Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

«Сӑрҫи» заповедникри фотокапкӑна упа лекнӗ. Заповедник ӗҫченӗсем ӑна палласа та илнӗ.

Упана фотокапкӑн малтан утӑ уйӑхӗнче ӳкернӗ. Ун чухне унӑн пуҫӗ ҫинче сулахай енче суран пулни палӑрнӑ.

Хальхинче те фотокапкӑна ҫав упах лекнӗ. Пуҫӗ ҫинче суран пулнӑ, вӑл кӑштах пӗчӗкленнӗ. Суран ӳт илме пуҫлани, упа кӑштах самӑрланни палӑрнӑ. Эппин, утаман йӗркеллех хӗл каҫма выртӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

ЧР Ӗҫлев министерстви 2025 ҫулта мигрантсене хӑш-пӗр сферӑра ӗҫлеме чаракан проекта хатӗрлет. Ҫитес ҫул ют ҫӗршыв ҫыннисене ятарлӑ лавккасенче эрех тата пирус сутма, троллейбуспа автобус водителӗнче, таксире ӗҫлеме чарасшӑн. Ҫавӑн пекех мигрантсемшӗн вӗренӳ, культура, спорт тытӑмӗсем хупӑ пулӗҫ.

Юпан 31-мӗшӗччен ку проекта сӳтсе явӗҫ тата коррупципе кӗрешекен экспертиза витӗр кӑларӗҫ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӑлавҫӑсене тивӗҫлӗ канури ватӑ хӗрарӑм чӗнсе илнӗ. Унӑн кушак ҫурисем картан тимӗр пӑрӑхӗ ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑйсем тӗллӗн тухайман иккен.

Ҫӑлавҫӑсем пӑрӑх ҫинче аялта шӑтӑк туса икӗн кушак ҫурине ирӗке кӑларнӑ. Хуҫи куншӑн питӗ савӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсене вӑл чунран тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17525
 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Елчӗк округӗнче 2014 ҫулта арҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Вӑл унта социаллӑ найм мелӗпе пурӑннӑ.

Пушар хысҫӑн ҫурт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ. Арҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ. Администраци ӑна нумай вӑхӑт ҫӗнӗ ҫуртпа тивӗҫтермен. Арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтсан тин пӑр вырӑнтан тапраннӑ. Суд арҫынна ҫӗнӗ пурӑнмалли вырӑн памалла тунӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем комета вӗҫнине сӑн ӳкернӗ. С/2023 А3 ятлӑскер паян Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхра вӗҫсе иртет, ҫавна май ӑна ятарлӑ аппаратсӑр, ахаль куҫпах, курма пулать.

Палӑртмалла: ҫак комета юлашки 25 ҫулта чи ҫутти пулнӑ. Кӗҫех комета курӑнми пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл майӗпен ҫуттине ҫухатса пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/101127
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ҫӗнӗ Мӗлӗш ялӗнче пурӑнакан Николайпа Зоя Степановсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Вӗсем кӑҫал кервен туя паллӑ тунӑ.

Николай Ивановичпа Зоя Степановна пӗр-пӗрне ачаран пӗлеҫҫӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Унтан Зоя техникумра ветеринара вӗреннӗ, Николай салтака кайса килнӗ, колхозра ӗҫленӗ. Кайран Зоя та унта ӗҫлеме пынӑ.

Степановсем икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11869
 

Республикӑра
www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Ен Элтеперӗн кубокӗ» пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура Павел Миронов тата Арина Павлова 2 наградӑна тивӗҫнӗ.

Ӑмӑрту иртнӗ эрнере иртнӗ.

Арҫын ачапа хӗрача – «Дуэт» спорт клубӗн воспитанникӗсем. Вӗсем 7-11 ҫулсенчи ачасен хушшинче икӗ хутчен ҫӗнтернӗ. Латин Америкин ташшипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ, тепӗр ташӑпа – бронзӑна.

Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 19 регионти 600 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Ачасен тренерӗсем – Сергей Яруткин тата Дмитрий Жаров.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-90291590_21205
 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Ватлӑх савӑнма» ыркӑмӑллӑх фончӗ Чӑваш Енри ватӑсене вутӑпа тӳлевсӗр тивӗҫтерет.

Фонд пӗччен пурӑнакан, пӗчӗк пенси илекен ватӑсене хӗрхенсе пулӑшать. Тӑвай тӑрӑхӗнче, сӑмахран, 28 ватта 280 ытла куб метр вутӑ кӳрсе панӑ.

Фонд пулӑшӑвне ватӑсем чунтан савӑнса йышӑнаҫҫӗ, кӑмӑлтан тав тӑваҫҫӗ. Ҫитес кунсенче унти тата тепӗр 13 ватӑна вутӑпа тивӗҫтерме палӑртнӑ.

 

Республикӑра
spb.mk.ru сайтри сӑн
spb.mk.ru сайтри сӑн

Етӗрне округӗнчи Вӑрман поселокӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ҫак поселокри чӗрчун анализне лабораторире тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн урнӑ чир пулнине палӑртнӑ. Ветеринарсем вирус ан сарӑлтӑр тесе мерӑсем йышӑннӑ.

Карантин ятарлӑ хушу пуличчен вӑйра пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри водитель «Чи лайӑх грузовик водителӗ» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту Грозный хулинче авӑн уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче иртнӗ.

Унта пирӗн ентеш Александр Анисимов хутшӑннӑ. Вӑл – Комсмольски тӑрӑхӗнчен, руль умӗнче 19 ҫул ларать, «СпецТранс» организацире ӗҫлет. Александр конкурсра 92 балл пухса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла вӑл 150 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, ...632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
104
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи