Республикӑра
![]() Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ. Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять. Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн. Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурс ирттерессине пӗлтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Опытлисен те, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракансен те. Юлашкинчен каланисене «Ҫӗнӗ ят» номинацире палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗҫ. Музыка премийӗшӗн иртекен конкурса хутшӑнмалли композицисене кӑҫал ҫырнине шута илӗҫ. Профессилле аранжировка тата сӑмахӗсем хитре пулни те пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине ҫитермелле е tavanradio@mail.ru электрон пуштӑпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӑсатмалла.
www.hupar.ru Фото cap.ru Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула кунне Мускаври тӗрлӗ эстрада ушкӑнӗсем ҫулсеренех килеҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Go2volga.ru сайтра хула кунӗн ҫуралнӑ кунне палӑртма малтанласа хатӗрленӗ программӑна лартса хунӑ. Унта ҫырнине ӗненсен, Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче кӑҫал «Иванушки International» ушкӑн килмелле. Вӗсем ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 21 сехетре Хӗрлӗ лапамри концерт лартмалла. Пӗлтӗр пирӗн республикӑн тӗп хулине «Браво» ушкӑн килнӗччӗ. Аса илтерер, кам килессине ун чухне онлайн-сасӑлав ирттерсе палӑртнӑччӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗччӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑччӗ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарӑн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын миллиона яхӑн парӑмлӑ пулнӑ. Вӑл кивҫен илнӗ, анчах унпа вӑхӑтра татӑлман. Арҫынтан укҫа шыраса илме суд йышӑну кӑларнӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме суд приставӗсене ярса панӑ хыҫҫӑн приставсем парӑмлӑ арҫыннӑн 3500 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ӑна сутса укҫа тӑвас тенӗ хыҫҫӑн та парӑмли тӳлесе тытма васкаман. Арҫыннӑн машина пуррине, лешӗ ҫавна суд приставӗсенчен пытарнине пӗлсен ӑна шырама пуҫланӑ. Кунсӑр пуҫне парӑмлине чикӗ леш енне каймалла мар туса хунӑ. Юлашкинчен каланӑ сӑлтава пула парӑма тӳлесе татма шут тытнӑ та хайхи. Арҫын ҫемйипе Хорватине канма каяс тенӗ. Чикӗ леш енне кӑларса яманнине кура вӑл 1 миллиона яхӑн парӑма тата исполнитель ӗҫӗшӗн тӳлемелли 66 пине тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Халӑхран пухакан сӗт хакӗ пӗр вӑхӑтра Чӑваш Енре палӑрмаллах чакса кайрӗ. Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна, акӑ, литрне 11 тенкӗпе пухма тытӑнчӗҫ. «Ӗне усрама пӑрахмалла, йыша чакармалла», — тесе пӑшӑрханмах пуҫланӑччӗ ял халӑхӗ. Нумаях пулмасть сӗт хакӗ кӑштах хӑпарчӗ. Маларах эпӗ асӑннӑ тӑрӑхра, сӑмахран, ӑна 13 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Сӗт йӳнелсе кайни пирки Чӑваш Енре монополипе кӗрешекенсене евитлекенсем пулнӑ. Ҫакӑн пирки паян ирттернӗ пресс-конференцире Монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов пӗлтерчӗ. Сӗте пухакансем, вӑл каланӑ тӑрӑх, каварлашман. Халӑхран пухакан сӗте ӑна тирпейлекен савутсем хайсен производствинче типӗтнӗ сӗтпе усӑ курнӑран йӳнетнӗ. Сӗтрен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ГОСТпа килӗшсе тӑмаллине республикӑри виҫӗ савута асӑрхаттарнӑ, твиӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма хушнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрти ҫӑкӑр савучӗн унчченхи директорӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ултавлӑ ӗҫпе аппаланнӑшӑн 100 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи кӗркунне хайхи арҫын, савута ертсе пыраканскер, республика хыснинчен укҫа илме май пуррине шута илсе предприяти ятӗнчен халӑха ӗҫпе тивӗҫтекен вырӑнти центрпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ун хыҫҫӑн вара сусӑра ӗҫе илнӗ, ун валли ӗҫ вырӑнӗ меллештерме тӗрлӗ тавар туяннӑ тесе центра суя документсем, счет-фактурӑсем тӑратнӑ. Вӗсем тӑрӑх Улатӑрти ҫӑкӑр савутне республика хыснинчен 64 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен хыснине ҫакӑн чухлӗ укҫалӑх сӑтӑр кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать. Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле. Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла. |
Сывлӑх
![]() Шупашкарта пурӑнакан Алексеевсен 13-ри ывӑлне тухтӑр наркотикпа айкашать тесе шухӑшланӑ имӗш. Ывӑлне васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗ кӳрентерни ҫинчен ҫемье республикӑри электрон МИХсенчен пӗрне евитленӗ. Яш икӗ ҫултанпах пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. ВСД (ҫак аббревиатура вырӑсла «вегето-сосудистая дистония» тесе вуланать) диагноз лартнӑскерӗн пуҫ хытӑ ыратать, хӑсма пуҫлать. 13-ри яш утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче ҫул ҫинче аптӑранӑ. Ҫавна асӑрханӑ иртен-ҫӳрен васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Фельдшер ача наркотик астивнӗ тесе хакланӑ, яша та ҫаплах каланӑ иккен. Ӑна вӑл ҫӗр ҫине вырттарса мӑйне чавсипе пусса лартнӑ-мӗн. Яш сӑмах чӗнейми пулнӑ. Сывлӑш ҫитменнине кура вӑл фельдшер аллине сирме хӑтланса пӳрнине ыраттарнӑ иккен. Ача патне тухтӑр йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ, лешсем хӑйсен ӗҫ вырӑнне илсе кайнӑ. Пакунлисем патне кайнӑ чух ача ашшӗ патне шӑнкӑравласа ӗлкӗрнӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна наркодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ача наркоман маррине, пӳрнене вара амантнине ҫирӗплетнӗ. Фельдшера кӳреннӗ ашшӗ-амӑшӗ полицине ҫӑхав ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |