Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Дубровское ялӗнче «Санкцисене – 4 ҫул» сыр фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан сыродел тата блогер Олег Сирота йӗркеленӗ. Олег Сирота Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Андрей Воробьева тата РФ промышленноҫ суту-илӳ министрне Денис Мантурова фестивале йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Унта 200 фермер, 45 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. «Русский Пармезан» сыр нӳхрепре 1,5 ҫул ытла «пиҫсе» выртнӑ. Фестивальте ӑна аукцион ирттерсе сутнӑ, укҫа-тенке хосписсене пулӑшакан «Вера» ыркӑмӑллӑх фондне панӑ. Фестивальте 1500 сыртан пицца хатӗрленӗ. 50 сантиметр сарлакӑшскере 20 минутра пӗҫернӗ. Ҫапла майпа нимӗҫсем 110 сортран хатӗрленӗ пиццӑран та ирттернӗ, рекорда ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Питӗрте «Ҫурҫӗр тӗп хули» ҫурмамарафон иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева хутшӑннӑ. Спортсменсем 21 ҫухрӑм та 100 метра парӑнтарнӑ. Вӑрмар хӗрӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ тепӗр спортменкӑран Алина Прокопьеӑран финиша 3 минут маларах ҫитнӗ. Арҫынсен ушкӑнӗнче Хусанти спортсмен Степан Киселев ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: Татьяна Архипова пӗтӗмӗшле зачетра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Муркаш районӗнчи Оринин ялӗнче Ҫветтуй Троица чиркӗвне уҫнӑранпа кӑҫал 220 ҫул ҫитет. Унӑн алӑкӗсем 1798 ҫулта уҫӑлнӑ. Ун чухне вӑл йывӑҫран тунӑ храм пулнӑ. 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче храм ҫунса кӗлленнӗ. Кун хыҫҫӑн вырӑнти халӑх ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма йышӑннӑ: анчах йывӑҫран мар, кирпӗчрен. Чиркӳ 1935 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав ҫул ӑна хупнӑ. Тӗрлӗ ҫулта чиркӳ ҫурчӗпе склад, шкул, библиотека пек усӑ курнӑ. Ял клубӗ те пулнӑ вӑл. Вырӑс православи чиркӗвне ӑна 2002 ҫулта кӑна панӑ. 2011 ҫулта унӑн тӑрри йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ав унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Халӑх та май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Ӑна ҫӗнӗ проектпа хӑпартаҫҫӗ. Чиркӳ ҫумӗнче вырсарни шкулне уҫнӑ, унта ачасем православи тӗнне вӗренеҫҫӗ, ӳкерме хӑнӑхаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Антон Смирнов Самарта «Жигулевские просторы» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта ачасем хутшӑннӑ. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗн вӗренекенӗ Ярослава Гурьева та Раҫҫей Кубокне каймалли путевкӑна ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш 11 ҫул тултарман хӗрачасен йышӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак кунсенчех Яролавльте Пӗтӗм тӗнчери «Ярослав Мудрый» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта та ҫӳлерех асӑннӑ шкулта ӑсталӑхне туптакан Антон Смирнов палӑрнӑ. Вӑл 13 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла: икӗ ҫамрӑк спортсмсен Сергей Соколов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хули 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ кун «Иванушки» ушкӑн килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Тунтикун иртнӗ канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева паллӑ ушкӑн уява килессине ҫирӗплтесех каланӑ. Анчах ытларикун каҫхине «Иванушки» ушкӑн уяв программинчен тухса ӳкнӗ. Хальлӗхе фейерверк умӗн, 21 сехетре, Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн концерчӗ тесе кӑна ҫырнӑ. Ушкӑн мӗншӗн килмессине хула администрацийӗ ӑнлантарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн. Ҫак каҫӑпа кайса сасӑлма пулать: https://og21.ru/poll/218. Анчах малтан регистрациленмелле. Конкурса «Брендум», «ImCompany», «Uplab», «Информ-медиа», «Футура» тата Мускаври «МАРШ лаб» архитектура шкулӗ компанисем 10 хӑтлав тӑратнӑ. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн «Чебоксары – сердце Волги», «Чебоксары – центр развития круизного речного туризма», «Счастье на Волге» сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курмалла, ҫавӑн пекех хулари паллӑ элементсене кӗртмелле: Нарспи, Чапаев, Анне палӑкӗ, Чебурашка, Мускав ҫыранӗ, Атӑл, Юханшыв порчӗ, теплоходсем. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫе комисси суйлӗ. Лару ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ Ҫатракасси ял уявӗнче хӑйӗн юррисемпе, шӳчӗсемпе халӑха савӑнтарнӑ. Ҫатракассисем уява кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут ирттернӗ. Ӑна ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ӗҫне хуткупӑспа ҫыхӑнтарнӑ, культура ҫуртӗнче тата Ҫатракасси вӑтам шкулӗнче юрлама, ӳкерме тата хуткупӑспа выляма вӗрентнӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Василий Теплова халалласа ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл 90 ҫул тултаратчӗ. Уява ертсе пынӑ Ҫатракасси вӑтам шкулӗн ӗҫченӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Светлана Федорова В.Г.Теплов ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ертсе пынӑ хора ҫӳренӗ артистсемпе паллаштарнӑ. Вӗсене сцена ҫине хӑпартса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене дизель топливи туянма Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Пирӗн республикӑри хуҫалӑхсене 36,2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсиди парасси ҫинчен калакан хушӑва Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Дизель топливи туяннишӗн субсиди валли нухрата Раҫҫейӗн резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫав шутран 36,2 млн тенки Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсене лекӗ. Федерацин Атӑлҫи регионӗсенчен Ӗренпур облаҫне 237,8 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, Мари Эл республикине — 27,7 миллион тенкӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене пӗтӗмпе 1,38 миллиард тенкӗ тивӗҫӗ. Укҫа регионсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем тӑрӑх пайланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вӗрентекенсен шалӑвӗ енчен пирӗн республика Раҫҫейри пӗчӗк укҫаллӑ регионсен шутӗнче. Пирӗн патри педагогсен ӗҫ укҫи уйӑхне вӑтамран 15 пин те 666 тенке ларать. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн эксперчӗсемпе «Национальные ресурсы образования» (чӑв. Вӗрентӗвӗн наци ресурсӗсем) мониторинг тунӑ та, пирӗн республикӑри вӗрентекенсен шалӑвӗ пӗчӗкки палӑрнӑ. Шкулти педагогсен чӑн шалӑвӗ Раҫҫейӗн статистика органӗсем пӗлтернинчен пӗчӗкрех-мӗн. Пӗчӗк шалуллӑ Раҫҫейри регионсем шутӗнче Ингушети (унти вӗрентекенсен вӑтам шалӑвӗ 13 471 тенкӗпе танлашать), Дагестан (14 503 тенкӗ), Мари Эл (14 647 тенкӗ), Адыгей (15 825 тенкӗ), Чӑваш Ен (15 666 тенкӗ). Ҫак цифрӑсене vpgazeta.ru сайтра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑк арҫын Мускавра ҫынсенчен апат ыйткаласа ҫӳрет. Ҫакӑн пирки vistanews.ru сайтра ҫырса кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче пӗр пике ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл хӗр тусӗсемпе кафере апатланнӑ чух пӗр ыйткалакан пынӑ, апат ҫитерме ыйтнӑ. Хӗрсем ӑна валли ҫимелли туяннӑ, вӑл мӗншӗн урам тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, Мускава Шупашкартан ӗҫлеме кайнӑ. Унта пӗр ҫурт тара илсе пурӑннӑ. Анчах пушар тухса ҫурта тӗп тунӑ, арҫыннӑн докуменчӗсем ҫунса кайнӑ имӗш. Укҫасӑр, документсӑр этем, хӑйӗнпе вӑл Георгий тесе паллаштарнӑ, тӑван тӑрӑхне ҫитейменнине пӗлтернӗ, тӑванӗсене шырса тупма пулӑшма ыйтнӑ. Тӗнче тетелӗнчисем арҫын историне ӗненменнине, хӑй вӑл ҫавӑн пек пурнӑҫа суйланӑ тесе шухӑшланине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |