Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Николай Буравов чӳк, уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – чӑн-чӑн паттӑр теме пулать. Николай Степанович Шупашкарти тата Раҫҫейри ытти пысӑк гидроэлектростанцисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Саяно-Шушенски, Красноярск, Зейск, Бурейск ГЭСӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫапах унӑн чи пысӑк ӗҫӗ Шупашкарпа ҫыхӑннӑ. Вӑл тӑрӑшнипе тӗп хуламӑрта кӳлмек пулнӑ. Николай Степанович паянхи кун та хавхаланса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Вера Блинова Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хӑйсен тӑрӑхӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Унччен Шупашкар округӗнче кун пек ӗҫе никам та пурнӑҫламан. Халӗ Вера Блиновӑн ӗҫӗ «Бичурин тата хальхи самана» музей фондне пуянлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Росгварди сайтӗнчи сӑн Ҫӗрле Росгварди ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Лапсарта икӗ арҫын ачана шыранӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. 10-ри арҫын ача каҫхине урама тухнӑ та таврӑнман. Ку хыпар Росгварди ӗҫченӗсем патне ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре ҫитнӗ. Пӗр тӑхтамасӑр шырама тытӑннӑ. Кӑштахран тепӗр арҫын ача та ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл – унӑҫ тусӗ. Ирхи 7 сехет тӗлне хӑраса ӳкнӗ арҫын ачана Совхоз урамӗнчи 18-мӗш ҫурт умӗнче тупнӑ. Тусӗ темиҫе минут каялла киле кайнӑ-мӗн. Росгварди ӗҫченӗсем килне кайса унпа йӑлтах йӗркеллӗ пулнине хӑйсем ӗнӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ спортсменка Ирина Привалова Таиландра иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшнӑ. Триатлонра – ишсе, велосипедпа ярӑнса тата чупса - ыттисен хушшинче палӑрнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар округӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Валериан Лаврентьевичпа Римма Михайловна Лаврентьевсем ылтӑн туя, паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ. Мӑшӑр ачасем ҫуратса ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑрса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс Карты сайтри сӑн Куславкка округӗнчи Пӑрмас ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Совет тата Петров урамӗсенче ҫутӑ ҫук тесе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Тӗрӗслев пулнӑ. Чӑнах та, урамсем хӗресленекен вырӑнта ҫутӑ ҫитмен. Кун хыҫҫӑн ял ҫыннисене каҫхине те ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр тесе темиҫе хунар вырнаҫтарнӑ. Куславкка округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Сергей Злобин хӑй пурӑнакан картише илемлетнӗ. Унта ӗлӗкхи япаласем вырӑн тупнӑ. Ҫапла уҫӑ тӳпе айӗнчи музей йӗркеленнӗ. Сергей Злобин ӗлӗкхи япаласене тахҫанах, 30 ҫул ытла каялла Шупашкара куҫса килсен, пухма тытӑннӑ. Халӗ ав картишре тӗрлӗ экспонат пур: вӑрҫӑчченхи йӗлтӗр, йывӑҫ чашӑк, чуччу... Сергей Леонидович музея тӑвас тесе вӑхӑтне те, укҫине те шеллемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Валерий Гавриловичпа Галина Витальевна 50 ҫул каялла Тӑвайри ял канашӗнче ҫырӑннӑ. Вӗчем икӗ хӗр те пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен – 5 мӑнук. Валерий Гарилович колозра пысӑк машинӑпа 40 ҫул ытла ӗҫлӗнӗ.Галина Витальевна банк тытӑмӗнче вӑй хунӑ, кайран ял тӑрӑхен администрацийӗнче ӑс пухнӑ. Унтанах тивеҫлӗ канӑва тухнӑ. Халӗ те ахаль лармаҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кирил Степанов архивӗнчи сӑн Элӗк округӗнчи ҫамрӑк, фермер Кирилл Степанов «Манӑн Ҫӗр – Раҫҫей» конкурсра ҫӗнтернӗ. Чыслав ӗнер Мускавра иртнӗ. Кирилл «Блогосфера» номинацире палӑрнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхне аталантарать, видеоблог ертсе пырать. Унта хӑйӗн ферминчи ӗҫ-хӗл пирки шӳтлесе каласа парать. Палӑртмаллла: унӑн телеграм-каналӗнче – 7 пин, «Контактри» страницинче 30 пин ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пӗр автобуса Яков Липкин ятне панӑ. Вӑл Чӑвашавторансӑн тӗп директорӗ пулнӑ, ӑна чӗрӗк ӗмӗр ертсе пынӑ. Автобус маршрут ҫине чӳк, уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухӗ. Сӑмах май, чӳк, уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан икӗ троллейбуса ят панӑ. Вӗсем Геннадий Устинов Виталий Орешников ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |