Экономика
![]() Паян, ҫурлан 27-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче вырнаҫнӑ «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Кредит организацийӗн ӗҫ тӑвакан органӗсен прависене чарса лартнӑ. Раҫҫейӗн Банкӗ кун пек татӑклӑ утӑм патне ахальтен пырса тухман. Етӗрнери коммерци банкӗ банк ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗсене тата Раҫҫейӗн Банкӗ ыйтнине пӑхӑнса пыман. Тупӑша айккине ярассипе кӗрешекен федераци саккунӗ ыйтнине те вӑл ӑша хывсах кайман-мӗн. Унсӑр пуҫне тата «кредиторсемпе вкладчиксемшӗн хӑрушлӑх пуррине кура» лицензие илни пирки Bankir.ru информаци агентстви пӗлтерет. Активсен виҫине «Бизнес валли бизнес» коммерци банкӗ ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне ҫӗршывра 630-мӗш йӗркере пулнӑ. Банк вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май унта укҫа упракансен пӑшӑрханма кирлӗ мар: «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне илсен, хуласемпе районсен пӗтӗмӗшле хыснине пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен тупӑш сахалтарах кӗнине Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Пӗтӗмпе 10,8 миллиард тенкӗ кӗнӗ, ку вӑл 600 миллион тенкӗ сахалрах е 5,3 процент. Тупӑш шайне ӳстернисем те пур. Ҫӗнӗ Шупашкарта унӑн хисепӗ 38 процент нумайланнӑ, Шупашкар районӗнче — 8,5 процент, Канаш хулипе Йӗпреҫ районӗнче — 5,1 процент, Пӑрачкав районӗнче — 5 процент, Улатӑр районӗнче — 1,7 процент, Комсомольски районӗнче — 1,4 процент. Хӑйсен тупӑшӗ 18 муниципалитетра чакнӑ. Чи нумай чакни — Ҫӗмӗрле районӗнче (пӗлтӗрхипе танлаштарсан унта тупӑш 80,6 процент кӑна кӗнӗ), Тӑвай районӗ (83,7 процент), Шупашкарта (82,5 процент). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин республикӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗн прогнозлӑ кӑтартӑвӗ пирки йышӑну алӑ пусса хатӗрленӗ. Республикӑн Экономика министерстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тӗп капитала укҫа хывасси кӑҫал 9 процент чакмалла. Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан ку цифра пӗчӗкрех: пӗлтӗр укҫа-тенкӗ хывасси 11 процент чакнӑ, 2013 ҫулта — 17 процент. Тӗп капитала укҫа хывасси килес ҫул та сахалланӗ. Анчах кӑҫалхи пекех мар, 3 процент кӑна. Ку вӑл — планпа. Продукци пӗтӗмӗшле туса илесси пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан кӑҫал 94,5 процент пуласса шанаҫҫӗ. Ваккӑн тавар сутаслӑх 4,6 процент чакӗ. Ҫурт-йӗр хута ярасси 0,3 процент хушӑнмалла. Укҫа хӑй хакне ҫухатнине (инфляцие) 13,9 процент тесе планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри предприятисен тулаш таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 21 процент чакнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 34,2 миллион долларпа танлашать. Тавар республикӑран каясси 35,7 процент пӗчӗкленнӗ, ют ҫӗртен илсе килесси — 13,5 процент. Экспортпа импорт ҫаврӑнӑшӗпе 117 предприяти-организаци, уйрӑм ҫын аппаланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫак кӑтарту та сахалтарах. Нумаях мар та, 3,3 процент. Юридици сӑпачӗллисен шучӗ 1,7 процент чакнӑ, уйрӑм ҫынсен — 33 процент. Никама пӑхӑнман ҫӗршывсенчен тавар илсе килесси 2,4 хут чакнӑ, унта ӑсатасси — 2,2 хут. Ют ҫӗршывран килекен тавара илсен, Чӑваш Ене ытларах Китайран (мӗнпур калӑпӑшран 40 процентне), Германирен (13 процент), Швецирен (7,3 процент), Италирен (5,1 процент), Швейцарирен (3,4 процент) кӳрсе килнӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавара ют ҫӗре илсе кайни пирки каласан, 24,6 проценчӗ Украинӑна, 7 проценчӗ Монголие, 6,6 проценчӗ Узбекистана, 5,8 проценчӗ Молдовӑна, 5,1 проценчӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейӗн куҫман пурлӑхне укҫа хывакансем кӑҫалхи ҫур ҫулта 23 процент сахалланнӑ. Ку вӑл — 2014 ҫулхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсемпе танлаштарсан. «Кӗмӗл» ҫине куҫарсан, пурӗ 1,23 миллиард доллар хывнӑ. Финансистсемпе экономистсем офис тӗллевӗллӗ куҫман пурлӑха укҫа хывассине уйрӑммӑн тишкернӗ те, кунта тупра хывасси пысӑкланнине асӑрханӑ. Ҫак тӗллевпе ҫур ҫулта 579 миллион доллар уйӑрнӑ е пӗлтӗрхи ултӑ уйӑхринчен 70 процент нумайрах. Суту-илӳ валли илекен куҫман пурлӑха укҫа ярасси 208 миллион долларпа танлашнӑ. Ун пек кӑна уйӑрни юлашки темиҫе ҫулта пачах та пулман иккен. Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫӗршыври мӗнпур инвестицирен 81 проценчӗ тивнӗ. Ҫав шутран 47 проценчӗ офиссем валли кайнӑ, 19 проценчӗ — складсене, 17 проценчӗ — суту-илӳ валли куҫман пурлӑх илме. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Владимир Аврелькинӑн усламҫӑсене ӑнлантармалли нумай Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ. Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур. Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать. Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре тӑкаклӑ предприятисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче республикӑри предпиятисем епле ӗҫленине Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тишкернӗ. Асӑннӑ орган хыпарланӑ тӑрӑх, тӑкаклисен йышӗ кӑҫалхи пилӗк уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчинчен 2,7 процент йышланса мӗнпур предприятирен 30,2 проценчӗпе танлашнӑ. Финанс кӑтартӑвне илсен, Чӑваш Енри организацисен сальдо пӗтӗмлетӗвӗ -629,3 миллион тенкӗ пулнӑ. Маларах асӑннӑ тапхӑрта пирӗн республикӑри предприятисенчен 317-шӗ тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Вӗсен усламӗ 5,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 137 организаци тӑкак тӳснӗ. Пуринне пӗрле хушсан ку цифра 5,7 миллиард а ларать. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк предприятисене, банксене, хысна тата страхлакан учрежденисене кӗртмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ку йышӑну Чӑваш Еншӗн Республика кунӗнче хӑйне евӗр парне пек пулнӑ. РФ Правительствин ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикине ҫамрӑк ҫемьесене социаллӑ тӳлев памашкӑн укҫа уйӑрнӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче Чӑваш Ен валли 158 557,16 пин тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. «Ҫурт-йӗр» федераци программипе килӗшӳллӗн 2011–2015 ҫулсенче Чӑваш Ен валли 227 1140,58 пин тенкӗ уйӑрмалла. Ҫав шутра республика хыснинчен те — 166 929,1 пин тенкӗ. Вырӑнти хыснаран — 60 181,48 пин тенкӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, уйӑрнӑ ҫав укҫа-тенкӗпе 550 ҫамрӑк ҫемье ҫурт-йӗре лайӑхлатма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки пӗлме пулать. Ведомство кун валли 2013 ҫултанпа Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫӗ gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=10&id=1374818 тытса тӑрать. Унта муниципалитет тата патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкӗсем пирки хыпарланӑ. Вӑл ҫӗре кирек епле тӗллевпе те усӑ курма май пуррине пӗлтерет Пурлӑх тата ҫӗрт хутшӑнӑвӗсен министерстви. Ҫав шутра — ҫурт-йӗр тума та, инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме те-мӗн. Ҫӗртмен 23-мӗшӗ тӗлне Пӗрлехи информаци ҫӑлкуҫне 652 гектар йышӑнакан 234 лаптӑк ҫӗре кӗртнӗ. Асӑннӑ лпатӑкран 234-шне ҫурт-йӗр тума илме пулать, ыттине — промышленноҫ паркӗ, технопарк, бизнес-инкубатор тата ытти валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен инвестици енчен лайӑх аталаннӑ тесе палӑртнӑ. Нумаях пулмасть Питӗрте иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пирӗн республика ку енӗпе чи лайӑх 10 регионсен йышне кӗнӗ. Владимир Путин канашлура лайӑх регионсене ятран та асӑннӑ. Вӑл каланӑ списокра ҫаксем пулнӑ: Калуга облаҫӗ, Тутарстан, Белгород, Тамбов, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Краснодар енӗ, Ростов, Кострома облаҫӗсем, Чӑваш Республики, Тула облаҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов кӑҫал Чӑваш Ен кунӗсем Патшалӑх Думинче иртнине, унта инвестици ҫинчен калаҫнине пӗлтернӗ. Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ЧР Элтеперӗн тата унӑн командин ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем пуррине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |