Культура
![]() Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки. Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл. Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр. Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре икӗ шкул автобусӗ ҫул ҫинче аварие ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Улатӑр районӗнче тата Шупашкар хулинче ачасене илсе ҫӳрекен транспорт пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Телее, вӑйлах суранланнисем пулман. Малашне шкул автобусӗсен тӗлӗшпе ушӑну пулӗ. Улшӑнусем ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Шкул автобусӗсен водителӗсен мӗнле ҫӗнӗлӗхсене шута илмелле пулӗ-ха? Ачасене илсе ҫӳрекен автобусӑн тӑрринче сарӑ е хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ маяк пулмалла. Водительсен тӗлӗшпе саккун ҫирӗп пулӗ. Малашне «D» категориллӗ транспортра ҫулталӑкран кая мар стаж пухнӑ водительсем ӗҫлейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Xage.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта футбол юратакансем валли фан-лапам йӗркелесшӗн. Ҫак шухӑша хула администрацийӗн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансемпе тӗл пулсан каланӑ. Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Ӑна хатӗрленнӗ май Шупашкарта «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Кун валли 133,3 млн тенкӗ тухса кайӗ. «Килес ҫул юсаса ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленӗ. Футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗн фан-лапамне Шупашкарти Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарасшӑн. Унта лармалли вырӑнсем тата сцена пулӗ. Хальхи вӑхӑтра проектлассипе ӗҫ малалла пырать. Шухӑшланӑ пек пулса пырсан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне эсир Атӑлҫи кӳлмекӗнче курма пултарӑр», — тенӗ сити-менеджер. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче Шупашкарта физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене улттӑ уҫнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне —пӗлтӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Инвестици илӗртӳлӗхӗшӗн Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ ырланӑ», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗ. Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн Патшалӑх Канашӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвӗ иртнӗ иккен. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Мускаври ларура регионсен инвестици климатне лайӑхлатассипе, бизнеса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Раҫҫей шайӗнчи ларура РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен региона укҫа-тенкӗ илсе килес енӗпе ҫӳллӗ шайра ӗҫленине, ҫак тӗлӗшпе малта пыракан регионсен шутӗнчине палӑртнӑ-мӗн. Сӑмах май, инвестици илӗртӳлӗхӗн наци рейтингӗнче Чӑваш Ен кӑҫал Раҫҫейри 85 регион хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннине республикӑри МИХсем темиҫе хут та пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ. Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ. Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ. «Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ. Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пама йышӑннӑ «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне конкурсра ҫирӗплетӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ҫакӑн пирки йышӑну проектне сӳтсе явнӑ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллине парасси ҫинчен хушу кӑларнӑччӗ. Ку указа алӑ пуснине вӑл районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ӑна пама Амӑшӗн кунӗ умӗн (ку уява чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ) йышӑннӑччӗ. «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне уйрӑм ҫын та, организаци те сӗнме пултарать. Ӗҫсене конкурсра пӑхса тухса ҫирӗплетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ тата унпа усӑ курма ирӗк панишӗн тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май чӑрӑш сутас ӗҫ тупӑшлансах пырать. Анчах вӗсен йышӗнче саккуна пӑсса суту-илӳ тӑвакансем те пур. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче чӗрӗ чӑрӑшсене саккуна пӑсса сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх тата Хусанкай урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта чӑрӑш сутакансен ҫакна тума нимӗнле ирӗк те пулман. Полици ӗҫченӗсем вӗсене тӗрӗсленӗ, чӑрӑшсене туртса илнӗ. Пухнӑ тӗрӗслев материалӗсене административлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем 13 вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна судпа айӑпланӑ. Вӑл саккуна пӑсса азартлӑ вӑйӑсем йӗркеленӗ. Ҫакскер Кӳкеҫ поселокӗнче азартлӑ вӑйӑсен салонне ҫур ҫул тытса тӑнӑ. Вӑл ӑна пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫнӑ, салона вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫӑмӑл тупӑш унӑн кӗсйине кӗҫех кӗме пӑрахнӑ, унӑн ҫулне йӗрке хуралҫисем пӳлнӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ҫак арҫын енчӗкне самаях хулӑнлатнӑ: 3 миллион та 850 пин тенкӗ «ӗҫлесе» илнӗ. Йӗрке хуралҫисем салонран 31 вӑйӑ автоматне туртса илнӗ. Ҫӑмӑл тупӑшшӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Ӑна суд колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма, 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Шел те, кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ача ҫураласлӑх чакнӑ. Чӑвашстатӑн официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, кӑҫал 2313 ача сахалрах ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку кӑтарту 15,2 процент сахалрах. Ҫапах савӑнтараканни те пур: вилнисен йышӗ чакнӑ, кӑҫал 548 ҫын сахалрах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Анчах ҫын вилеслӗхӗ ача ҫураласлӑхӗнчен пӗчӗк мар: вилекенсен йышӗ, ҫут тӗнчене килнисемпе танлаштарсан, 11,4 процент нумайрах. Республикӑри ҫынсем ытларах чухне мӗншӗн пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ-ха? Пӗрремӗш вырӑнта – юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсем. 12,2 проценчӗ тӗрлӗ салтава пула вилет, ҫавӑн чухлех процент усал шыҫҫа пула куҫне ӗмӗрлӗхех хупать. Апат ирӗлтерекен тытӑм, сывлав органӗсен чирӗсене пула та ҫынсем нумай вилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |