Экономика
![]() Ҫак эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. Эрне Патшалӑх Думин экономика политики, инновацилле аталану тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнчен пуҫланнӑ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗпе пӗрлех Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата предприяти ертӳҫисем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен пайташӗсем конкуренцие хӳтӗлесси тата усламҫӑлӑха аталантарасси ҫинчен калакан тата ытти хӑш-пӗр федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессине сӳтсе явма хутшӑннӑ. Эрех-сӑра ваккӑн сутассине йӗркелес ыйтусемпе чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тухса калаҫнӑ. Владимир Аврелькин министр вара хамӑр патра туса илекенсене тата шалти пасара хӳтӗлеме епле майсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Министр шучӗпе импортҫӑсене, сӑмахран, Раҫҫей стандарчӗ ыйтакан регламентсене пӑхӑнтармалла. Ют ҫӗршывран илсе килекен кивӗ машинӑсене Аврелькин министр «промышленноҫ юлашкийӗ» тесе хакланӑ май ку ыйтӑва та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле. Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫей ҫыннисене йӗркеллӗ пурӑнма уйӑхра 68,9 пин тенкӗ илсен те ҫитет-мӗн. Кун пирки «Ромир» тӗпчев холдингӗ хӑй ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Маларах ҫынсем тата пысӑкрах укҫа пирки ӗмӗтленнӗ пулсан, халӗ вӗсем сахалпах ҫырлахма хатӗр-мӗн. Сӑмах май каласан, халь асӑннӑ укҫа 2011–2012-мӗш ҫулсенчине ҫывӑх иккен. Ун чух ҫынсем йӗркеллӗ пурӑнма 62-65 пин тенкӗ кирлӗ тесе каланӑ. Пӗлтӗр ҫынсем 78,5 пин пирки ӗмӗтленнӗ, 2013-мӗшӗнче – 76,5 пиншӗн. Илес тенипе алла лекекенни хушшинче уйрӑмлӑх 3 процент кӑна тесе пӗтӗмлетнӗ ҫав тӗпчеве ирттерекенсем. Ытти ҫулсенче уйрӑмлӑх 20-50 процент таран пулнӑ-мӗн. Тата арҫынсемпе хӗрарӑмсем расна шухӑшлаҫҫӗ иккен. Арҫынсем 70,8 пин тенкӗ кирлӗ теҫҫӗ тӗк, хӗрарӑмсем уйӑхра 67,3 пин илсен те ырлӑхра пурӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти аш-какай комбинатне инвестици ҫӗнӗ варкӑш парнеленӗ. Вӑл аталанма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кунта кӗҫех конкурс вӗҫленмелле. Вӗсем пельмень валли ят тупмашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫӗр-ҫӗр ятран финала виҫҫӗшӗ тухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене чысланӑ. Жюрире комбинат ӗҫченӗсем пулнӑ: маркетолог, технолог, ертӳлӗх. Конкурса хутшӑнакансем 400 ытла ят сӗннӗ. Анчах экспертсене виҫҫӗшӗ килӗшнӗ: «21-й регион», «Чебняшки», «Чебак Сара». Шел те, кусен йышӗнче чӑвашли ҫук. Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Надежда Ушакова. «Чебак Сара» — икӗ ят. «21-й регион» ята Алексей Михайлов сӗннӗ. Ӑна курсан пельмень вырӑнти комбинатӑн пулнине тӳрех тавҫӑрма пулать-мӗн. Комбинатра халӗ реконструкци пырать. Кӗҫех пельмень тата пулӑ цехӗсем уҫӑлмалла. Комбинат кунашкал конкурссене малашне те йӗркелесшӗн. Продукцие кӳршӗ регионсене те ӑсатма тытӑнасшӑн вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫал РФ Правительстви Раҫҫейри регионсенчи ялсене аталантармашкӑн 9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министр кун тӗлӗшпе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Ене ҫак укҫаран мӗн чухлӗ лекӗ? Документпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республики валли 125 миллион текнӗ уйӑрнӑ. 87 миллион тенкине пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн ярӗҫ. Ҫав шутра — ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те. 37 миллион тенкӗ Чӑваш Енри ялсенчи социаллӑ тата инженери инфратытӑмне аталантармашкӑн кайӗ. Ку укҫапа шкулсем хӑпартӗҫ — 11,9 миллион тенкӗ, фельдшер пункчӗсемпе пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене хута ярӗҫ — 3 миллион тенкӗ, ҫурт тумалли лапамсене хатӗрлӗҫ — 22,8 миллион тенкӗ. Кунсӑр пуҫне федераци правительстви Чӑваш Ене ялта пурӑнакан халӑх пуҫарӑвӗсемшӗн грант памашкӑн 855 пин тенкӗ уйӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер отчет тӑвать Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл пирки отчет тунӑ. Вӑл иртнӗ ҫул республика Правительстви ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫине тӑнине палӑртнӑ. Кунта Элтепер ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса пынине, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, коммуналлӑ пулӑшу кӳрессипе тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. «Ӑс-хакӑлпа культура пахалӑхне» упраса хӑварассипе тата ӳстерессипе те тӑрӑшнӑ-мӗн. Юлашки тӑватӑ ҫула илсен Чӑваш Енре республика хыснин индексӗ Раҫҫейри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах иккен: 126,6 процентпа танлашнӑ (ҫӗршывра — 123,2 процент). Республика хысна инвестицийӗн шайне те ӳстерсе пырать-мӗн. Кун пеккине иртнӗ ҫул ҫӗршыври 29 субъект кӑна пултарайнӑ имӗш. Ҫынсен пурнӑҫ шайне илсен, Элтепер педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 5,6 процент, тухтӑрсен 6,5 процент, культура ӗҫченӗсен 17,7 процент, социаллӑ ӗҫченсен 27,8 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ те пӗлтӗр чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен. Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ. «Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов. Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта промышленноҫ продукцине туса илесси чакнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан ҫак калӑпӑш 8,2 процент пӗчӗкрех. Транспорт хатӗрӗсен производствинче цифрӑсем уйрӑмах пӗчӗкленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗ уксахламасть — тавар туса илесси унта пысӑкланнӑ. Тирпейлекен промышленноҫа пӗтӗмӗшле илсен, 13 отрасльтен улттӑшӗнче производство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗ. Транспорт хатӗрӗпе оборудованийӗ кӑларакансем пӗлтӗрхин ҫурринчен кӑшт кӑна иртейнӗ: вӗсен индексӗ — 57,7 процент. Металлурги производстви те лайӑх кӑтартупа мӑнаҫланаймасть: унти индекс — 74,6 процент. Хими промышленноҫӗ экономикӑри йывӑрлӑха парӑнса ларман: производство калӑпӑшне пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 14,4 процент ӳстернӗ. Электрообрудовани отраслӗнче, целлюлозӑпа хут производствинче, издательствӑпа полиграфире ӗҫлекенсем те унчченхинчен аванрах тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫӗршыври чи пуян хула Владивосток Раҫҫейӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн Социологи департаменчӗ ҫӗршыври чи пуян хуласене палӑртнӑ. Чи тулӑххи Владивосток иккен. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хули Мускав иккӗмӗш вырӑнта пырать. Пуянлӑх енчен виҫҫӗмӗш — Екатеринбург. Чи чухӑн хуласем — Тольятти, Аҫтӑрхан тата Пенза. Танлаштарӑва ҫынсенчен ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх хатӗрленӗ. Унта 18–30 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене явӑҫтарнӑ. Вӗсен хӑйсен тупӑшне хаклама тивнӗ май хуравсенчен ҫаксене суйлама лекнӗ: укҫа апат ҫиме те аран ҫитсе пырать, укҫа апат валли тата уйрӑмах кирлӗ япала илме ҫеҫ саплашӑнать, пысӑк техника (сивӗтӗш, кӗпе ҫумалли машина) туянайратпӑр, ҫӗнӗ автомашина илейретпӑр, укҫа тем валли те (ҫав шутра хваттер е ҫурт илме те) ҫитет. Тӗпчеве 500 ҫынтан кая мар йышлӑ хуласенче пӗлтӗр ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |