Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне ял-хула пуҫлӑхӗсем, ӗҫ тӑвакан ытти влаҫ органӗсен ертӳҫисем, общество хастарӗсем хутшӑннӑ. Транспорт тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ чух республика ертӳҫи Михаил Игнатьев кӑҫал ҫӗнӗрен 5 километр ҫул сарассине хыпарланӑ. «Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) тата «Чебоксарское троллейбусное управление» (чӑв. Шупашкарти троллейбус управленийӗ) предприятисенчи «кӑткӑс лару-тӑру» пирки каланӑ чух «лайӑх вариант тупма» тата «йӗрке тума» сӗнсе хӑварнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат онлайн-трансляци пирки пӗлтернинче: «Турра шӗкӗр, халӗ йӑлтах ӑнланмалла», — тесе ҫырнӑ май асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем Ҫырура татӑклӑ сӗнӳ пулманнине палӑртма ӑнтӑлни сисӗнет. Транспорт инфраструктури пирки сӑмаха малалла тӑснӑ май Элтепер Шупашкарти аэропорт ӗҫне вӑйлатма кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта автостоянка тума сӗннӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗлсерен уҫӑлать. Кӑҫал та ӑна ҫак кунсенче уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен ҫеҫ каҫма юрать. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух хӑвӑртлӑха та чакармалла: пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла мар. Ҫул каҫмалли вырӑна ятарлӑ специалистсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Унта ҫӑлав хатӗрӗсем те пур. Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсен пӑр ҫулпа талӑкӗпех каҫма ирӗк пур. Пӗлтӗр пӑр ҫула пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те ҫав вӑхӑтра чарнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхрисен тавран ҫӳреме пуҫланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнчи ҫавӑн ятлӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫын ҫырӑвне вӑхӑтра хуравламаннипе ята кӗнӗ. Кӑлтӑка вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ. Тӳре-шара патне шӑрҫалакан ҫырусем темле килӗшмесен те вӗсене 30 кунта хуравламалла. Пуҫлӑхсем ячӗшӗн ҫырса яни те час-часах пулкалать-ха, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вара алран кайтӑр тесе те алла ручка илме васкаман курӑнать. Пуҫлӑх патне Елчӗк ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансенчен пӗри хӑй тӗпленнӗ нумай хваттерлӗ ҫурта юсас ыйтупа ҫыру янӑ. Пӗр кун иртнӗ, ик кун, эрне, уйӑх. Капла пулмасть тенӗ курӑнать, надзор органне вӗҫтернӗ. Хурав кӗтсе ывӑннӑ ҫынна прокуратура майлӑ пулнӑ, васкаман пуҫлӑха административлӑ майпа явап тыттарса 5 пин тенкӗ штраф шаплаттарса та панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ӗнертенпе Лакрей микрорайонӗ пур. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӗнерех документа хула администрацийӗ официаллӑ сайтне лартнӑ. Гладков урамӗ тесе пурӑннӑ тӑрӑх юлашки вӑхӑтра самай сарӑлнӑ. Ӑна хӑйне уйрӑм ят кирлине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ. Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫуккине кура ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Ҫапла ят суйланин сӑлтавӗ, аса илтерер, юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларнипе сӑлтавланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен уҫӑ обществинче хӑйӗн производствине аталантарнӑ «ИФК Время» ООО гендиректорӗ Ксения Польских производствӑна чарса лартас пирки ҫыру шӑрҫаланӑ. Ӑна вӑл Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ҫитернӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче Сергей Артамонов министр ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Ксения Польских производство ярӑмне нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен чарассине систернӗ. Ҫавна пула вӑл «ТЕНИ-торг» предприятин персоналне, пурӗ 282 ҫынна, ӗҫрен хӑтарасшӑн. Ҫапла йышӑннине «ИФК Время» общество хапрӑкра конкурс производстви пынипе, «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсем пурлӑхпа производство комплексне «ТЕНИ-Торг» обществӑна тара пама килӗшменнипе сӑлтавланӑ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви предприятире конкурс производстви йӗркелессине хирӗҫ пулнине ӗнентерет. Ҫапла утӑм тума республика тулашӗнчи кредиторсем йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби «Чӑваш бройлерӗн» ертӳҫисем маларах асӑннӑ производство предприятине ӗҫлеме чарманнине ӗнентерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗменти чӑвашсем Сурхури уявне анлӑн уявланӑ. Кун пирки вырӑнти ВГТРК-на кӗрекен «Регион-Тюмень» хыпарлать. Чӑвашсем тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ: Исетскинчен, Арамашевӑран, Тӗменрен. Кашни район хӑйсен йӑли-йӗркисемпе паллаштарнӑ. Аса илтеретпӗр, Сурхури — авалтан пыракан чӑвашсен уявӗ. Енчен те маларах ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра, чӑвашсем православи тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн, Раштавран Кӑшарниччен ирттереҫҫӗ. Сурхури ирттерме ӗлӗк ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Замир Шкахов. «Про Город» архивӗнчи сӑн. Шупашкарти аэропорт иртнӗ ҫул вӗҫӗнче амбулифт туяннӑччӗ. Ӑна илме суд пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсмен Замир Шкахов самолетран кӑлтӑксӑр анайманнине пула йышӑну кӑларнӑ. Ун чухне хайхи спортсмен самолетран кӳмепе анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна грузчиксем анма пулӑшассине пӗлтернӗ. Сусӑр спортсмен кунпа килӗшмен, ҫакӑ ӑна хӑйне багажпа танлаштарнӑ пек туйӑннӑ. Самолет трапӗ тӑрӑх вӑл алли ҫине таянса аннӑ. Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине пӗлнӗ Замир Шкахов халӗ хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ун чухнехи пӑтӑрмах халӑха ҫивӗч ыйту пуррине пӗлме май пачӗ. Малашне сусӑр ҫынсем Шупашкара ҫӑмӑллӑнах вӗҫсе килсе каялла вӗҫме пултарӗҫ. Чӑваш Енре сусӑр спортсменсен ӑмӑртӑвӗсем ҫулленех иртнине шута илсен — пушшех те. Шантарнине пурнӑҫланӑшӑн Шупашкарти аэропорт ертӳҫисене тав тӑватӑп», — тенӗ Замир «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») журналистне. Асӑнса хӑварар, Шупашкарти аэропортра амбулифтпа усӑ куракан пулнӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри аграрисем юр ҫийӗн хӗвелҫаврӑнӑш выраҫҫӗ. Комбайнсен ҫӗнмелли лаптӑксем аванах: кӑрлачӑн 12-мӗшӗ тӗлне пин гектар ытларах пулнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ чух сӗт пуҫтаракансемпе тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе те калаҫнӑ, Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта та пулнӑ, хире те ҫитсе ҫаврӑннӑ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, хӗвелҫаврӑнӑш вырма комбайнсем кӑрлач уйӑхӗнче тепре тухнӑ. Ҫак ӗҫе кӗркунне вӗсен вӗҫлеме май килмен. Маларах эпир хирте хӗвелҫаврӑнӑш 1 пин гектар ытла юлнине каларӑмӑр та, укҫа ҫине куҫарсан вӑл самаях пухӑнать: 55 миллион тенкӗрен иртет. Ҫак цифрӑна министр хай асӑннӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри хӗлле кӗркуннехи пек нӳрӗ мар, ӑна тӗшӗлеме те ҫӑмӑлтарах тесе ӗнентереҫҫӗ фермерсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Нурсултан Назарбаев казах чӗлхине латиница ҫине куҫарма хушу кӑларни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. «New York Times» (чӑв. Нью Йорк вӑхӑчӗ) нумай пулмасть ҫӗнӗ статья пичетлесе кӑларнӑ — ӑна ӗненсен чӗлхеҫӗсемпе политиксем ҫӗршыв Президенчӗ йышӑннӑ латиница вариантне питӗ хытӑ тиркенӗ. Латиница ҫине куҫма чӗлхеҫӗсем тӗрлӗ вариантсем сӗннӗ пулнӑ (сӑмахран, турккӑ чӗлхеллине), анчах Нурсултан Назарбаев вӗсен шучӗпе чи ӑнӑҫсӑр варианта — апострофлине — суйланӑ. Ҫапла май ҫӗнӗлле ҫырнӑ чухне апострафсен йышӗ нумайланса кайма пултарни чылайӑшне пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Казахстан Республики» малашне «Qazaqstan Respy’bli’kasy» пек ҫырӑнмалла, «чие» сӑмах — «s’i’i’e» (малтан «шие» пулнӑ). Чӗлхеҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, кунашкал вариант чылай чӑрмавсем кӑларса тӑратать. Тӗслӗхрен, тӗнче тетелӗнче казах сӑмахӗсене шырама чӑрмантарӗ (апострафсем ятарлӑ паллӑ шутланнӑран Google вӗсене, сӑмахран, шута илмест), хэштегсем те ҫырма май памӗ. «Ку ухмахла шухӑша вӑл (Назарбаев) ӑҫтан илни пирки никам та нимӗн те калаймасть», — тенӗ Мичиган университетӗнчи профессор-тюрколог Тимур Кочаоглу. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Савин. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, хушу алӑ пуснӑ. Ҫакӑн ҫинчен паян «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Манӑн хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствине пӑхӑнса тӑракан учрежденийӗн ректорне должноҫран мӗнле сӑлтава пула хӑтарнине ҫӳлерех асӑннӑ документра палӑртман. Ҫавӑн пекех каласа хӑварар, Сергей Савин ку должноҫра икӗ ҫултан кӑшт кӑна ытларах ӗҫлерӗ. Ректор пуканне вӑл 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Унччен маларах Психологипе педагогика реабилитацийӗн тата коррекцийӗн центрӗнче вӑй хунӑччӗ, Кӳкеҫри ятарлӑ интернат шкул директорӗнче тимленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |