Культура
![]() Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата «Чӑвашкино» киностуди Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне пуҫарнӑранпа 100 ҫул ҫитнине хатӗрленсе тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе паллаштаракан фильмсем ӳкерме палӑртать. Ӗҫе пуҫӑниччен кинематографистсем тата «Чӑвашкино» киностуди халӑхпа канашласшӑн. Ара пӗр ӑс аван-ха, йышпа пухӑнса калаҫсан, сӳтсе явсан тата лайӑхрах-ҫке. Апла пулсан пурин те калаҫӑва хутшӑнма май пур. Сӗнӳсене Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ҫак адреспа йышӑнать: 428027, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 12-мӗш А ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8-927-667-93-23. Электрон пуштӑ — soyuzcinemachuv@gmail.com. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мордва Республикин тӗп хулинчи суд Чӑваш Енре ҫуралнӑ арҫын ӗҫне пӑхса тухать. 54 ҫулти усламҫӑ 22 ҫул каялла асӑннӑ хулари виҫӗ ҫынна персе пӑрахнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ вырӑнтах вилнӗ, тепри — пульницӑра. Тепӗр виҫӗ ҫын аманнӑ. Пӑтӑрмахӗ ресторанта сиксе тухнӑ. Унта икӗ ушкӑн каннӑ. Шупашкарта ҫуралнӑ арҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленсе ушкӑнпа тӑвакан преступниксен йышӗнче пулнӑ-мӗн. Ресторанти тавлашу вара ӳсӗрле хӑй чӑнкине кӑтартас килнипе сиксе тухнӑ пулать. Преступлени хыҫҫӑн арҫын пӗр хуларан теприне куҫса ҫӳренӗ, ют хушаматлӑ паспортпа ҫӳренӗ текен хыпар та пур. Пӗтӗм тӗнчери шыраври арҫынна пӗлтӗр тытса чарнӑ. Унӑн килӗнче тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал пулнӑран йӗрке хуралҫисем ҫавӑншӑн пынӑ пуль тесе вӑл шухӑшланӑ, лешсем Саранскран тесен 22 ҫул каяллахи усал ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртекен хӗллехи Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен ятне икӗ спортсмен хӳтӗлӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗнчере ят-сум ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова биатлонистка вӗҫӗ. Унсӑр пуҫне биатлон ӑмӑртӑвӗсене Ульяна Кайшева, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев хутшӑнӗҫ. Раҫҫейрен чи йышлӑн вара фристайлистсем ӑмӑртӗҫ. Пурӗ — 22 спортсмен. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Еншӗн вӑй виҫекен Лана Прусакова. Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнакансен списокне Раҫҫейри 169 спортсмен кӗнӗ, вӗсем Олимпиада медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн спортӑн 15 тӗсӗнче ӑмӑртӗҫ. Анчах пирӗн спортсменсен Раҫҫей ялавне вӗлкӗштерме май пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпари Дмитрийпе Денис Борисовсем Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» телекӑларӑма хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче эфира тухнӑччӗ вӑл. Анчах темшӗн вӗсене Патӑрьелтен евӗр паллаштарчӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: 26-ри йӗкӗрешсем Мускав облаҫӗнчи Люблино хулинче хваттер тара илсе пурӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем электрон техникӑн интернет-лавккисен сетьне йӗркелесе янӑ. Ҫак кунсенче вӗсем — Хӗвел тухӑҫ Африкӑра. Йӗкӗрешсем — унти Танзани ҫӗршывӗнче ҫулҫӳревре. Унта вӗсем Килиманджаро тӑвӗ ҫине хӑйсен ял ялавӗпе улӑхас шутпа тухса кайнӑ. Ту ҫине хӑпариччен каччӑсем Моши хулипе паллашнӑ, вырӑнти шкула кӗрсе тухнӑ. Чӑваш каччисем Африкӑри вырӑнти ҫамрӑксемпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Ӗнер 5895 метр ҫуллӗшӗнчи тӑва каччӑсем хӑйcен ял ялавӗпе хӑпарса ҫитнӗ. Мускавра вӗсем кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче хӑна ҫурчӗсен шучӗ ӳссе пырать. Хальхи вӑхӑтра унта 37 гостиница, 3 санаторипе курорт комплексӗ, 20 хостел тата хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 3 санатори хуларах пулсан республикӑн тӗп хулинчен 25 ҫухрӑмран ытла каймалла мар санаторисем — 15. Иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче апарт-отель текен хӑна ҫурчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа калакан ҫак вырӑн унти номерсем уйрӑм хваттер евӗрлӗ тенине пӗлтерет. Пуянсен чунне расналӑхпа килентерме бутик-отель те уҫӑлнӑ. Шупашкар хулин Туризмпа информаци центрӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗснче отельсене пыракан сахалтарах. Авӑн уйӑхӗнче вара вӗсене талпӑнакансен шучӗ ӳсет. Пуш, ака, ҫертме уйӑхӗсенче те канакансем самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Республикинче хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗртӗҫ. Питӗ пӗчӗкскере, 10x7 миллиметр калӑпӑшлӑскере «Ясна» этнографи комплексӗн пултарулӑх лаҫҫинче ӑсталанӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет. «Ясна-тур» туризм компанийӗн ертӳҫи Елена Клементьева хуҫнӑ ҫӑпатана Раҫҫейри рекордсен кӗнекин эксперчӗсем хакланӑ та ӗнтӗ. Кунта палӑртса хӑварар, Елена Клементьева фирмӑна ертсе пынипе пӗрлех этнокомплекс хӑнисене тата кӑмӑл тӑвакансене пурне те ӗлӗкхи ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Иртнӗ ҫул «Ясна» комплексра хатӗрленӗ сувенирсене Пӗтӗм тӗнчери «Халӑх еткерӗ» конкурса тӑратнӑ, вӗсене жюри пайташӗсем пысӑк хак панӑ, лауреат ятне пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пресс-конференци ирттернӗ. Президент суйлавӗн хальхи кампанийӗнче журналистсене вӑл пуҫласа пухнӑ. Суйлав умӗнхи кампани лӑпкӑн иртес шанчӑк тӳрре килменнине палӑртнӑ вӑл. Пресс-конференци пирки ҫырнӑ статьяра Александр Белов журналист Мускава ҫӑхавсем ҫитнине асӑнса хӑварнӑ. Шалӑпсенче йӗркене пӑсни тата администраци ресурсӗпе усӑ курни пирки евитлеҫҫӗ имӗш. Кӑҫалхи суйлав кампанийӗнче ялан ӗҫлекен 1162 суйлав комиссийӗ пулӗ, унсӑр пуҫне следстви изоляторӗсенче — иккӗ, пысӑк стационарсенче — 13. 1000 ҫынтан ытларах суйлавҫӑллӑ участоксенче (ун пеккисем Чӑваш Енре 349) тӗнче тетелне тухакан видесӑнав йӗркелӗҫ. Ҫакна журналистсене Александр Цветков пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче А. Г. Николаев ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййӑ пурӗ пилӗк шкул хутшӑнчӗ. Хӑнана Шатракасси, Шомик, Сыпай, Шурча пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем килсе ҫитрӗҫ. Кашни командӑра вунӑ ача пулчӗ. 09 сехет те 45 минутра вӑййа килнӗ кашин отделени, Калайкасси шкул ачисем, курма килнӗ хӑнасем хӑйӗн вырӑнне спортзалта йышӑнчӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи вӑййа Татьяна Аркадьевна Ершова шкул пуҫлӑхӗ уҫрӗ. Унтан Афган вӑрҫинче пулнӑ паттӑр салтаксем сӑмах илчӗҫ. Афган вӑрҫинче пулнӑ салтаксен пӗрлешӗвӗ ячӗпе Петров Константин Иванович тухса калаҫрӗ. Ершова Татьяна Аркадьевнӑна, Портнова Эльвира Владимировнӑна, Цветков Юрий Поликарповича тата Гордеев Вячеслав Кузьмича тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Калайкасси шкулне вӗренсе тухнӑ, Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ Игров Вячеслав Павлович Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмаллине каларӗ. СОБР спецназ командирӗ, Григорьев Юрий Иванович полковник «Зарница» вӑййа хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ, ҫар вӑййисен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. |
Кӳршӗре
![]() Киров облаҫӗнчи «Чуваши-хлеб» киоскӗ Киров облаҫӗнчи Чуваши ятлӑ ялта ҫӑкӑр-пӳремеч пӗҫерекен хуҫалӑх аталанса пырать. Нумай пулмасть вӗсем Кирово-Чепецкра ҫӗнӗ суту-илӳ вырӑнна уҫнӑ — Луначарск урамӗнчи вуннӑмӑш шутланать. Унччен маларах тата тепӗр 9 уҫнӑ. Онуфриенко С.В. усламҫӑ хӑйӗн ӗҫне Арташ ялӗнче арман уҫнипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн 1997 ҫулта Ветоши ялта пекарня уҫнӑ. 1998 ҫулта тепӗр пекарня Чуваши ялта хута кайнӑ. Хӑйӗн продукцине вӑл «Чуваши-хлеб» ятлӑ павильонсенче сутать. Ячӗ ял ятӗнчен пулса кайнӑ. Чуваши ялӗнчи пекарня 20 тӗслӗ ҫӑкӑр, 8 тӗслӗ пӗремӗк, 7 тӗслӗ печени. Кукӑльсем те, рулетсем те, пирожнӑйсем те хатӗрлеҫҫӗ. Кукӑльне 17 тӗрлине пӗҫереҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Укҫасӑр, тепӗр майлӑ каласан, пӗрлехи транспорт карттипе Чӑваш Енри мӗнпур транспортра тӳлеме май туса памалла. Ҫакна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртнӑччӗ. Шупашкарти транспортӑн 90 проценчӗ терминалсем вырнаҫтарнине, унсӑр ҫӳрекенсемпе хула администрацийӗ килӗшӗве татнине, кунпа килӗшмесӗр лешсем судлашнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Паян Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗ Сергей Яхатин «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) предприятин Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи филиалӗсенче пулнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче республикӑри мӗнпур транспорта терминал ҫине кӑҫалхи пӗремӗш кварталта куҫармалли пирки те калаҫнӑ. Терминал урлӑ тӳлесен ҫынсемшӗн ҫул укҫи йӳнӗрех ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |