Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче Саха (Якут) Республикинче регионсем хушшинчи «Биир кун» телекурав конкурс иртет. «Биир кун» тенине якут чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Пӗр хӗвел айӗнче» тени пулать. Чӑваш Енрен унта Вероника Пинеслу юрӑҫ хутшӑнать. Конкурса хутшӑнакан тӗрлӗ регионти этнопоп юрӑҫсенчен чи маттурине эпир, куракансем, палӑртма пултаратпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртекен гала-концертра паллӑ пулӗ. Чӑваш хӗрӗ Вероника Пинеслу «Телейлӗх тӗнчи ҫумрах» (авторӗсем — Алина Тайпи тата Александр Быковский) юрра шӑрантарать. Уншӑн сасӑлас кӑмӑллисен 5577 номер ҫине «Шоу 3» тесе СМС ямалла. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Вероника Пинеслу Казахстанра иртнӗ Навруз-байрама хутшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Киремет tv» ушкӑнра концерт пуласси ҫинчен пӗлтернинче йӑнӑш кайнине сӳтсе яваҫҫӗ. «Ҫак пӗр афишӑра кам миҫе йӑнӑш курать?» — тесе ҫырнӑ унта. Поста сӗнни виҫӗ йӑнӑш асӑрханине пӗлтерет. Пӗр-пӗр саспалли сиксе юлнипе е саспаллисем вырӑнпа ылмашса ларнипе ҫыхӑннӑ йӑнӑш мар-мӗн унта. Юрӑҫсен хисеплӗ ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ. Чӑвӑш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсене: Сергей Кувшинова, Виталий Адюкова, Елена Османована — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ тесе ҫавӑрттарса хунӑ. «Ҫак йӑнӑшлӑ афишӑна тӗнче курмалла Инстаграма вырнаҫтарма та именмеҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланать пост хуҫи. Йӑнӑша сӳтсе явма «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алина Изман та хутшӑннӑ. Вӑл афиша пирки Кувшинов юрӑҫпа калаҫнӑ-мӗн. Хайхи юрӑҫ Петухова (вӑл камне пӗлместпӗр. — Т.Т.) ҫапла хатӗрленине пӗлтернӗ. «Халь вара вилмелле-и уншӑн? Маншӑн ҫавах: хуть заслуженный артист Америки тетӗр, хуть те мӗн ҫырччӑр», — хуравланӑ иккен хаҫатҫӑна юрӑҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ. Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.
|
Политика
![]() Шупашкар хулинче депутатсене халӑхпа курнӑҫмалли вырӑна палӑртнӑ. Ыйтӑва ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Йышӑну проектӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен халӑхпа курнӑҫмалли ятарлӑ вырӑнӗсене палӑртнӑ. Проектра депутатсем «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацин архивӗн ҫурчӗ (вӑл Шупашкарти И. Яковлев проспектӗнчи 12-мӗш а ҫуртра вырнаҫнӑ) умӗнче тата асӑннӑ культура учрежденийӗн 55 ҫынлӑх кинозалӗнче курнӑҫма юранине асӑннӑ. Зала тӳлевсӗр парӗҫ. Анчах малтанласа ятарлӑ ирӗк илмелле. Йышӑну проектӗнче ҫав йӗркене те пӑхса хӑварнӑ. Ытти районпа хулан, муниципалитетсен те кун пек вырӑнсене палӑртма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта ишӗлме пуҫласан ӑна сӳтнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта пурӑннисем валли тӑвакан ҫурт строительстви малалла пырать. 3,5 пин лаптӑк йышӑнакан 153 хваттер лекӗ унччен ҫав ҫуртра пурӑннӑ ҫынсене. Нумай хваттерлӗ ҫурта кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта туса пӗтермелле. Ҫурт тӑвас ӗҫ епле пынипе ҫак эрнере хулари тӳре-шара паллашнӑ, хӑйсемпе пӗрле вӗсем хаҫатҫӑсемпе радио-телекуравра ӗҫлекенсене илсе кайнӑ. Ҫурта хӑпартакан подряд организацийӗ ӗҫе кӑҫалхи утӑ вӗҫлеме шантарнине пӗлтернӗ. Хальлӗхе ӗҫе 90 процент пурнӑҫланӑ. Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт унта пурӑнакансен айӑпне пула ишӗлнине те аса илтерет. Кладовка шутланнӑ пӳлӗмсене душ туса хунӑ-мӗн. Ятарласа хӳтӗлемен стенана шыв ҫисе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗл пулу вӑхӑтӗнче. Сар.ru сӑнӗ Шупашкара килнӗ май Мускаври Третьяков галерейин куравсен пайӗн ертӳҫи Нина Дивова Чӑваш Енӗн культура министрӗпе Константин Яковлевпа тӗл пулнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче вӗсем республикӑри музейсене тӗнчипе паллӑ галерейӑпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме майсем туса парасси пирки сӑмах вакланӑ. Унсӑр пуҫне Шупашкар хули пулса кайнӑранпа — 550, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа музейсен пӗрлехи проектне пурнӑҫласси ҫинчен калаҫнӑ. Нина Глебовна хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Енре музейсен ӗҫӗ-хӗлне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫсем тунине палӑртнӑ, кунта искусство кулленхи пурнӑҫӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине асӑннӑ. Ҫавна май вӑл Чӑваш Енпе, республикӑри музейсемпе алла-аллӑн тытӑнса ӗҫлеме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Юбилейме саламланӑ самант. Сар.ru сӑнӗ Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнӑ. Зоя Даниловнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн ертӳҫи Сергей Ванюшкин тата Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин пынӑ. Зоя Даниловна ҫулне кура мар хастар та вӑй-халлӑ. Ҫавна май вӑл тепӗр юбилейне те паллӑ тума ӗмӗтленет. Виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ хӗрарӑм паянхи кун кӗҫӗннин Михаилӑн ҫемйипе пӗрле пурӑнать. Халӗ унӑн сакӑр мӑнук тата вун икӗ кӗҫӗн мӑнук. Коллективизаци тапхӑрӗнче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ун хыҫҫӑн самай нуша курнӑ Зоя Морозова «Тыл ӗҫченӗ» тата «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, ытти наградӑпа чыс тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбуспа ҫӳренӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӑмӑр. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксене хӑпартма йышӑннӑ. Хула депутачӗсем ыйтӑва тишкерсе пӑнчӑ лартнӑ: халӑх транспорчӗпе ҫӳреме хаксене хӑпартмаллах. Ҫапла майпа троллейбуспа пӗрре ларса кайма 18 тенкӗ кӑларса тыттарма тивӗ, ятарлӑ карттӑпа терминал урлӑ тӳлесен 15 тенкӗ илӗҫ (Шупашкартинчен 1 тенкӗ хаклӑрах). Химиксен хулинчи маршруткӑпа пӗрре ларса кайма 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ (терминал урлӑ — 18 тенкӗ), автобуспа ҫӳреме — 18 тенкӗ (терминал урлӑ — 15 тенкӗ). Улшӑнусем кӗртиччен Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуспа ҫӳреме 15 тенкӗ тӳлеме тивнӗ, автобуспа кайнӑшӑн 16 тенкӗ илнӗ, маршруткӑна ларма 20 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енре куллен пурӑнакансен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 5 пин те 384 ҫын таран чакнӑ. Халӗ республикӑра 1 миллион та 230 пин ытларах ҫын тӗпленсе пурӑнать. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн хутлӑхра 1230479 ҫын пурӑнни паллӑ, иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче ку кӑтарту самай пысӑкрах пулнӑ: 1235863 ҫын. Чӑваш Енри хуласенче халӑхӑн 62,4% тӗпленнӗ, ялта вара 37,6%. Чӑваш ялӗсенче пурӑнакансен йышӗ ҫуллен сахалланса пырать, хуласенче вара хушӑнать. Уйрӑмах — Шупашкарта. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кун кунласа ҫӗр ҫӗрлекенсен йышӗ ҫулталӑк хушшинче 2 пин те 217 ҫын таран пысӑкланнӑ. Пӗтӗмпе кунта 491715 ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарта та йыш хушӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе танлаштарсан, кӑҫал унта 2 пин те 203 ҫын ытлараххи курӑнать. Районсемпе пӑхас пулсан, халӑх йышӗпе Шупашкар, Ҫӗрпӳ тата Канаш тӑрӑхӗсем малта пыраҫҫӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑкансен йышӗ вара 10 пин ҫынран та сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эпир ача чухне пирӗн, Шупашкар районӗнчи Пранькка ялӗ ҫывӑхӗнче, киремет йывӑҫҫисем виҫҫӗччӗ. Ват хурама патӗнче кӗтӳ кӗтнине астӑватӑп. Хуҫӑлса ӳкнӗ унӑн тураттине те тытма чаратчӗ кукамай. Пирӗн тӑрӑхри ҫав киремет йывӑҫҫисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн типсе-хӑрса ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалчӗҫ. Тӑван районӑмри Кӑшавӑш ялӗ патӗнчи ват юмана ҫак уйӑхра «Деревья — памятники живой природы» (чӑв. Йывӑҫсем — чӗрӗ ҫут ҫанталӑк палӑкӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри программӑн Авалхи йывӑҫӗсен реестрне кӗртнӗ. Вӑл унти «Ясна» этнокомплекс территорийӗнче ӳснӗрен юмана ҫав списока илме комплексӑн пуҫаруҫи Марина Федорова ыйтнӑ. Авалхи ват юман, вырӑнтисем ӑна киремет йывӑҫҫи теҫҫӗ иккен, Карачура вӑрма хуҫалӑхӗн территорине кӗрекен вӑрманта ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |