Ҫул-йӗр
![]() Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс ӗнер фурӑпа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, инкек Ҫӗрпӳ районӗнчи чукун ҫулкаҫҫи ҫинче сиксе тухнӑ. Пысӑк тиевлӗ машина светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах чукун ҫул ҫине кӗрсе кайнӑ, унта вӑл чарӑнса ларнӑ. Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби фура рулӗ умӗнче Челепи хулинчи 46 ҫулти водитель пулнине пӗлтернӗ. Йывӑр тиевлӗ машинӑна туртса илме хӑтланса ятарлӑ техника чӗнсе илме тивнӗ, вӑхӑт та иртнӗ. Пуйӑс ҫула тепӗр икӗ сехетрен ҫеҫ тухайнӑ. Локомотиври икӗ пассажир йывӑрах мар аманнӑ, вӗсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Водитель рейс умӗнчи медицина тӗрӗслевӗ тухмасӑрах руль умне ларнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн тӑватӑ статйипе тӑватӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра ОНФ «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малашлӑха тилмӗрекен Раҫҫей) канашлу ирттернӗ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри Чӗмпӗрти чӑвашсен культурӑпа наци автономине ертсе пыракан, ЧНК пайташӗ Олег Мустаев пулнӑ. Олег Николаевич канашлӑва чӑваш шупӑрӗпе ҫитнӗ. Чӗмпӗр чӑвашӗн тумне Владимир Путин та асӑрханӑ, хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Олег Мустаев патне пырса унӑн тумӗ чи илемлисен йышӗнчи пулнине каланӑ, хӑш халӑхран килнине ыйтса пӗлнӗ. |
Харпӑр шухӑш
Культура
Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм. Вуларӑм та, хамӑн шухӑша ҫырсах хурас терӗм. Иван Егоров (Пурис Иванӗ, 1943 ҫ.ҫ. ячӗ чӑваш литературине Сениэль ячӗпе пӗрле кӗрсе юлчӗ. Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫа сӑмах хӑватне ӗненсе, ӑна чунпа парӑнса ирттерчӗҫ. Самана пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн та тӑван сӑмахран сивӗнмерӗҫ, выҫӑллӑ-нушаллӑ пурӑнсан та ҫыру ӗҫӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Унтан та ытларах – хысна шалӑвне пӑрахсах, ҫунатлӑ ытарлатури пек каласан, литература анине тимлесе сухаларӗҫ. Канмасӑр сухаларӗҫ, акрӗҫ, ҫимӗҫ ӳстерчӗҫ. Авӑнне те ҫапса кӗртрӗҫ. Михаил Сениэлӗн вырӑсла ҫырнисен суйласа илнӗ пуххи виҫӗ томпа пичетленсе тухрӗ. Чӑвашлисем ку калӑпӑшран та ытларах ҫутӑ курчӗҫ. Пуриссен Иванӗн те пичетленни вунӑ кӗнекерен иртет. Иван Егоровӑн ҫӗнӗ романӗ – тӑван кил-йышне, пиччӗшне тата вӗсен тавринчи чӑваш литература картине кӑтартакан хӑйне расна хайлав. Ҫемье хроники. |
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗ ларӑвӗнче ӗнер наркотик сутакансен яваплӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ саккун проектне пӑхса тухнӑ. Унта ҫар чаҫӗнче ҫак усала саракансене ҫирӗп явап тыттарасси пирки сӑмах пынӑ. Документа маларах РФ Патшалӑх Думи иккӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик сутакансене Пуҫиле кодекспа явап тыттарса 12 ҫул таран хупса хурасшӑн. Саккун проектне хатӗрленисенчен пӗри, РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Ирина Яровая, каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ объектсенче наркотик саракансене ҫирӗп явап тытарма унчченех йышӑннӑ. Ҫар чаҫӗнче наркотик саракансен тӗлӗшпе саккуна хытармалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫар ҫыннисен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ Ирина Яровая. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн Пленумӗн ларӑвӗнче алимент тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта сӑмах илнӗ Татьяна Назаренко судья пирӗн ҫӗршывра алимент парӑмӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре ку парӑм мӗн чухле ҫитнине калаймӑпӑр та, анчах пӗчӗк марри иккӗлентермест. Алимент тесен, ӑна чылайӑшӗ шыраса илме ӑнтӑлать: пуян хӗрарӑмсемех чухӑн арҫынсене лӑскаҫҫӗ, эрех енне туртӑннисем те ӑна илме хирӗҫ мар. РФ Аслӑ сучӗ алимент шыраса илнӗ чух ҫак самантсене шута илмлелех тесе шухӑшлать. Тепӗр майлӑ каласан, алимент виҫине палӑртнӑ чух ӑна тӳлеме тивӗҫ ҫын пурлӑх енчен лару-тӑрӑвӗ еплине тӗпе хумалла. Е тата ӗҫекен, усал ытти йӑла-йӗркепе туслӑ амӑшӗсене алимент шыраса памасан та юрать тесе йышӑннӑ РФ Аслӑ сучӗн пленумӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев паян чӑваш хастарӗсемпе тӗл пулчӗ — вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӗлпулӑва Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Виталий Петрович Станьяла пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри ашшӗ-амӑшӗ тӑван чӗлхе шутӗнче урӑххине суйланӑ чухне ҫав ачасем чӑваш чӗлхи урокӗнче ахаль ҫапкаланса ҫӳренишӗн пӑшӑрханни пулчӗ. Юрий Николаевич ачасене вӑл вӑхӑтра тӑван ен культурине вӗрентесси пирки пӗлтерчӗ. Ку ҫӗнӗлӗх ҫӗнӗ четвӗртре вӑя кӗресси пирки каларӗ. Виталий Петрович шкул планӗнче акӑлчан чӗлхи урокӗсен йышӗ чӑваш чӗлхинчен нумайрах пулнишӗн пӑшӑрханса каларӗ. Вӗренӳ министрӗ унашкалли ниҫта та ҫукки пирки пӗлтерчӗ, ҫакна шкулсен сайчӗсенче вырнаҫтарнӑ вӗренӳ планӗнче лайӑх курма пултарнине каларӗ. Тӗп Ваттисен Канашӗн ертӳҫине чӑваш чӗлхи урокӗсенче нимӗнле паллӑ лартманни те канӑҫсӑрлантарать. Юрий Николаевич шантарнӑ тӑрӑх паллӑ лартаҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Таврапӗлӳ музейӗсем республикӑри чылай ял-хулара пур. Унашкалли Канашра та вырӑн тупнӑ. Чукун ҫул урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ҫак музей чӑваш хастарӗсене самай тӗлӗнтернӗ. «Музей алкумӗ, картлашкисем хӑрушла арканса пӗтнӗ», — нумай пулмасть пӗлтернӗ вӗсем «Контактра» халӑх тетелӗнче. Чи тӗлӗнтернӗ япала вара — музея йыхравлакан кӳлепе. «Ice Age» (чӑв. «Пӑрлӑ тапхӑр», эсир ӑна вырӑсла «Ледниковый период» ятпа пӗлетӗр) мультфильмсен ярӑмӗнчи Сид кӳлепене хастарсем ҫапларах хак панӑ: «селӗп, пакӑлти, асар-писер, пурне те йӑлӑхтарнӑ ӳркенчӗк ленивец Сид». Халӑха шӑп ҫавнашкал сӑнар хапӑллани, музея йыхравлани чӑваш хастарӗсене килӗшмен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Челепи хулинче чӑвашсен улахне пуҫтарӑннӑ. Унта Тӗмен тата Екатеринбург хулисенче пурӑнакан чӑваш диаспорин пайташӗсем хутшӑннӑ. «Кӗркунне е хӗлле чӑвашсем улаха ирттернӗ. Вӗсем пӗрле савӑннӑ, ал ӗҫӗ тунӑ», – пӗлтернӗ Фейсбукра Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова. «Пирӗшӗн чи хакли вӑл – туслӑх тата чӑваш наци уявӗсене пӗрле ирттерни», — кӑмӑл-туйӑмне палӑртнӑ аякри чӑваш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» телепроекта иртнӗ вырсарникун, раштав ууйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр ача хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ-ха. «Ҫӑлтӑрсем тата Галактика пирки вӑл йӑлтах пӗлет. паян вӑл хӑй те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑрӗ. Вӑл планета пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗлет», — ҫапларах паллаштарчӗ Шупашкарти 110-мӗш ача пахчине ҫӳрекен пилӗк ҫулти Максим Казынкинпа кӑларӑм ертӳҫи Максим Галкин. Планетӑсем юрӑ юрлакан мультфильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ача планетӑсемпе космос ҫинчен мульфильмсем пӑхма, кӗнекесемпе тата карттӑсемпе паллашма пуҫланӑ. Халӗ вӑл ӑслӑлӑх фильмӗсемпе кӑсӑкланать. Кӑларӑма ачана амӑшӗ Катя тата ашшӗ Сергей илсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ 43 ҫулти арҫын автомойка ҫивитти ҫинчен персе анса тӑн ҫухатнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать. Пиллӗкмӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей С. (хӑш районтан пулни паллӑ мар) ҫивитти ҫинчен юр тасатнӑ. Тем сӑлтава пула вӑл сулӑнса кайса персе аннӑ. Инкек пирки В.В. Виноградов ячӗллӗ хулари клиника пульницин тухтӑрӗсем (арҫына унта илсе кайнӑ) йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Шурӑ халатлисем арҫын пуҫ мимине амантнине, пуҫ лӗпке тата тӑнлав шӑммине хуҫнине пӗлтернӗ. Инкек раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑотӑрла иртни пӗр сехетре Сосенское поселокӗнче пулнӑ. Ҫивитти ҫинчен ӗҫтешӗ персе аннине пӗрле тӑрӑшакансем курнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ Мускаври йӗрке хуралҫисем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |