Персона
![]() Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ. «Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Цивильск урамӗнче, «ДИС» отель ҫывӑхӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Киа Рио» автомобиль тепӗр май ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра икӗ пассажир пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Ҫапах ҫакӑ савӑнтарать: кураканасем каланӑ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн вӗсем ура ҫинче пулнӑ. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, такси водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна наручник тӑхӑнтартсах илсе кайнӑ. Водитель 25-30 ҫулсенчи пек курӑнать. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви «Яндекс. Такси» такси службипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫакна пассажирсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ. Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарта 18 ҫул тултарман ҫамрӑк суранланнӑ. РФ Следстви комитечӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫын ача пуйӑс тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен. Каярахпа «Подслушано в Вурнарах» (чӑв. «Вӑрнарта илтнӗ») пабликра ҫамрӑк тепӗр кунхине, пульницӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн, сывлама пӑрахни пирки ҫырнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 22 сехет ҫурӑра пулнӑ. Вӑрнарти чукун ҫул станцийӗнче 13 ҫулти арҫын ача тавар турттаракан 2777-мӗш пуйӑс тӑррине хӑпараса кайнӑ. Ҫамрӑк пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар район центрӗнчи унччен 27-мӗш училище пулнӑ тӑрӑхри (сӑмах Первомайски урамӗнчи 20-мӗш тата унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫурт пирки пырать) ҫуртсем пӑрахакан ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайнӑ. Кун пирки ҫӗркаҫ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) страницӑра ҫырса хунӑ. «Маларах хӑлтӑр-халтӑр икӗ контейнер пурччӗ. Халӗ пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Кунта кӗҫех ҫӳп-ҫап тӑвӗ пулса ларӗ. Нивушлӗ ҫав ыйтӑва татса май ҫук?» — тӗлӗнсе те тарӑхса шӑрҫаланӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑха пырса кӗме кӗркуннепе ҫурхи тӗттӗм каҫсенче меллех те мар. Унта урамри хунарсем те ҫунмаҫҫӗ, ҫулӗ те ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑкскер ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вунӑ ҫул та ытла... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл. Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ. «Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм 2004 тата 2011 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ ачине тивӗҫлипе пӑхман, воспитани паман. Амӑшӗ ачасене ҫӑвӑнтарман, таса мар ҫӳретнӗ. Кил-ҫуртӗнче те антисанитари хуҫаланнӑ, таса мар пулнӑ. Унашкал условисем пӗчӗк ачасене пурӑнтарма юрӑхсӑр. Ҫитменнине, амӑшӗ эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, ачисем умӗнчех ӗҫнӗ. Шӑпӑрлансене хӗнени те пулнӑ. Йӑлтах ҫакӑншӑн хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивнӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл ӳкӗннӗ. Ҫапах ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 180 ытла сехет ӗҫлесе татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 30 ҫулти арҫын Шупашкар урамӗпе утнӑ. Хайхискер пӗр ҫурт чӳречинчен (тахҫан унта кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм пулнӑ) тӗтӗм тухнине курнӑ. Арҫын ҫухалса кайман – кантӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ те 2 ҫынна урама илсе тухнӑ. Пушӑ ларакан пӳлӗме килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тӑтӑшах пухӑннӑ-мӗн. Ҫулӑм тухнӑ кун унта икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ, ҫӑлавҫа вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Чӳрече ҫӗмӗрнӗ чухне вӑл суранланнӑ. Ӑна Хулари 1-мӗш клиника пульницине илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнине пула тухнӑ. Ҫулӑма МЧС ӗҫченӗсем сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Анатолий Карлин аналитик вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн тӗпчевӗнче пичетленӗ.Чӑваш Енри IQ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Кунта пурӑнакансен ку кӑтарту 100,2 балпа танлашать. Ку – Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. IQ Карелире, Архангельск облаҫӗнче, Коми Республикинче, Иваново, Тула, Сарӑту, Самар, Омск, Новосибирск облаҫӗсенче те 100 балран пысӑкрах. Ку кӑтартусене Китайпа тата Аслӑ Британипе танлаштарма пулать. «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк кӑтарту – Мускавра (106,3 балл). Раҫҫейри вӑтам кӑтарту вара 98,8 балпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судӗнче «Чӑвашавтотранса» панркрута кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Предприятие панкрут тесе палӑртсан 805 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. ЧР Транспорт министестви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта 650-а яхӑн ҫын вӑхӑтлӑх ӗҫлемест. Панкрута тухсан вӗсен кулянмалла мар пек: кашнине сахалтан та 3 ваканси сӗнме пултараҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ведомство мероприятисен планне хатӗрленӗ. Палӑртмалла, республикӑра вакансисен базинче 19 пин ытла ваканси пур: 745 водитель, 692 слесарь, 113 кондуктор кирлӗ. Шалӑвӗсене те пӗчӗкех кӑтартман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Чӑвашавтотрансри» 43 ҫын ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 18-шне ӗҫ тупса панӑ, 7-шӗ професси пӗлӗве илет, 11-шӗ ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |