Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Акӑлчан каччи чӑвашла сывлӑх сунни пачах кӗтменлӗх пулмарӗ. Унпа тӗл пулма калаҫса татӑлас тесе темиҫе кун маларах интернетри соцсетьре ҫыхӑннӑ чухне вӑл чӑвашла хуравланине, сӑмахсене чӑваш шрифчӗпе ҫырнине курсан питӗ тӗлӗнтӗм», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче Ирина Кошкина корреспондент.

Мускаври Аслӑ экономика шкулӗнче преподавательте тӑрӑшакан Францис Таерз маларах Турцире, Норвегире, Исландире, Люксембургра пурӑннӑ иккен.

Акӑлчан, испан, каталон, вырӑс, француз, норвег, турккӑ, баск, чӑваш чӗлхисене вӗреннӗ лингвист тата программист ултӑ ҫул каялла Эктор Алос-и-Фонт социолингвистпа паллашнӑ. Мускавра пурӑнма пуҫласан каччӑ чӑваш чӗлхин курсне ҫырӑннӑ.

Акӑлчан каччи аслӑ шкулсенче программиста вӗренекенсем чӑвашлӑхпа интересленменинчен тӗлӗнет иккен. «Пур чӑваш та интернетра тӑван чӗлхепе «калаҫсан» епле аван!» — тет-мӗн Телеграма «чӑвашлатма» тытӑннӑ акӑлчан каччи.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫӗршыв президентне суйланма тӑратнӑ Павел Грудининӑн суйлав умӗнхи баннерӗ ҫухалнӑ. Ӑна кам сӳсе кайнӑ — хальлӗхе паллӑ мар. Кун пирки «Ман хула Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал хыпарлать.

Баннер ҫухални ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов Facebook халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Хайхи баннера пӗр талӑк маларах ҫеҫ, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Промышленность урамӗнче, «ОЖДХ» чарӑну патӗнче, вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн пӑшӑрханакансем, тӗплӗ тӗрӗслев ирттерме ыйтса, Раҫҫей тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Элла Панфилова, Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе кирлӗ хутсем ҫырнӑ та ӗнтӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫитес вӑхӑтрах ӗҫ-пуҫа тӗпчеме тытӑнӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 16 сехетре Сӗнтӗрвӑри хулинче 39 ҫулти арҫын вилнӗ. Ку инкек унччен спирт савучӗ ӗҫленӗ ҫуртра пулнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спиртсавут пулнӑ пӗр цехра ҫынсем ӗҫленӗ. Вӗсем унтан тухнӑ кӑна – кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗннӗ.

Хайхискерсем каялла таврӑннӑ. Цехра 2,5 метр ҫӳллӗш, 5 метр сарлакӑш стена ӳкнӗ-мӗн. Ӑна пуҫтарсан ун айӗнче 39 ҫулти арҫынна тупнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу киличен арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48219
 

Хулара

Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫуркунне тата ҫулла вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫынран 180 пин тенкӗ сӗтев илнӗ, куншӑн вӗсен ачисене гимназие вӗренме илме шантарнӑ. Укҫа-тенке вӑл лару залӗнче лампа улӑштарма, акӑлчан чӗлхи кӗнекисене илме, Пӗлӳ кунне ирттерме тесе илнӗ.

Экс-директорӑн ытти хура ӗҫӗсем те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл пӗр ҫынран 24,7 пин тенкӗ илнӗ, шкулти столовӑй валли хатӗр-хӗтӗр илме тесе каланӑ. Ҫапла майпа директор хӑйне валли илнӗ сӗтел-пукан хакӗн пӗр пайне саплаштарнӑ.

Унччен экс-директор тӗлӗшпе 7 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Пӗтӗмпе вӑл 204,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Халӗ экс-пуҫлӑха килте тытаҫҫӗ, унӑн иномаркине тата банк счечӗсене арестленӗ. Ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

 

Спорт

Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе Британири Бирмингем хулинче иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнать. Ӑмӑрту паян пуҫланнӑ, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Мускавра ҫуралнӑ хӗр Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Ҫуркуннен малтанхи уйӑхӗнчи старта Раҫҫейӗн ҫичӗ спортсменӗ тухать. Хӗллехи Олимп вӑййинчи евӗрех ӑмӑртӑва вӗсем нейтраллӑ ялавпа хутшӑнӗҫ. Тӗнче чемпионатне Анжеликӑн «Юность Москвы» обществӑри Светлана Абрамова тренерне те хутшӑнма ирӗк панӑ.

Эрне каялла Анжелика Сидорова Раҫҫейӗн хӗллехи чемпионатӗнче Европӑри чи лайӑх, тӗнчери иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерствин пресс-служби ӗнер хыпарланӑ. Пирӗн ентеш 4,87 метра сикнӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Ясна» этнокомплексӑн пултарулӑх мастерскойӗ видеохӑтлавсен «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) V конкурсне хутшӑнать.

Асӑннӑ комплекса пуҫарса янӑ Марина Федорова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 2013 ҫултанпа ҫулсеренех хутшӑннӑ. Икӗ хутчен финала лекнӗ. 2013 ҫулта «Волшебное место» (чӑв. Асамлӑ вырӑн) номинацире ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулта «Лучший объект природных территорий — Дуб Киремет» (чӑв. Ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чи лайӑх объекчӗ — Киремет йывӑҫ) номинацире ҫӗнтернӗ.

Кӑҫал «Ясна» чӑваш руна элемӗсемпе паллаштаракан хӑтлав хатӗрленӗ. «Унти кашни ӗҫе пирӗн ӑстасем чуна парса хатӗрленӗ», — тет Марина Федорова.

Чӑваш рунисемпе ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=10F49UO73iw иртсе паллашма пулать.

 

Республикӑра

Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта федераци Сапантуйне ирттересси пирки калаҫнӑ. Ку уява йӗркелекенсенчен пӗри – Тутарстан, ҫавна май Анат Камӑран ятарласа делегаци килнӗ.

Сапантуй Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче иртӗ. Халӑх Хӗрлӗ тӳремре тата Анне палӑкӗ патӗнче пухӑнӗ. Тӗп сцена тӳремре пулӗ, унта уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, концерт пулӗ. Ҫавӑн пекех алӗҫ куравне йӗркелӗҫ, тутар наци ҫимӗҫне тутанма май пулӗ, чи вӑйлисем валли курэшре (кӗрешӳ) тупӑшӗҫ.

Ытти спорт тата наци мероприятийӗсем Анне палӑкӗ патӗнче иртӗҫ. Унта ҫитнисем куршак ҫӗмӗрӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, спортӑн ытти енӗпе вӑй виҫӗҫ.

Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмӗ. Сапантуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитӗҫ. Тутарстанран тӳре-шара килӗ, Раҫҫейри тутар организацийӗсен элчисем те пулӗҫ.

 

Республикӑра

Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫыннӑн тата унпа пӗрле ӗҫленӗ 29-ти тусӗн судра явап тытма тивӗ.

Аслӑраххи такси службинче вӑй хунӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче хайхискер Мӑн Сӗнтӗрте темӗнле ҫынсемпе (вӗсем камсем пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ) калаҫса татӑлнӑ та конкурентсене хӑратнӑ. Вӗсем ытти таксиста машинине тӗп тӑвассипе е сиенлетессипе, хӑйсене хур кӑтартассипе хӑратнӑ. Ҫавна май лешсем пассажирсене, хӑйсен клиенчӗсене, кирлӗ вырӑна ҫитереймен.

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл конкурентсене хӑйӗн 29 ҫулти пӗлӗшӗпе хӑратма тытӑннӑ. Халӗ ҫав таксист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.

2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.

Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.

 

Республикӑра

Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ.

Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2203, 2204, 2205, 2206, 2207, 2208, 2209, 2210, 2211, 2212, [2213], 2214, 2215, 2216, 2217, 2218, 2219, 2220, 2221, 2222, 2223, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...