Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ
Апашри халӑх театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Апашри халӑх театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи Апашри халӑх театрӗ Чӑрӑшкассинче спектакль кӑтартнӑ.

Унта коллектив В. Михайлов ҫырнӑ «Пусӑ умӗнче» ташӑллӑ-юрӑллӑ кайнӑ.

Куракансем ялти артистсене ырӑ- кӑмӑлпа йышӑнса пысӑк хак панӑ.

Халӑх театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «сцена ҫинчи артиссем те ӑшӑллӑха туйса пӗтӗм чун- хавалӗпе вылянӑ.

Спектакль вӗҫленсен куракан халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ушкӑна ырлӑх-сывлӑх сунса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-178084661_694
 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян ирхи 6 сехет ҫурӑсенче Шупашкарта пурӑнакансем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ. Хӗвелтухӑҫ поселокӗнчи нефтебазӑна пилотсӑр вӗҫекен аппарат ӳкнӗ. Юрать-ха, нефтебаза ӗҫлекенни пулман. Вӑл – реконструкцире.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем ҫук. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шаплатнӑ хыҫҫӑн тӗтӗм тухнӑ, анчах вӑл часах курӑнма пӑрахнӑ.

Ирхине вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Нефтебаза ҫывӑхӗнчи ҫулсене пӳлнӗ, машинӑсене яман.

 

Чӑваш чӗлхи

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар хулинче пурӑнакан вырӑс арҫынни Сергей Захаров чӑвашла калаҫакансен клубне йӗркеленӗ

Вӑл ку ӗҫе 3 ҫул каялла пуҫӑннӑ. Сергей чун ыйтнипе ӗҫлет, ҫынсене тӳлевсӗрех вӗрентет.

Чи тӗлӗнмелли вара акӑ мӗн: Сергей – вырӑс. Журналист ӗҫпе облаҫри районсене тухса ҫӳренӗ чухне вӑл чӑвашсемпе нумай курнӑҫнӑ. Ҫапла пирӗн чӗлхепе культурӑна кӑмӑлланӑ вӑл, пурӑна-киле чӑвашла калаҫма хӑнӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Спорт
Спорт министрӗн телеграм каналӗнчи сӑн
Спорт министрӗн телеграм каналӗнчи сӑн

Чӑваш Енри ҫамрӑк шахматистка Марьяна Осипова Раҫҫей первенствинче ҫӗнтернӗ. Конкуренци пӗчӗк пулман. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 75 субъектран 740 спортсмен килнӗ.ЧР спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн регионта 8 пине яхӑн ҫын шахматпа кӑсӑкланать. Пӗтӗм Раҫҫейри «Шахмат – шкула» проект вара республикӑри 80 шкулта пурнӑҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vasilijpetrov_21
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Вениаминпа Валентина Тимофеевсем пӗрлешнӗренпе сахал мар ҫул хыҫа юлнӑ. Вӗсем 60 ҫул каялла Шӑхасан клубӗнче ҫырӑннӑ. Мӑшӑр ҫак кунсенче кевер туя паллӑ тунӑ.

Вениамин Семеновичпа Валентина Тимофеевна 3 ачана кун ҫути парнелесе халӗ 4 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп ҫемье вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ: чӑн-чӑн юрату – пӗр-пӗрне хисеплени, ӑнланни тата чӑтӑмлӑх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13176
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк ӑшӑтса ярӗ.

Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Анчах пӗлӗтлӗ пулнӑран, ҫил вӑйланнӑран сивӗ пек туйӑнӗ. Термометр 0-рен ӑшӑрах пулмӗ. Вырсарникун ирхине юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла хӗвел тухӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.

Тунтикун ҫил кӑштах лӑпланӗ, ытларикун каллех вӑйланӗ. Эрне варринче 5-6 градус таран ӑшӑтӗ.

Пушӑн 12-мӗшӗнчен термометр «плюс» кӑтартма пуҫлӗ. Ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлӗ. Ҫумӑр ҫунипе ют юр хулӑнӑшӗ хӑвӑрт чакӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫлениччен вӑл ирӗлсе пӗтме пултарӗ. Анчах ҫуркунне ир килнипе кайран сивӗтсе пӑрахма пултарӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре виҫӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑ 29 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрах, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫав ҫамрӑк хӑй унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма тавӑрма шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл унӑн тӑванӗсене вӗлерес тенӗ.

Усал шухӑшпа хӑйӗн пӗлӗшне ӳкӗтлесе те хӑратса хайхисен пӳртне чӗртсе яма хушнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче лешӗ Шупашкар тӑрӑхӗнчи яла ҫитсе пӳрте чӗртсе янӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗ тата пиччӗшӗ ҫывӑрнӑ. Вӗсем вӑранса урама тухса тарма ӗлкӗрнӗ. 5 миллион тенкӗрен кая мар тенкӗлӗх вара шар кӑтартнӑ-кӑтартнах.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗпхӳре пурӑнакан 15 ҫулти яш Шупашкарти лавккасенчен пӗринче система блокне вӑрланӑ. Ӑна вал Тутарстанра сутса янӑ.

Шупашкарти Калинин урамӗнчи лавккара тавар ҫухалнине сутуҫӑсем 10 кунран ҫеҫ сиснӗ.

Йӗрке хуралҫисем видеосӑнав камерине пӑхнӑ та 100 пин тенкӗ ытла тӑракан система блокне пӗр яш йӑтса тухса кайнине асӑрханӑ.

Ҫав кунах система блокӗ Президент бульварӗнчи йӑлари техника сутакан лавккаран та ҫухалнӑ.

Каччӑна халӗ тытса чарнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче паллӑ чӑваш музыкҫи, пианисчӗ, концертмейстере тата педагогӗ Марк Хазанзун 80 ҫул тултарнине халалласа пуҫтарӑннӑ.

Марк Зиновьевич 50 ҫул ытла юратнӑ ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ.

Юбиляра саламланисен йышӗнче НН. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӳнер факультечӗн ӗҫченӗсем, хулари музыка тата ӳнер шкулӗсенче тӑрӑшакансем тата ыттисем пулнӑ.

 

Политика
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӗрарӑмсене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртнӗ. Унта нумай ачаллӑ амӑшӗсене, ҫамрӑк волонтёрсемпе общество организацийӗсен хастарӗсене йыхравланӑ.

Олег Николаев хӗрарӑмсене ырласа та мухтаса хитре ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Сцена ҫине тухнӑ юра-ташӑ ӑстисем те савӑк кӑмӑл парнеленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, [108], 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, ... 3954
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 06

1944
81
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...