Республикӑра
![]() Анастасия Коновалова тунӑ сӑн Паян Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта пин-пин ҫын колоннӑпа утма тухнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне паллӑ тума 32 пин ҫын тухнӑ. Чылайӑшӗ урам тӑрӑх ялав, транспарант, чечек, хӑмпӑ йӑтса утнӑ. Уява общество организацийӗсем, политика партийӗсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем тухнӑ. Колонна утнӑ урамсенче интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Пӗрле пухӑнса, урам тӑрӑх утса ҫынсем тӑнӑҫлӑхшӑн, ӗҫшӗн пулнине палӑртнӑ. 18 сехетре Хӗрлӗ тӳремре Денис Майдановӑн концерчӗ пулнӑ. 21 сехетре салют тӳпенелле вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта тӑлӑх ачасене хваттерпе тивӗҫтерес ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов паянхи куна республикӑра ашшӗ-амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑ 1953 ача хваттер черетӗнче тӑнине пӗлтернӗ, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 121,4 млн тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнине каланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – финанс министрӗ Светлана Енилина тӑлӑх ачасенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсемсӗр юлнине, 75 проценчӗ социаллӑ тӑлӑх шутланнине асӑнса хӑварнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ~«~нумай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкисене усрасшӑн мар пӑрахса кайни сисӗнет». «Ачасен пуласлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӗсен хӑйсен пепкисемшӗн ытларах пӑшӑрханмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫитменнине эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансем шӑпах та ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнме чӑрмав кӳреҫҫӗ тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ~~», — тесе ҫырнӑ официаллӑ порталта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи выльӑх ферминче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ампара тӗп тунӑ. Унта вара утӑ упраннӑ. ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Сӗт комплексӗнчи утӑ упранакан ампарта 17 сехет ҫурӑра ҫулӑм тухнӑ. Пӗтӗмпе 49 рулон утӑ пулнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫав шутра – ампар та. Пушарнӑйсем ҫулӑм тепӗр ҫурт ҫине ан куҫтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе тытаҫҫӗ. Телее, пушарта никам та шар курман. Выльӑх-чӗрлӗхе пушартан сыхласа хӑварма май килнӗ. Халӗ специалистсем пушар ӑҫтан тухнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчех Георгий хӑйӑвӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫынсене урамра ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен парӗҫ. Раҫҫейри чылай хулара ку акци пуҫланнӑ ӗнтӗ. Пирӗн республикӑра вара Георгий хӑйӑвӗсен ҫу уйӑхӗн 1–9-мӗшӗсенче валеҫӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑюсене волонтерсенчен хулари тӗп урамсенче — Модӑсен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, Республика тӳремӗнче, Хӗрлӗ тӳремре — илме май пулӗ. Хӑюсене халӑх нумай пухӑнакан вырӑнта та валеҫӗҫ. Ку акцие Чӑваш Енре ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 72 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш полицейскийӗсем «Контрафакт» операци ирттернӗ. Унпа килӗшӳллӗн пӗр эрнере пакунлисем 500 ытла тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫак тапхӑрта 10 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, административлӑ йӗркене пӑснӑ 37 тӗслӗхе тишкермелле. Тупса палӑртнӑ преступленисенчен ытларахӑшӗ хӑрушсӑрлӑх техникине тивӗҫтерменнипе, автор прависене пӑснипе ҫыхӑннӑ. Саккунсӑр ҫаврӑнӑшран суя эрех тултарнӑ 800 ытла кӗленче туртса илнӗ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла литр «хаяр» шӗвек. Кунсӑр пуҫне операци вӑхӑтӗнче тӗнчери паллӑ брендпа паллӑ тунӑ суя спорт тумӗсене – пӗтӗмпе 500 ытла – туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Хӗрлӗ Чутай район ентешлӗхӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхран тухса Шупашкарта тӗпленнисем пуҫтарӑннӑ. Ентешсене пухӑвне «Чавал» ентешлӗх канашӗ йӗркеленӗ. Хӗрлӗ Чутайсен уявне Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн фольклор ансамблӗ те пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Яковлева ертсе пыракан ҫак ушкӑн «Чавал» уявне ӑнсӑртран ҫакланман — Зинаида Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Олег Николаев та хӑйӗн ентешӗсемпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастар чутайсене, района тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ маттурсене, вӑл РФ Патшалӑх Думин бланкӗ ҫинче ҫырнӑ Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧПУри ваканси ярмӑркки Шӑматкун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вакансисен ярмӑркки иртнӗ. Унта республикӑри тата кӳршӗллӗ регионсенчи сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем хӑйсем валли шурӑ халатлисене суйланӑ. Ваканси ярмӑрккине 40 ытла медицина организацийӗ хутшӑннӑ. Вӗсем кӑҫал аслӑ шкул вӗренсе пӗтерекенсемпе, интернсемпе тата ординаторсемпе — пурӗ 300 ытла ҫамрӑкпа — тӗл пулнӑ. Ваканси ярмӑрккине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ тата ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова хутшӑннӑ. Сӑмах май, ҫакна та палӑртмалла: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи» специальноҫсемпе кӑҫал ЧПУн медицина факультетӗнчен 538 ҫамрӑк вӗренсе тухать. Унсӑр пуҫне — 8 специальноҫпа 136 интерн тата 18 специальноҫпа 127 ординатор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ. Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ. Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫемье кунне халаллаҫҫӗ. Ку уява ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал конкурс ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 29-мӗш «А» ҫуртра иртӗ. Унта хутшӑнакан ҫемьере 3 ҫынран кая мар пулмалла. Ҫемьесем унта хӑйсен ирӗкӗпе те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Е вӗсене ӗҫ коллективӗ тӑратма пултарать. Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑна ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памалла. Ҫемьен портфолио, стена хаҫачӗ, 3-4 минута тӑсӑлакан визит карточки хатӗрлемелле. Ҫӗнтерӳҫе дипломпа, парнепе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине кредит тӳлеменшӗн ларнӑ. Вӑл кредит организацийӗ умӗнче самай пысӑк парӑма кӗнӗ. Арҫын укҫа кивҫен илсен ӑна чылай вӑхӑт тӳлемен. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын кредит организацийӗ умӗнче 33 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Палӑртмалла: вӑл ӗҫлет, кредитӑн пӗр пайне татма унӑн май пулнӑ. Анчах хайхискер парӑма татас тесе нимӗн те туман. Ҫитменнине, арҫын тепӗр ӗҫре вӑй хурса хушма тупӑш тунӑ. Ӑна кредита тӳлеменшӗн уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки темиҫе хутчен те асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман. Ҫавӑнпа кредит организацийӗ ӑна суда панӑ Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |