Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗнчере
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Полина Осипова Лондон ҫывӑхӗнче пурӑнать. Унта вӑл 13 тӑваткал метр лаптӑкра вырнаҫнӑ.

Унӑн ӳкерчӗкӗсенче – чӑваш халапӗсем, йӑли-йӗрки, ҫемье историйӗ. Ҫапла вӑл чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑну тытать темелле.

Полинӑшӑн Аслӑ Британие куҫса каясси ҫӑмӑл пулман. Анчах унта тӗпленсен вӑл йӑх-несӗлсен культурине тӗпчеме пуҫланӑ.

Палӑртмалла: Полина хатӗрленӗ арт-обьектсем тӗнчипех саланаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75217
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене 61-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Республикӑн Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унтанпа вӑл 71 пин пассажира турттарма ӗлкернӗ.

Асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫи Максим Петров ҫӗнӗ маршрут епле ӗҫленине тӗрӗслеме хӑй ҫула тухнӑ.

Максим Петров журналистсемпе калаҫнӑ чухне республика Элтеперне ырласа хӑварнӑ: 2020 ҫултанпа 221 ҫӗне троллейбус, 47 автобус туяннине пӗлтернӗ. Министерство ертӳҫи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ку маршрут питех те кирлӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти пӗтӗм ветерана, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, хулан хисеплӗ ҫыннин ятне парӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 17 ветеран пурӑнать.

«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ чухне, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, чыслӗҫ. Ҫак ята тивӗҫнисен йышӗнче – 101 ҫулти Иван Григорьев, 100 ҫулти Зинаида Канова, 99 ҫулти Михаил Сорокин. Вӗсемсӗр пуҫне тепӗр 14 ветеран ҫак хисеплӗ ята тивӗҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Калининградра чӑвашсем ҫинчен видеороликсем ӳкереҫҫӗ. Ку - вырӑнти чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсен пуҫарӑвӗ. Вӗсем видеороликсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Чӑваш Енрен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ ҫынсем пирки ӳкереҫҫӗ, вӗсен аса илӗвӗсене ҫырса илеҫҫӗ.

Вӗсенчен пӗри — 91 ҫулти Роза Иванова. Вӑл 1946 ҫулта ҫемйипе пӗрле Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчен Калининград облаҫне куҫса кайнӑ. Халӗ вӑл Февральское поселокра пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

АПШра 19 ӗмӗрти чӑваш кӗпин лифӗ упранать. Кун пирки халӑх тетелӗнче Рина Ежергина каласа кӑтартнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗпене пиртен ҫӗленӗ, тӗррӗ вӗҫлемен. АПШри музея епле лекнӗ-ха вӑл? Ӑна 19-мӗш ӗмӗрте Америка археологӗ Зелия Натолл «Вырӑс экспедицийӗ» вӑхӑтӗнче туяннӑ.

Чӑваш Енри эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, кӗпене кофтӑн ҫӳлти пайӗ пӗк хӑвӑрт ҫӗлеме пултарнӑ. Анчах ҫитсӑ айӗнче ӗлӗкхи тӗрӗ пулма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20067
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Нина Данилова паян 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Нина Никитична виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паян вӑл пилӗк мӑнукӗпе, мӑнукӗсен тӑхӑр ачипе, мӑнукӗсен ачин ачипе савӑнса пурӑнать.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑтра вӑл 16-ра пулнӑ. Ҫав ҫулсенче тӑван колхозра ӗҫленӗ: авӑн та ҫапнӑ, тырӑ та вырнӑ. Каҫсерен салтаксем валли нуски-алса ҫыхнӑ.

Нина Никитична Виҫмелли механизмсен заводӗнче комплектлакан пулса 40 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.

Паян та 100 ҫулти кинемей йӑрӑ. Вал калча та акса тӑвать, ҫулла ирех тӑрса пахчара ӗҫлеме тытӑнать. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерме вӗрентекен журналсене питӗ вулать.

«Вӑл нихҫан та пуҫ усмасть, хӑйӗн тапса тӑракан вӑй-халӗпе пире хавхалантарса тӑрать», — каласа кӑтартать унӑн кинӗ Елена Степановна.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Пӑтӑрмахсем
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 40 ҫулти арҫынна ҫул ҫитмен ачана хур кӑтартнӑшӑн судпа айӑпланӑ.

Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӑл 8 ҫулти тӑван мар ывӑлне юратсах кайман, ӑна пӗрмай хӗненӗ, хур кӑтартнӑ. Ҫапла темиҫе уйӑх пулнӑ. Юрать-ха, паянхи кун ача амӑшӗпе ҫав арҫынран уйрӑм пурӑнать.

Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул ҫурӑ.

 

Республикӑра
УФСИН сайтӗнчи сӑн
УФСИН сайтӗнчи сӑн

Улатӑрти 2-мӗш колонире ларакан Ангелина Антонова Пӗтӗм Раҫҫейри «А ну-ка, девушки» конкурса хутшӑннӑ, «Кил хуҫи хӗрарӑмӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.

Ангелина кулинари блюдипе тӗлӗнтернӗ. Пӗрре пӑхсан, вӑл ахаль десерт пек. Анчах кассан унта хура, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ йӗрсем тухаҫҫӗ – Георгий хӑйӑвне аса илтерет вӑл. Торт ҫинче мастикӑран Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пулнӑ.

Сӑмах май, ку конкурс ҫулсеренех иртет. Унта пикесене тӗрлӗ номинацире палӑртаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче страуссем пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсене А.А.Петрухин усрама пуҫланӑ. Экзотика кайӑк-кӗшӗкне Самар облаҫӗнчен илсе килнӗ.

Хальӗхе фермер страуссене мӗн тӗллевпе усранине уҫӑмлатман – вӑрттӑнлӑхра. Паянхи кун хуҫалӑхра 3 страус пур. Ҫитес вӑхӑтра тепре илсе килмелле. Халӗ страуссем Патӑрьел районӗн ветеринари станцийӗнче, вӗсенсен анализсем илеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/glava_admbatyr/5450
 

Сывлӑх

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарам хитре пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫав тӗллевпе вӑл укол тутарас тенӗ. Илем уколне тума уйрӑм ҫыннӑн клиникине шаннӑ.

Унта ӑна укол тунӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн сулахйй пит ҫӑмарти туйма пӑрахнӑ.

Хӗрарӑма хӳтӗлесе Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ. Клиникӑран кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5472
 

Страницӑсем: 1 ... 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, [109], 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, ... 3954
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 06

1944
81
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...