Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ҫак уйӑхра, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫыравҫӑсем ҫулталӑкри пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Кунта сӑмах Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн пухӑвӗ пирки пырать.

Писательсен ҫулталӑкри пухӑвӗ Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлахӗсен институтӗнче (вӑл Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 29-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпуҫӗнче вырнаҫнӑ) 11 сехетре пуҫланӗ.

 

Культура
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Гуманитари институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Этнокультурные процессы и межэтнические отношения в Чувашской Республике: историко-социологическое исследование» коллективлӑ монографи кун ҫути курнӑ.

Социаллӑ гуманитари енӗпе тӗпчев ирттернӗ авторсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, истори наукисен кандидачӗ Валентина Харитонова, филологи наукисен кандидачӗ Артем Гаврилов. Вӗсем пурте гуманитари институтӗнче ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3116
 

Культура
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи артистсем куракансене хырӑм хытиччен култарнӑ тесе пӗлтернӗ Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта.

Йӗпреҫре йӑлана кӗнӗ «Театр олимпӗ» фестиваль уҫӑлнӑ. Сцена ҫине Березовка, Туҫа, Пӗчӗк Упакасси, Чӑваш Тимеш ялӗсенчи пултарулӑх ушкӑнсем тухнӑ. Куракансене «Хӗвел ансан Хӗветӗр», «Пӗрисем – уя, теприсем – туя», «Пӗр саншӑн ҫуралчӗ сирень», «Живы будем – не помрем» ӗҫсене кӑтартнӑ.

Фестиваль ытти ялта та иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16693
 

Культура

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Читай-город» кӗнеке лавккинче Алексей Александровӑн (Элтияр) «Чувашские мифы от озера Аль и праздника Срухури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ.

Автор ҫак халапсемпе мӗншӗн вулакансене паллаштарма шухӑшлани пирки каласа кӑтартӗ. Хӑтлав хыҫҫӑн унпа хӑйӗнпе калаҫма, автографлӑ кӗнекине туянма май пулӗ.

Хӑтлав 14 сехетре пуҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_465861
 

Культура
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ
Ольга Австрийская сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Эсӗ манӑн тус пулсан...» ятпа кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Вӑтам классенче вӗренекенсем валли Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑмра паллӑ чӑваш прозаикӗсен ӗҫӗсемпе пӗрлех хальхи вӑхӑтри чӑваш литературинчи ҫӗнӗ ятсен пултарулӑхӗпе те паллашма пулать.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫаксем иккен: Николай Ишентей, Лариса Петрова, Николай Ларионов, Ольга Рубцова, Елен Нарпи, Валентина Тарават, Микул Ишимбай, Ольга Австрийская, Ольга Тургай, Улькка Эльмен, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Ольга Васильева, Владислав Николаев, Елена Кудрявцева, Ирина Кошкина, Нина Царыгина, Анастасия Семенова, Раиса Сарпи, Александр Трофимов, Сергей Павлов, Марина Карягина, Владимир Степанов, Василий Кервен.

Кӗнекене 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvbook.ru/news/2025/tuslakh2
 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Юрататӑп аттене» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ.

Издательство ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта кукаҫи-асаттене, аттене, шӑллӑм-пиччене халалланӑ калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли тесе палӑртнӑскер аслӑраххисемшӗн те интереслӗ, усӑллӑ пулӗ».

Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ – Ольга Иванова. Ӳнерҫи – Татьяна Бурдина.

Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ «Салтан патша ҫинчен хунӑ юмах» чӑвашла аудиоспектакль хатӗрленӗ. Ӑна хатӗрлессипе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен союзӗ пулӑшнипе ӗҫленӗ.

Асӑннӑ аудиоспектакле Александр Пушкинӑн «Сказка о царе Салтане» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Георгий Ефимов чӑвашла куҫарнӑ.

Аудиоспектакле Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Владимир Григорьев, Наталья Ахмед тата Альбина Агеева вулаҫҫӗ.

Аудиоспектакле куҫ начар куракан ачасем валли хатӗрленӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта мари ӳнерҫисен картинисемпе паллашма май пулӗ. Тӗп хуламӑрта курав уҫӑлӗ.

Ку таранччен кун пекки пулман: Мари Элти художниксен ӗҫӗсемпе Туслӑх ҫуртӗнче паллаштарӗҫ. Курав раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӑл 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.

Куравра 100 ытла професссионал тата ҫамрӑк ӳнерҫӗсен картинисене курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15960
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем Моисей Спиридоновӑн хваттер-музейӗнче пулса курнӑ.

Чӑваш халӑх художникӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ тата музейра упранакан пуян материалсем ҫинчен Мария Готлиб питех те кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Музей-хваттертен хавхаланса таврӑннӑ кинемейсем тепӗр кун та художник пултарулӑхне сӳтсе явнӑ, ыттисене ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Варкӑш» литература клубӗнче урӑх улах иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ытти чухне варкӑшҫӑсем пӗр-пӗр кӗнеке вуласа пырса ӑна сӳтсе явнипе ҫырлахнӑ пулсан хальхинче вӗсем Чӑваш Наци вулавӑшне улаха пуҫтарӑннӑ.

Уява литература клубӗн гимнӗнчен пуҫланӑ. Унӑн авторӗ – Ирӗк Килтӗш (Валерий Краснов) ӳнерҫӗ иккен. Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа итленӗ май ҫыравҫӑсемпе журналистсем скетчсем ӳкернӗ, литературоведсемпе артистсем сӑвӑ шӑрҫаланӑ.

Ирӗк Килтӗшпе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ӳнерҫӗн юптаруллӑ такмакӗсене вуланӑ. Урӑх улаха пухӑннисем сӑвӑсем вуланӑ, хӑйсем ӳкернӗ ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ. Улах пурне те килӗшнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...447
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 23

1907
119
Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă.
1931
95
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ.
1938
88
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1943
83
Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть