑлтӑксӑр пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Нӑрваш Шӑхаль, Туҫа тата Ҫӗньял ялӗсенчи почта уйрӑмӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ. Ҫак ялсенче комплекслӑ юсав тӑвӗҫ. Почта уйрӑмӗсен тӑррине, алӑкӗсене, чӳречисене, урайне, ӑшӑ батарейисене, канализацие, шыва системине улӑшарӗҫ. Ҫавӑн пекех шалта отделка тӑвӗҫ, ҫурт фасадне ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spb.pulscen.ru сайтри сӑн Виҫӗ арҫын Ҫӗмӗрле округӗнче хӑйӑр кӑларнӑшӑн ява тытӗ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫуркунне вӗсем котлован чавма, пӗвене хӑтлӑлатма тесе кӑларнӑ ӑна. Арҫынсем хӑйӑр кӑларма ирӗк пур организацирен суя документсем те илнӗ. Ҫапла вӗсем 77 кубла метр ытла хӑйӑр кӑларнӑ. Ку 25 миллион тенкӗлӗх тӑкакпа танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Тӑвайра пурӑнакан Евгений Витальевич тата Зинаида Николаевна пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Евгений Витальевич - таврапӗлӳҫӗ, тӑван ен историйӗпе 7 кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл ЧР этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Ӑна «Пушар хуралӗн отличникӗ» паллӑпа чысланӑ. Зинаида Николаевна пурнӑҫ тӑршшӗпе экономистра ӗҫленӗ. Ӗҫ стажӗ - 37 ҫул. Вӗсем иккӗшӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн ӳкерчӗк ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председательне Наталья Николаевӑна /вӑл унӑн мӑшӑрӗ/ Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хула кунӗнче РФ Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумне Алексей Ладыкова та сцена ҫинче чысланӑ. Анчах Наталья Николаева унта пулман. Хушӑва алӑ пуснӑ чухне документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн саккунсен архивӗнче пичетлемен пулнӑ. Хушупа килӗшӳллӗн Наталья Николаевӑна наградӑна «ҫемье институтне ҫирӗплетес ҫӗре тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн» панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» ятлӑ хысна учрежденине уҫнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна учрежденийӗн штачӗ 3 единицӑран тӑрӗ. Хысна учрежденийӗн тӗллевӗнчен пӗри — «Чӑваш Республикин Элтеперӗн тата Министрсен Кабинечӗн управлени ыйтӑвӗсемпе паха йышӑну тӑвасси». Вӑл ҫавӑн пекех лару-тӑрӑва сӑнаса-тишкерсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмсем питӗ ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем нуски, пинетка ҫыхаҫҫӗ. Питӗ-питӗ пӗчӗк вӗсем, мӗншӗн тесен вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ҫыхнӑ. Чӑнах та, нускисемпе пинеткӑсем пукане валли ҫыхнӑ пекех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипе ҫыхнӑскерсене кӗҫех вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем патне ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2025 ҫула пирӗн республикӑра ҫӗнтерӳ темине халаллӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку сӗнӗве Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑ. Ҫак ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ. 2025 ҫула ҫӗнтерӳ темине халаллани ытахальтен мар. Ҫитменнине килес ҫул пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Аня Чижова ячӗллӗ фонд кӑҫал та авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисене акцие хутшӑнма чӗнет. Вӗрентекен валли класпа пӗр чечек ҫыххи илсе памалла та ытти укҫана нихӑҫан сипленмен ачасем валли ямалла. Фонд «Чечек вырӑнне - ачасем» акцие кӑҫалхипе саккӑрмӗш ҫул ирттерет. Пӗлтӗр акци вӑхӑтӗнче 916 284 тенкӗ пуҫтарнӑ.Ку укҫа 26 ачана пулӑшма кайнӑ. Унта Мускаври, Мари Элти, Чӑваш Енри, Мускав ҫывӑхӗнчи шкулсем хутшӑннӑ. Спонсорсем те пулнӑ. Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче 2 миллион та 334 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ку укҫапа 94 ачана пулӑшасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |