Спорт
![]() "Контактри" сӑн Артем Дзюба – чӑваш тымарӗллӗ футболист. Вӑл Раҫҫей футбол историйӗнче чи лайӑх бомбардир пулса тӑнӑ – карьеринче чи нумай гол кӗртсе рекорда ҫӗнетнӗ. Ку ҫитӗнӳ «Крылья Советов» командӑна хирӗҫ вылянӑ Раҫҫей премьер-лигинче палӑрнӑ. Унта Артем 9-мӗш минутра гол кӗртнӗ. Ҫапла вӑл ку таранччен 234 гол кӗртсе Александ Кержаковран та ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Наталия Давигора декрет отпускӗнче чухне хӑйне евӗр илемлӗ парнесем хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӗсем – стразӑсемпе капӑрлатнӑ япаласем. Пурӑна киле унӑн чун киленӗҫӗ тупӑш паракан ӗҫе ҫаврӑннӑ. Халӗ вӑл парнесем хатӗрлет: телефон чехолӗнчен пуҫласа почта ещӗкӗсем таранах. Наталтия уйӑхра 100 пин тенкӗ таран ӗҫлесе илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Ӗнер Йӗпреҫ округӗнче 9-мӗш класра, вӗренекен хӗр машина айне пулнӑ. Ӑна 21 ҫулти водитель ҫапса кайнӑ. Ку Пысӑк Упакасси ялӗ ҫывӑхӗнче каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Хура тумланнӑ хӗр велосипедпа пынӑ, тӗттӗмре ҫутатакан хатӗр пулман. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Аманнӑ хӗре пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнарта Светлана Давыдова хӑйӗн куравне йӗркеленӗ, ӑна «Хӗрарӑмӑн чун киленӗҫӗ» ят панӑ. Светлана поселокри Йӑла ҫуртӗнче ӗҫленӗ, машинӑпа хитре япаласем ҫӗленӗ. Мӑшӑрӗпе 4 ача ӳстернӗ, халӗ 8 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Анчах алӑ ӗҫӗ ӑна паянхи кун та кӑсӑклантарать. Унӑн ӗҫӗсемпе куравра паллашма пулать. Пэчворк техникипе ҫӗленӗ вырӑн ҫиттисем тӗлӗнмелле хитре. Вӗсенче сюжетлӑ картинӑсене те асӑрхама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пуш уйӑхӗ лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарать, уйӑх пуҫламӑшӗ нормӑран 5 градус ӑшӑрах пулнӑ. Анчах синоптиксем кӗҫех хӗвел пӗлӗтсен хыҫне пытанассине пӗлтерӗҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйланӗ, кӑнтӑр енчен вӗрӗ. Юнкун хушӑран кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, кӗҫнерникун вара – вӑйлӑрах. Ҫӗрле тата эрнекун ӑшӑ килӗ, 12-17 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах эрнекун ҫӗрле сивӗтӗ те шӑматкун цӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫӗр каллех шуралӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче хӗвеллӗ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Анчах нумайлӑха мар, кӗҫех ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта 47 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Евгения Владимировна Бакланова (Мокрова) пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗнчен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫтине унтанпа пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, симӗсрех кӑвак тӗслӗ куҫлӑ. Хура куртка тӑхӑннӑ, сирень тӗҫлӗ кофтӑпӑ, хура джинс шӑлаварпа, хура ботинкӑпа, сӑрӑ калпакпа, аллинче хура сумкӑпа пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫын вӗлернӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хайхисен хваттерӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 47 ҫулти кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле пурӑнакан хӗрарӑм хайхине кӗвӗҫнипе харкашма пуҫланӑ-мӗн. Арҫын хӗрарӑма пуҫӗнчен пӗр хутчен ҫапнӑ. Лешӗ тӑн ҫухатнӑ, 5 кун пульницӑра тӑна кӗмесӗр выртнӑ, унтан нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьелте повара шалу тӳлемен. Ӗҫлекен ҫынна кӳрентерекенни — Патӑрьелти усламҫӑ. Пӑтӑрмаха прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. 2024 ҫӳлхи чӳк уйӑхӗн усламҫӑ хӗрарӑма кафене ӗҫе илнӗ. Анчах унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвне алӑ пусман. Хӗрарӑм тепӗр уйахран ӗсрен каяс тенӗ. Усламҫӑ ӑна раштав уйӑхӗнче темиҫе кун ӗҫленӗшӗн тӳлемен. Парӑм 10 пин тенкӗ пулнӑ. Усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штрафланӑ. Херарӑма вара шалӑва тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Мы из Чувашии«» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑрта ӳтпе венерологи диспсансерӗ хупӑннӑ. Ҫуртӑн алӑкӗ ҫине вӑл ӗҫлеменни пирки пӗлтерӳ ҫакса хунӑ иккен. Ҫынсен е Ҫӗмӗрлене, е Шупашкара каймалла-мӗн. «Мы из Чувашии» пабликра тӑрӑхласа ҫырнӑ тӑрӑх, ҫынсем ҫавӑншӑн кама тав тумаллине пӗлмеҫҫӗ: те республика Элтеперне Николаева, те сывлӑх сыхлав министрне Степанова. «Тен, вӗсен, тӳре-шаран, хӑйсен Улатӑртан Ҫӗмӗрлене е Шупашкара общество транспорчӗпе кайса килсе пӑхмалла», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ пабликра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Улатӑр хулинче харпӑр ҫуртра пушар пулнӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ирхине плита ҫинче апат пиҫнӗ вӑхӑтра ҫывӑрса кайнӑ. 18 ҫулти хӗрӗ амӑшне чӳречерен тухма пулӑшнӑ. Шел те, хӑй вара тухса ӗлкӗреймен. Амӑшӗ реанимацие лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |