Республикӑра
![]() Канашра лагерь путевкишӗн черет ирех пуҫтарӑннӑ Ҫак кунсенче ачасене хула тулашӗнчи лагере канма ямашкӑн черете ҫырӑнтарас кампани пырать. Республика шайӗнче ку ыйтӑва темиҫе хутчен те сӳтсе явнӑччӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев ку енӗпе лару-тӑру лӑпкине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлусенчен пӗринче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Путевка илес кампание кӑҫал тӑватӑ тапхӑрпа йӗркелерӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен заявленисене ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин центрӗсенче йышӑнма пуҫларӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарти шкулсенчисем валли уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ытти муниципалитетра ҫак кампани паян, ирхи тӑхӑр сехетре, пуҫланать. Канаш район хаҫачӗн редакторӗ Людмила Шурекова Фейсбукра паян ирпе ҫырнӑ тӑрӑх, унти шкулсенчен пӗринче ҫӗркаҫах, сакӑр сехет тӗлӗнче, ҫынсем черете тӑрса тухнӑ. Унтан та ытларах — канма каяс текенсен заявленийӗсене ӗнерех ятарлӑ тетрадь урлӑ йышӑнма пуҫлассине пӗлтернӗ иккен. Хаҫатҫӑ вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗпе калаҫса илнӗ хыҫҫӑн саккунлӑ мар ҫак процедурӑна пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Специалистсем ваттисен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ Ҫын куҫӗнчен пӑхма пӗртте ҫӑмӑл мар пулин те халсӑрлансан ирӗксӗрех пулӑшу ыйтма тивет. Республикӑри социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба ӗҫченӗсен тӗллевӗ шӑпах ҫавӑн пеккисемпе юнашар пуласси. Шупашкар районӗнче те ун пек центр пур. Вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра тӑрӑшакансем ватӑсене киле тӗрлӗ таварпа эмел илсе пырса панинчен пуҫласа йӑлари ытти ӗҫе те туса пулӑшаҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче кӑна специалистсем 129 ватӑпа сусӑр патне ҫитнӗ. Вӗсенчен 28-шне эмел тата апат-ҫимӗҫ кайса панӑ. Кирлӗ хутсене хатӗрлеме те, пӳрт-ҫурта тирпейленӗ. Чылай ватта хӑйсемпе сӑмахлакан ҫукки пӑшӑрхантарать. Пӗччен вӑхӑт та вӑрахӑн шӑвать. Ҫавна курах кинеми-мучисене культура учрежденийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма илсе кайнӑ. Теприсемпе вара А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексӗнче экскурсире пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри шкул проекчӗ Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкула генподрядчик пулса унти «8-мӗш ПМК» акционерсен обществи хӑпартассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, шкул 1000 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӗҫе строительсен кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Халӗ вара тепӗр конкурс иртнӗ. Ӗҫе епле пурнӑҫланине тӗрӗслекене палӑртнӑ. «Стройторгсервис» предприяти ҫак тивӗҫе контракт хакне малтанласа палӑртнинчен 85 процент йӳнетсе ӗҫе кӳлӗнме килӗшнӗ. Ҫапла вара строительсен тӑрӑшӑвне хаклама малтан палӑртнӑ пек 5 млн 762 пин тенкӗ кирлӗ те пулмӗ. Конкурса пурӗ 10 организаци хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ-организаци 827 пин тенкӗпе пахалӑхлӑ тӗрӗслев ирттересси аптӑракансем те пур-мӗн. Ҫитменнине, шкул пӗчӗк те пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хурала тухакан хӗрарӑмпа пӑр ҫинчи пулӑҫсем пирки систернӗ журналист Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Антонина Иванова тӗп тухтӑр Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче тӗп тухтӑрсем юлашки ҫур ҫулта виҫӗ хутчен ылмашни пирки «Ҫыхӑнура» форумра ӗнер пӗлтернӗ. Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи 97 пин ҫынна пӑхса тӑракан пульницӑра 2100 ҫын ытла ӗҫлет. Халӗ сиплев учрежденине Антонина Иванова тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Медицинӑра вӑл 1993 ҫултанпа тимленӗ. Юлашки икӗ ҫулта Хулари клиника центрне ертсе пынӑ. 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗнче 2007 ҫултанпа Лидия Воропаева тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Республикӑри онкологи пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тӗп врачсӑр юлнӑ пульницӑн тилхепине тепӗр 11 уйӑхран ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Наиля Зинетуллинӑна тыттарнӑ. Ҫур ҫултан ӑна пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Татьяна Богданована тӗп врачӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Нумаях пулмасть иртнӗ конкурсра пульницӑри тӗп пукан Богдановӑна мар, Антонина Ивановӑна лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Пӗтӗм вырӑссен диктантне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта палӑрнисен йышӗ нумайланнӑ. Чӑваш Ен ку енӗпе рекорд лартнӑ. Кӑҫал вырӑсла диктанта 44 ҫын «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — хӗрарӑмсем. «5» паллӑ илнисен йышӗнче улттӑшӗ ҫеҫ арҫынсем. Вӗсен йышӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗ Олег Дмитриев тата ШӖМ ветеранӗ Георгий Фадеев пур. Хальлӗхе диктантра «5» паллӑ илнӗ 40 ҫынна ҫеҫ сертификат панӑ. Ыттисене тупса палӑртайман-ха. Асӑнса хӑвармалла: пӗлтӗр Пӗтӗм вырӑссен диктантӗнче 2 ҫын ҫеҫ «5» паллӑ илнӗ. 2015 ҫулта вара — 7 ҫын, 2014 ҫулта 2 ҫын диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха. «Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене хӗл таврӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Паян ав Шупашкар шурӑ юрпа витӗннӗ. Синоптиксем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр уйӑхри юр ҫуса лартасса маларах систернӗччӗ. Анчах ҫулсене хыракан машинӑсем ӗҫе ир-ирех тухман, ҫавна май общество транспорчӗ те, машинӑсем те шар курнӑ: юр ӑшне пута-пута ларнӑ, тӑвайккисенчен ара хӑпарнӑ. Паян общество транспорчӗ чарӑнӑвӗсенче халӑх хӗвӗшнӗ, пурин те ӗҫе ҫитмелле-ҫке-ха. Маршруткӑсем те, троллейбуссем те лӑк тулли ҫӳренӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 10 сехетрен пуҫласа аэродрома хупнӑ. Унта самолетсем вӗҫсе хӑпармалли полосана тасатаҫҫӗ. «Шупашкар – Мускав» ирхи рейс йӗркеллех кайнӑ. Анчах кӑнтӑрлахи, ахӑртнех, тытӑнса тӑрӗ. Тӗп вокзалта та паян улшӑнусем пулнӑ. Унта ют хулана ҫӳрекен 117 маршрута яман. Тепӗр 52 рейс районсене кайман. Паянлӑха Хусана, Чулхулана, Чӗмпӗре, Саранска каякан рейссене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Варринче лараканни - Александр Дельман Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ Александр Дельман хыснана налук тӳлессинчен пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Общество Канашӗн пайташӗ 30,8 миллион тенкӗ налук тӳлемен имӗш. Александр Дельман уйрӑм усламҫӑ пулса мотор топливине курттӑмӑн сутнӑ, кафесемпе ресторансен пулӑшӑвне кӳнӗ. Налук тӳлессинчен Александр Дельман халь мар, 2013 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталта (хушма хакран илекен налукран) тата 2013–2014 ҫулсенче (уйрӑм ҫын тупӑшӗнчен илекеннинчен) пӑрӑннӑ пулать. Налук тӳлес мар тесе вӑл суя декларацисем тӑратнӑ-мӗн. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗрӗслекен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта тутарсем Сапантуйра саванӗҫ. Уяв Лакрей вӑрманӗнче иртӗ. Сапантуйра яланхи пекех наци вӑййисене тата ӑмӑртӑвӗсене ирттерӗҫ: шӑчӑ ҫине хӑпарӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, куршак ҫӗмӗрӗҫ, йывӑр япаласене ҫӗклӗҫ, кӗвенте йӑтса чупӗҫ, тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗнче (кэряш) вӑй виҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Тутар Республикинчи, Чӑваш Енри ал ӑстисен куравне йӗркелӗҫ, вӗсене сутӗҫ. Уява килнисем тутарсен наци апат-ҫимӗҫне тутанса курӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Сапантуйра фолькор ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса халӑха савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |