Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал 138 инвестици проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене хута яма тӗрлӗ хыснаран 3,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӗнӗ инвестпроектсене пула 300 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ.

Маларах асӑннӑ проектсенчен пӗр пайне, 62-шне, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче, хута яни паллӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Уйрӑмах пысӑк суммӑллӑ, пӗлтерӗшлӗ тата хӑйне евӗр объектсенчен Патӑрьел районӗнчи С.А. Халитова фермер хуҫалӑхӗнче 1000 пуҫлӑх качака ферми уҫнине калама пулать.

Аса илтерер, Сериня Халитова фермер сӗте кӳршӗ регионсене — Мари Эла тата Удмурт Республикине — ӑсатнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Продукци кайнине кура фермӑна вӑл пысӑклатма шутланӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта килес ҫул иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен федераци каналӗсене те курма май килӗ.

Паянхи кун Шупашкарта пурӑнакансем тата ун ҫывӑхенчисем иккӗмӗш мультиплексри каналсене пӑхаяҫҫӗ-ха. Малашне вара ҫак ӗҫе ытти вырӑнта та сарасшӑн. Килес ҫулах ку пулса пӗтеймӗ. Ҫакӑншӑн яваплисем — Раҫҫейӗн телевиденипе радио трансляцилекен станцийӗн Чӑваш Енри филиалӗнче — 2019 ҫула асӑнаҫҫӗ.

Паянхи куна Чӑваш Енри халӑхӑн 99 проценчӗ пӗрремӗш мультиплексра 10 телканала пӑхайрать. Ун валли 42 станци туса лартнӑ. Малашне вӗсенчи оборудование иккӗмӗш мультиплекса йышӑнмалла куҫарса пырасшӑн.

Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене +7 (8352) 48-74-47 телефонпа е ckp-chuvashia@rtrn.ru электрон пуштӑпа уҫӑмлатма пулать.

 

Чӑвашлӑх

«Шупашкарта чӑвашла калаҫсан Китая кайма сӗннӗ», — ҫапла хыпарланӑччӗ эпир Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай Плотниковпа пулса иртнӗ пӑтӑрмаха.

Аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче вӑл транспорт картти ҫине укҫа хума Шупашкарти Вокзалҫул урамри 1а ҫурта кӗнӗччӗ. Хӑй мӗн ҫӑмӑлпа ҫӳренине чӑвашла пӗлтерсен ӑна унти кассирсенчен пӗри курнӑҫланса ҫӳретӗн тесе вӑрҫса пӗтернӗ, вӑл ӑна Китая кайма сӗннӗ.

Пӑтӑрмах сиксе тухнине Николай Плотников «ЕТК» компание ҫӑхавланӑччӗ, кӑнттам кассира ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑччӗ.

Халӗ компанирен хурав килнӗ. Унта кассирсене выговор панине, ҫынпа мӗнле калаҫмаллине вӗрентнине пӗлтернӗ.

Транспорт карттине чӑвашла ҫырманнине вырӑн хӗсӗккипе тата карттӑна илемлӗ тӑвасшӑн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче «Исток» агрофирма ҫӗнӗ вите уҫнӑ. Ку Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне пекех пулнӑ. Ял ҫыннисене ҫак ятпа саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.

«Исток» - малалла талпӑнакан хуҫалӑх. Вӑл техникӑна, фермӑсене ҫӗнетсех тӑрать, акмалли ҫӗрсен лаптӑкне ӳстерет. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче агрофирма выльӑх-чӗрлӗх комплексне тума пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 200 пуҫ ӗне валли вите тата сумалли зал хута янӑ. Халӗ ав тепӗр вите туса пӗтернӗ.

Патшалӑх ферма тӑвакансене пулӑшма тӑрӑшать. Усӑ курнӑ укҫан 30 процентне хуҫалӑха тавӑрса параҫҫӗ. Ҫӗнӗ вите вара агрофирма ӗҫченӗсене савӑнтарать: унта ӑшӑ, ҫутӑ та таса.

Сӑмах май, агрофирмӑра – сумалли 350 ӗне. Хуҫалӑх ку йыша тата пысӑклатасшӑн. Кӑҫал ӑратлӑ 44 пушмак пӑру туяннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18017
 

Тӗнче тетелӗ

Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне яланах асӑрхаттараҫҫӗ: ача компьютер умӗнче ларнӑ чухне хӑш сайтсене кӗрсе пӑхнине тӗрӗслесех тӑмалла. Ара, тӗнче тетелӗнче шӑпӑрлансемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан сайтсем пайтах.

ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта бомба тума вӗрентекен сайтсем тупнӑ. Тӗнче тетелӗнчи сайтсене тӗп хулари Мускав районӗн прокуратури тӗрӗсленӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче икӗ сайт куҫ тӗлне пулнӑ. Вӗсенче килте сирпӗнекен хатӗр ӑсталама вӗрентнӗ. Ҫитменнине, сайта кашниех кӗрсе пӑхма пултарнӑ, вӑл хупӑ пулман.

Прокурор кунашкал информацие Раҫҫейре сарма юраманнисен йышне кӗртме ыйтнӑ. Суд унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46901
 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче пурӑнакан ҫынсем шока кӗрсе ӳкнӗ. Ӗнер ҫӗрле унта тӗпленнӗ пӗр ҫемьене арҫын тапӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи арҫын вӗсен пӳртне кӗнӗ, кил хуҫине вӗлернӗ, унтан арӑмне леш тӗнчене ӑсатма хӑтланнӑ. «Арҫын ҫемьен килне кӗнӗ, шӑв-шав илтсе ачисем вӑраннӑ. Ҫемье пуҫӗ мӗн пулнине тӗрӗслеме тухнӑ, кӗтмен хӑнапа иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачасен ашшӗн ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ, арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Хӑна хӗрарӑма та тапӑннӑ, суранлатнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра реанимацире выртать», - ҫапла пӗлтернӗ ял ҫыннисем.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Про Город» сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, тискер преступление тума пултарнӑ арҫынна Шупашкарта Эгер бульварӗнче тытса чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46938
 

Раҫҫейре

Шупашкара вӗҫнӗ самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнӗ. Кун пирки www.vgoroden.ru портал пӗлтерет.

Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чулхулари Стригино аэропортра тӑватӑ самолет анса ларнӑ: «Мускав – Хусан», «Баку – Хусан», «Ҫӗнӗ Уренгой – Хусан», «Мускав – Шупашкар» рейссемпе вӗҫекенсем. Самолетсем мӗншӗн унта ӑнсӑртран аннин сӑлтавне хальлӗхе каламан.

Кӑшт маларах асӑннӑ аоэропортра «Надым – Мускав» рейспа вӗҫекен «тимӗр кайӑк» та анса ларнӑ. Халӗ вӑл унтан вӗҫсе хӑпарнӑ ӗнтӗ. Пресс-служба пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорт штатлӑ режимла ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46941
 

Сывлӑх

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче паян пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кӗске вӑхӑтра пулсан та пысӑк пахалӑхпа ҫӗкленине ӗнентереҫҫӗ строительсем.

Асӑннӑ офисӑн малтан хӑйне ята кӗтес пулман. Вӑл «Чӑвашавтодор» предприятин пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Предприятире укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан офис пӳлӗмӗсем пушанса юлнӑ, газпа парӑма кӗрсе кайнӑ организацине газовиксем «кӑвак ҫулӑмсӑр» хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӗр ҫитсен пӗр вӑхӑт тухтӑрсем ҫутӑ обогревателӗсемпе ӑшӑнкаланӑ-ха, анчах апла ӗҫлеме май ҫуккине кура каярах врач Ишлейра йышӑнма пуҫланӑ.

Ҫине тӑрса тата васкавлӑ тухтӑр ҫурчӗ хӑпартнӑ Мӑн Карачурара. Паян ӑна уҫма республика Элтеперӗ, ытти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.

 

Политика
Ольга Казарина
Ольга Казарина

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР юстици министрӗн ҫумне Ольга Казаринӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ведомствӑра тӑватӑ пай курьерӗ пулнӑ.

Халӗ Наталья Тимофеева министрӑн виҫӗ ҫум юлнӑ: Игорь Михайлов, Алексей Вязов тата Наталия Яхатина. Ольга Казарин 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен вӑл ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

Ольга Казарина 2007 ҫулта Мускав патшалӑх технологи тата управлени университетӗнчен «Бухгалтерский учет, анализ и аудит» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Михеев, Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Игорь Анаков, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн градостроительство, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андрианов тата «АГУ» хысна предприятийӗ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Ершов Кӑнтӑр урамра тума пуҫланӑ ҫурт строительствипе паллашнӑ.

Вӗсем ҫавна хӑпартакан «Алза» предприятире ӗслекенсемпе тата унта хӑйсен укҫине хывнисемпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Маларах строрительсем Ҫӗнӗ ул валли ҫурта туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах каярах ку вӑхӑта вӗҫлеймессине систернӗ.

Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланине,вӗсен ҫилли «Алза» строительство компанине тарӑхнипе тулса ҫитнине эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2212, 2213, 2214, 2215, 2216, 2217, 2218, 2219, 2220, 2221, [2222], 2223, 2224, 2225, 2226, 2227, 2228, 2229, 2230, 2231, 2232, ... 3920
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 19

1968
57
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ.
2060
-35
Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...