Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн

Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.

1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.

 

Республикӑра
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн

Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Следовательсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗвере пулӑсем вилнӗшӗн «Ҫӗрпӳ беконӗ» сысна комплексӗ айӑплӑ. Дикректорӑн ҫумне – тӗп инженерне айӑпласшӑн.

Аса илтерер: ку ӗҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче пулнӑ. Сысна комлексӗ ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем ҫине 14 пин тонна тислӗк тӑкнӑ. Тӗп инженер ҫакна тивӗҫлипе тӗрӗслесе тӑман. Ҫумӑр ҫунӑран тислӗкӗн пӗр пайӗ пӗвене лекнӗ, ҫавна май унта аммиак шайӗ нумай хутчен ӳснӗ. Куншӑн пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 23 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Хулара
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Ку уйӑх вӗҫлениччен Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухӗҫ. Транспорта илсе ҫитернӗ ӗнтӗ.

Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортсене ҫӗннипе улӑштарӗҫ, пӗтӗмпе Lotos 206 маркӑллӑ 15 автобус ҫынсене илсе ҫӳрӗ.

Хальлӗхе ҫӗнӗ автобуссем маршрута тухма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене ҪҪХПИре регистрациленӗ ӗнтӗ, ГЛОНАСС сыпӑнтармалли тата электрон табло лартмалли ҫеҫ юлнӑ.

Каласа хӑварар: ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑна тепӗр 15 ҫӗнӗ автобус килмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60499
 

Ҫутҫанталӑк
ktk.kz/ru сайтри сӑн
ktk.kz/ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре ҫил вӑйлӑнчӗ. Синоптиксем республикӑна сивӗ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ. Эппин, водительсен машина кустӑрмисен шинисене хӗллехипе улӑштармалла.

Ыран 5 градусран ытла ашӑ пулмасть, антициклон хуҫаланӗ. Юпан 30-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури сивех пулманран урамра ҫӑрӑлчӑк пулӗ.

Тепӗр кун вара ҫил-тӑман тухӗ, ҫӗр ҫине юр выртӗ. Эрнекун ҫӗрле самаях сивӗтӗ, 8-13 градус таранах. Шӑматкун каллех юр ӳкӗ. Ҫапла майпа вырсарникун юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитме пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче хӗвеллӗ, сивӗ ҫанталӑк пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60510
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре, Сӑр юханшывӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнннӑ арҫын виллине тупнӑ. Вӑл виҫӗ эрне каяллах, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ҫухалнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пулла кайсан вӗрсе хӑпартнӑ кимӗрен шыва ӳкнӗ. Вӑл 62 ҫулта пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫӑлавҫӑсем арҫынна вӑл ҫухална кунранпах шыранӑ.

 

Сывлӑх
1tulatv.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
1tulatv.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлекенсен йышне тишкернӗ. Ҫав амакпа Шупашкар хулинче (100 пин ҫын пуҫне 647,14 ҫын), Ҫӗмӗрлере (347,4), Шупашкар районӗнче (326,5) уйрӑмах йышлӑ аптӑраҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлисене 4464 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак йыш 6,5 процент нумайланнӑ.

0-2 ҫулсенчисем хушшинче ҫак цифра 4,5%, 15-17 ҫулсенчисем хушшинче 2,9%, аслисем хушшинче 21,6% йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 3-6 лет ҫулхисем чирлесси 2,1% чакнӑ, 7-14 ҫулхисем – 4,8%.

Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 110 ҫынна иртнӗ эрнере пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем.

 

Политика
Ирина Благовидова
Ирина Благовидова

Улатӑр хула администрацийӗнче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусемпе «ПравдаПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат паллаштарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫавна «пенсионерсен реваншӗ» тесе хакланӑ-мӗн. Культура пайӗн пуҫлӑхӗ пулма Ирина Благовидовӑна лартнӑ. Вӑл унччен муниципалитетӑн вулавӑш тытӑмне ертсе пынӑ. Вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче халӗ — ҫул-йӗр инспекцийӗн офицерӗ пулнӑ Юрий Чернышев.

Благовидовӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцийӗн ертӳҫинчен унччен статьяпах кӑларса янӑ иккен. «ПравдаПФО» шухӑшланӑ тӑрӑх, Ирина Благовидовӑна ӗҫрен кӑларнине влаҫ партийӗ каҫарман. Юрий Боголюбов сити-менеджера отставкӑна ӑсатнӑ, Благовидовӑна пысӑкрах вырӑн шанса панӑ.

Ирина Благовидова 63 ҫулта иккен. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна ӗҫе илессишӗн культура пайӗн пуҫлӑхне Владимирова ӗҫрен хӑтарнӑ. Степанова хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн пек япаласем пулса иртеҫҫӗ имӗш.

 

Культура

Паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри виртуаллӑ концерт залӗ уҫӑлӗ. Вӑл аслӑ шкулӑн вӗренӳ театрӗнче уҫӑлӗ. Вӑл зал Раҫҫейӗн Культура министерствин пррекчӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви.

Виртуаллӑ концерт залне 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта республикӑн Культура министерствин специалисчӗсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ.

Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти вӑхӑтӗнче Олег Лундстрем ячӗллӗ Патшалӑх камера оркестрӗн джаз концертне онлайн меслетпе кӑтартӗҫ. Унта кирек кам та ҫитсе курма пултарать. Тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.

31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ.

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ.

Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60476
 

Ҫутҫанталӑк
gornovosti.ru сайтри сӑн
gornovosti.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре самаях вӑйлӑ ҫил пулчӗ. Ыран тата вӑйланӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра ҫил ҫеккунтра 23 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ, ӳкме пултаракан конструкцисенчен аякккарах ҫӳремелле. Электричество линийӗсем, реклама ҫичӗсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.

Сывлӑш температури 7-12 градус пулӗ, каҫ енне 2 градус ҫеҫ ӑшӑ юлӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60485
 

Страницӑсем: 1 ... 2055, 2056, 2057, 2058, 2059, 2060, 2061, 2062, 2063, 2064, [2065], 2066, 2067, 2068, 2069, 2070, 2071, 2072, 2073, 2074, 2075, ... 4293
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 05

1892
134
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
87
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
76
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
67
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...