Экономика
![]() Ҫурт-йӗр тӑвакан «СУОР» комбинатра ӗҫлекенсем ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ. Унта пурӗ 2,5 пин ҫын тӑрӑшать. Хӑшӗсен шалу парӑмӗ 70 пине те ҫитсе кайнӑ-мӗн. Теприсене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав предприяти хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтнӑ. Ӗҫрен хӑтарма заявлени ҫырнисемпе паян кун та татӑлса пӗтмен. Кун пирки Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтерет. Ӗҫ укҫине ҫынсем вӗҫӗмех ыйтаҫҫӗ-мӗн. Анчах кашнинчех вӗсене ыран пыма сӗнсе ӑсатаҫҫӗ. «СУОРта» стропальщикра тӑрӑшнӑ Игорь Немцов унта ӗҫленине ырӑпа аса илменнине пӗлтернӗ. «Талӑкӗпе кунтан тухмасӑр ӗҫлетпӗр. Унччен ӗҫленӗ ҫынсене пуҫлӑхсем укҫасӑр тата хутсемсӗр хӑварчӗҫ», — тенӗ, сӑмахран, Гульчехра Кокшева. «СУОРӑн» юридици департаменчӗн ертӳҫи Ольга Аблесова вара урӑхларах шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе йӗркеллӗ ӗҫлекенсене ӗҫрен никам та хӑтармасть. Сӑлтавне унтисем йывӑрлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Аптӑранӑ ҫынсем прокуратурӑна та ҫитнӗ. «СУОР» предприятин гендиректорӗ Владимир Ермолаев ҫак уйӑх вӗҫӗччен майлаштарса яма тӑрӑшассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Аврелькин (сулахайри) тата Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ. Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина. «Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Росстат специалисчӗсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче производствӑна тишкернӗ. Ҫапла майпа хӑйне евӗр рейтинга та йӗркеленӗ. Чӑваш Енӗн ку енӗпе кӑтарту савӑнтармаллиех мар. Атӑлҫи федераци округӗнче кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, промышленноҫ производстви 2,9 процент чакнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионта ку кӑтарту пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енре те. Пирӗн республикӑра производство ытларах чакнӑ-мӗн. Темп индексӗ 91 процентпа танлашнӑ. Ҫавӑн пекех промышленноҫ производстви Ӗренпур облаҫӗнче, Пермь крайӗнче, Тутар Республикинче самай чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Грани» тунӑ сӑн Чӑваш Ене Итали уламҫисем килнӗ. Вӗсем икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам услам тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтса явӗҫ. Италипе Чӑваш Енӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулӗ. Итали делегацийӗн йышӗнче 50 яхӑн усламҫӑ пулӗ. Ӑна Джузеппе Триполи ертсе пырӗ. Ларӑва хутшӑнассине Раҫҫейри 30 ытла регион ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗнче — Питӗр, Вологда, Чулхула, Чӗмпӗр, Орел, Тула, Самар, Ростов, Волгоград облаҫӗсем, Тутарстан, Ханты-Манси автономи округӗ тата ыттисем. Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Мероприяти Наци вулавӑшӗнче пуҫланӗ те Правительство ҫуртӗнче малалла тӑсӑлӗ. Хӑнасене Чӑваш Енӗн предприятийӗсемпе, инвестици лапамӗсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти трактор историйӗн музейӗнчи экспонатсем — тӗрлӗ ҫулти техника. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ тракторсем те пур. Музей директорӗ Альберт Сергеев халӗ тепӗр пуҫару тунӑ: ӗлӗк тӗрлӗ ӗҫре усӑ курнӑ техника пирки вӑл халӑха ытларах пӗлтересшӗн. Ҫак тӗллевпе районсенче куравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Ӗлӗкхи техникӑна ӳкерчӗксенче те пулин кӑтартма май тупнӑ. Ку таранччен хӑш-пӗр районта куравсем иртнӗ. Хальхинче вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем патне ҫитнӗ. Райцентрти В. Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейне хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ ветеранӗсем, ачасем пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем кураври ӳкерчӗксемпе тата пӗчӗк трактор-машинӑпа паллашнӑ. Ӗнерхи трактористсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, хӗрӳ тапхӑрта уй-хиртен татӑлмасӑр тар тӑкнӑ вӑхӑтсене аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канашри агрегат савутӗнче лару-тӑру лайӑхах мар. Предприяти 58 процент ҫеҫ ӗҫлет. Пысӑк саккассем те ҫук унта. Хуҫалӑх савучӗн шӑпине нумаях пулмасть Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Компани хуҫи «ГАЗ» савутра хӑш-пӗр производствӑна хупасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, кӗпер пуҫтаракан тата «ПАЗ» маркӑллӑ автобус осьне пухакан пайсене Чулхулана куҫарӗҫ. Ҫавна май Канашри предприятире уйӑхне 400 урапа тӑвас ӗҫ пӗчӗкленет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑш 10 процент чакать. Анчах ӗҫ вырӑнӗсене сахаллатасшӑн мар. Савут ҫӗнӗ инвестици проектне кӗтет. Ҫавна май ҫулталӑкне 500 урапа тума тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ станоксем туянӗҫ. Анчах савут тӗппипех лайӑх енне ӗҫлесе каяссине ҫирӗппӗн калама ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Унта вӑл Венгрин тӗп консулӗпе Ференц Контрӑпа тӗл пулнӑ. Хусанта Михаил Игнатьевпа Ференц Контра ял хуҫалӑх, туризм, культура тата хуҫалӑх тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Венгри — суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен Чӑваш Енӗн партнерӗсенчен пӗри. Пӗлтӗр ҫак ҫӗршывпа пирӗн республикӑн тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 1 миллион яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Михаил Игнатьев тӗлпулура ку ҫыхӑну тата ҫирӗпленессине палӑртнӑ. Венгри консулӗ вара Михаил Васильевича ЧР Элтеперӗн пуканне тепӗр хут йышӑннӑ ятпа саламланӑ, Хусанти тӗп консульство экономика, культура тӗлӗшӗнчен пирӗн регионпа малашне те хастар ҫыхӑнса ӗҫлессине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паянпа ыран Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Мускавра ҫӗлӗ визитпа пулӗ. Паян Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ. Ҫав шутра «Ӗҫлӗ Раҫҫей» (Деловая Россия) Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх организацийӗн тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ, «Фабрикант.ру», «SuperJob», «НАИЗ» предприятийӗсен пуҫлӑхӗпе Сергей Габестропа тата «ТехноНИКОЛЬ» корпорацин президенчӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пулӑшуҫипе Сергей Колесниковпа курнӑҫнӑ. «Технониколь» корпораци пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Чӑваш Енпе икӗ ҫула яхӑн ҫирӗп ҫыхӑну тытса ӗҫлени пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта «ТехноНИКОЛЬ» корпорацийӗн вӗрентӳ центрӗсем пӗлтӗр хута кайнӑ. Михаил Игнатьевпа Сергей Габестро Чӑваш Енре ял хуҫалӑх пайне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Сергей Габестро укҫа хывнипе Пӑрачкав районӗнче «Кипиай Агро» предприяти соя туса илессипе ӗҫлет. Сергей Габестропа Сергей Колесникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби Раҫҫейӗн чылай регионӗнче ӗҫлесе сахал мар ӗҫ опыт пухнӑскерсем тесе хакалнӑ май вӗсем Чӑваш Енре бизнеса аталанса пыма меллӗ иккенне палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ. Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле». Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Налукҫӑсем хыснана «тупра» пухас тесе налукпа парӑмлӑ уйрӑм усламҫӑсем тата предприяти-организацисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Федераци налук службин Тӑвайӗнчи районсем хушшинчи пайӗ парӑмсене шыраса илме нумаях пулмасть ҫула тухнӑ. Налукҫӑсемпе пӗрле федерацин тепӗр служби те — суд приставӗсем — ҫӳренӗ. Рейда тухнӑ ушкӑнсем Канаш хула ярмӑрккине, «Мега-Центр» тата «Лидер» суту-илӳ центрӗсене тата предприяти-организацисене ҫитнӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче виҫӗ парӑмҫӑн пурлӑхне арестленӗ. Шӑл юсакан «Мега-Дент» фирмӑнне, сӑмахран, — 49 пин тенкӗ тӑракан оборудованине, «Стройсервис» обществӑнне — компьютерӗсене, принтерӗсене, факсне тата сканерне, Е.П. Ефремова уйрӑм усламҫӑнне вара — столовӑй хатӗрӗсене. И.В. Плотников уйрӑм усламҫӑ тавара арестлеттерсе тӑман, 29 пин тенкӗ парӑмпа вырӑнтах татӑлнӑ. «Услада» тулли мар яваплӑ обществӑнне ҫумӗнче пур 6 пин тенкине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |