|
Культура
![]() Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Общество канашӗн йӗркелӳ ларӑвӗ иртнӗ. Унта председатель, председателӗн ҫумне суйлас тата яланхи комиссисен йышне палӑртас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Общество канашӗн ларӑвне пухӑннисем уҫҫӑн сасӑласа председатель пулма Нина Смирновӑна ҫирӗплетнӗ. Ку хӗрарӑм «Радуга» культурӑпа курав центрне ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗн ҫумне Зоя Яковлевӑна шаннӑ. Общество канашӗнче пурӗ 11 ҫын иккен. Вӗсен йышӗнче Раҫҫейри писательсен союзӗн регионти уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Куликова та пур. Ольга Куликова — хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш писателӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче кадет класӗсен хушшинче «Кадетсем юрлаҫҫӗ» хор ӳнерӗн III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Комсомольскинчи 1-мӗш шкул «Воспитанин ҫӗнӗ философийӗ» федераци пуҫарӑвӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Мероприятие директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи йӗркелесе пынӑ. Унта администраци ӗҫченӗсем, общество организацийӗсен тата ветерансен пӗрлешӗвӗсен элчисем ҫитсе курнӑ. Фестиваль репертуарне патриотлӑх тематикине халалланӑ. Сцена ҫинче Раҫҫей, салтаксен паттӑрлӑхӗ, кадетсен йӑли-йӗрки пирки юрӑсем янӑранӑ. Елена Свинина вара хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене вуласа уява татах пуянлатнӑ. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене суйланӑ. Гран-прие Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул тивӗҫнӗ. 2-мӗш вырӑна Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрнарти 2-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Курнавӑшри шкул тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта – Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамри шкул, Вӑрнар округӗнчи Нурӑсри шкул тата Комсомольскинчи 2-мӗш шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Тарас» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна сцена ҫине пуҫласа раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларӗҫ. «Пӗлетӗр-и эсир, Тарас Бульбӑн пурнӑҫӗнчи пӑтӑрмахлӑ ӗҫсем пирӗн тӑрӑхра та пулса иртме пултарнӑ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пирӗн сцена ҫинче – ПРЕМЬЕРА! Н.В.Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫӗ тӑрӑх Ксения Сурская-Ильина ҫырнӑ эпикӑлла драма. «Тарас» спектакль Чӑваш Ен историне, йӑли-йӗркине аслӑ вырӑс классикипе пӗрлештерсе ӗмӗрхи ыйтусене ҫивӗччӗн ҫӗклет: тивӗҫ, юрату, чыс ҫинчен хӑюллӑ саспа калаҫать…», – тесе анонсланӑ культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Спектакле чӑваш кураканӗ аван пӗлсе ҫитнӗ режиссёр Борис Манджиев лартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ольга Савинова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ольга Савинова хӑйӗн кӗнекин хӑтлавне йыхравлать. Мероприяти юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, 119-мӗш пӳлӗмре, 16 сехетре пуҫланӗ. «Пӑлханса та савӑнса пӗлтеретӗп ҫак хыпара, туссем!Чӗререн кӗтнӗ кун. Ӑна ҫывхартас тесе нумай пурнӑҫланӑ. Халӗ вара манӑн сире хамӑн чун-чӗрепе паллаштарас килет. Вӑл пӗтӗмпех ҫак кӗнекере Кашнинех кӗтетӗп маншӑн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулӑма пӗрле пайлама», — тесе ҫырнӑ кӗнеке авторӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Ольга Савинова Чӑваш Енӗн наци телекуравӗнче ӗҫлет. Вӑл хӑйӗнпе журналист, телеертӳҫе. сӑвӑсемпе юрӑ сӑмахӗсен текстсен авторӗ тесе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл — «Ҫӗнӗ Шупашкар миссисӗ - 2024», «Миссис Карат - 2024» ятсене тивӗҫнӗ, «World Russia миссисӗ» финалисчӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене Ростоври пултарулӑх коллективӗ концертпа килнӗ. Ку вӑл — унти патшалӑх филармонийӗн «Легенда» юрӑпа ташӑ ансамблӗ. Коллективри артистсем тӗлӗнмелле ӑсталӑхпа, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен кашниех юрлать те, ташлать те, тӗрлӗ музыка инструменчӗпе те калать. Коллективӑн репертуарӗ пуян, вӑл Дон тӑрӑхӗн культурипе паллаштарать. Ҫӗнӗ концерт программинче тӑван тӑрӑха халалланӑ вырӑс халӑх юррисем тата автор ҫырнӑ юрӑсем пулӗҫ. Тата, паллах, тӗрлӗ ташӑ тата инструмент хайлавӗсем. Программӑра, сӑмахран, ҫаксем пулӗҫ: «Тонкая рябина», «Я лечу над Россией», «За святую Русь помолюсь», «Ой, да ты, кормилец, Тихий Дон», «Цыганская рапсодия», «Из-за острова на стрежень», «Распрягайте, хлопцы, коней», «Лезгинка» тата ытти те. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян, юпа уйахӗн 16-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче темиҫе пултарулӑх коллективӗ пур. Тепӗр майлӑ каласан, учрежденире академи музыкине аталантарнипе пӗрлех эстрада пирки те шухӑшланӑ. Филармонири коллективсенчен пӗри вӑл — «Ҫеҫпӗл» ансамбль. Ку коллектива 1968 ҫулта йӗркеленӗ. Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Чӑваш Енри пӗрремӗш профессилле эстрада коллективӗ пулса тӑнӑ. Ун валли ятарласа конкурс ирттернӗ. Унта лекес текенсем 200 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен вуннӑшне суйласа илнӗ. Артистсене Мускава, Эстрада ӳнерӗн пӗтӗм союзри пултарулӑх мастерскойне, вӗренме янӑ. Ҫулталӑкран филармонире пӗрремӗш программа кӑтартнӑ. 1970 ҫулсенче ку коллектив чикӗ леш енче те концертсем кӑтартнӑ. Ушкӑн Польшӑра, Венгрире тата Югославинче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем валли цифра технологийӗсене ӑша хывтармалли вӗрентӳ йӗркеленӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ. Хӑвӑрт вӗренмелли калӑпӑшлӑ интенсива культурӑпа кану учрежденийӗсен ертӳҫисене, ҫамрӑк юрӑҫсене, вокалистсене, аранжировщиксене тата индустри профессионалӗсене йыхравланӑ. Пултарулӑх лабораторийӗнче хальхи вӑхӑтри технологисемпе епле усӑ курмаллине вӗрентнӗ. Вӗренме республикӑри профильлӗ 50 специалист пуҫтарӑннӑ, унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ регионсенчен килнӗ хӑнасем те пулнӑ. Вӗсен умӗнче тӗп эксперт пулса Вероника Арисова тата Арсэн Хачатрян тухса калаҫнӑ. Вӗсем искусство ӑс-тӑнӗ ӗҫре епле пулӑшма пултарни ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ, ҫӗнӗлӗхпе усӑ курма вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсене пирӗн республикӑра ҫулсеренех хавхалантараҫҫӗ. Кун пек укҫана ҫулсерен уйӑрса параҫҫӗ. Анчах ӑна тивӗҫиччен конкурс комиссийӗн али витӗр тухмалла. Кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ комисси юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче йышӑннӑ тӑрӑх, вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ алҫырушӑн Юрий Исаева 75 пин тенкӗ парӗҫ. Комиссие унӑн «Ар» кӗнекин алҫырӑвӗ питех те килӗшнӗ. Аслӑ классенче вӗренекен шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Галина Антонован алҫырӑвне суйласа илнӗ. Конкурс комиссине авторӑн «Хаяр ниме» кӗнекен алҫырӑвӗ килӗшнӗ. Ӑна та 75 пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫӗнтерӳҫӗ-авторсен ӗҫӗсене каярах пичетлесе кӑларӗҫ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Чӑваш Республикинче паянхи кун тӗлне 12 земство культура ӗҫченӗ ялсенче, пӗчӗк хуласенче ӗҫе пуҫӑннӑ. Пиллӗкӗшӗ – Канаш округӗнче, ыттисем – Куславкка округӗнче, Элӗк, Тӑвай, Вӑрнар, Елчӗк, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсенче ӗҫе кӳлӗннӗ. Канаш тӑрӑхне ӗҫлеме килнӗ специалист – ырӑ тӗслӗх. Канашри культура керменӗнче тӑрӑшакан Татьяна Николаева ача-пӑча программисене анлӑлатнӑ, 5-7 ҫулсенчи ачасем валли театр студине уҫнӑ. Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ав юрӑҫ тата композитор, чӑваш эстрада юррисен авторӗ Юрий Петухов вӑй хурать. Вӑл пурнӑҫенчи чӗрӗк ӗмӗрне культурӑна халалланӑ. Унӑн «Тайпи» тата «Сударушка» ансамблӗсене нумайӑшӗ пӗлет. «Земство культура ӗҫченӗ» программӑпа ӗҫлемешкӗн тепӗр 8 специалиста суйлӗҫ. Аса илтерер: килӗшӳ алӑ пуснӑ специалистсен ялта, пӗчӗк хулара 5 ҫул ӗҫлемелле, вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш драма театрӗн пабликӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра «Культура.РФ» порталта «Салампи» спектакль кӑтартассине пӗлтернӗччӗ-ха. Унччен маларах, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра вара «Культура.РФ» порталта «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакле онлайн мелӗпе vk.ru/away.php?to=https://vkvideo.ru/live-96482380_456240386&utf=1 каҫӑпа е culture.ru сайтра курма май килӗ. Аса илтерер: асӑннӑ спектакле театрта 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартнӑччӗ. Пьеса авторӗ — Арсений Тарасов. Спектакле Валерий Яковлев режиссёр лартнӑ. Драмӑри ӗҫсем арканнӑ пӗр ялта пулса иртеҫҫӗ. Унта Ҫирахви карчӑк хӑйӗн килӗнче пӗчченех тӑрса юлнӑ. Пӗчченлӗхрен хӑрушши ҫук теҫҫӗ те, кинеми савӑнӑҫа хӑйне май тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
