Чӑваш чӗлхи
![]() Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух. Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ. Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ. «Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Шупашкар чухӑн тата хӑй тӗллӗн пурӑнайман хуласен йышне кӗнӗ. Кун пирки «Стрелка» кансалтинг бюровӗ пӗлтерет. Танлаштарӑма ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Хыснана тавӑрса памалла мар укҫа килнине, республика тупӑшне те пӑхма манман. Шупашкарсӑр пуҫне чухӑн хуласен йышне Брянск, Владикавказ, Владимир, Волгоград, Ижевск, Йошкар-Ола, Курск, Липецк, Орел, Саранск, Сарӑту, Тверь, Чӗмпӗр, Черкесск, Элиста, Курган кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне 16,5 пин тенкӗ лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Республикӑри чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Кун пирки Регнум информаци агентстви хыпарлать, ЧР Вӗренӳ министерствин даннӑйӗсене илсе кӑтартать. Ашшӗ-амӑшӗн 83 проценчӗ ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентессине суйланӑ. Кӗҫӗн тата вӑтам классенче чӑваш чӗлхине аслисен 84,3 проценчӗ суйланӑ, аслӑ классенче – 83 процент. Вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе пек ачасен 14,1 тата 10,3 проценчӗ вӗренӗҫ. Кунсӑр пуҫне тутар тата мӑкшӑ чӗлхисене ӑса хывакансем пур. Аса илтерер: шкулсенче унчченхи пекех «Патшалӑх чӑваш чӗлхи» предмета тата чӑваш литературине вӗренӗҫ. «Тӑван чӗлхе» хушма предмет. Хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ кӑҫал кӗркунне суйланӑ. Чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине су йланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче 3D-кинотеатр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каснӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ кинотеатрта «Легенда о Коловрате» фильм кӑтартнӑ. Ӑна курсан ҫынсем савӑнӑҫне пытарайман. Ара, сасӑ лайӑх илтӗнет, хулари кинотеатртан пӗрре те кая мар. «Кино фончӗ» пулӑшнипе Чӑваш Енре 13 кинотеатр уҫӑлмалла. Кашнин валли 5-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Чылай кинотеатр район центрӗнче вырнаҫӗ. Комсомольски районӗнче вара – Урмаелте. Мӗншӗн шӑпах унта? Ку паллӑ мар. Нумаях пулмасть Урмаел ял мар, сала пулса тӑнӑ. Кинотеатра унта уҫассине ку витӗм кӳнӗ-ши вара? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр хӗр троллейбуса кӗме тӑнӑ та ӑна ток ҫапнӑ. Вӑл «Гремячево» чарӑнура 6-мӗш троллейбуса ларасшӑн пулнӑ. «Про Город» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Олеся пӗрремӗш картлашка ҫине пуснӑ кӑна – вӑл каялла вирхӗнсе кайнӑ. Хӗр асфальт ҫине ӳкнӗ. Олеся вӑйлӑ чӗтренӗ, калаҫайман та. Ӑна икӗ ҫамрӑк ҫын пулӑшнӑ. Троллейбус водителӗ тухнӑ та: «Васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле-и?» - тесе ыйтнӑ. Шӑнкӑравлакан пуррине курсан каялла ларнӑ та транспорта тапратнӑ. Хӗре пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта пӗр талӑк выртнӑ. Олеся юристран пулӑшу ыйтасшӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тӑкак кӳнӗшӗн укҫа шыраса илесшӗн. Троллейбус управленийӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ. Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать. Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать. Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ. Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшенче РФ Федераци канашӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Семья и город – растем вместе» (чӑв. Ҫемье тата хула — пӗрле аталанатпӑр) VIII конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд Раҫейри пӗчӗк тата вӑтам хуласен ассоциацийӗпе йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Карелова саламланӑ. «Конкурс ачасене пулӑшакансене ҫӗнӗ социаллӑ технологисене тата опыта сарма пулӑшать», – тенӗ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ. Конкурса 293 ял-хула хутшӑннӑ. Кӑҫал ял тӑрӑхӗсене те ӑмӑртӑва явӑҫтарнӑ. 100 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакансем хушшинче пирӗн республикӑри Ҫӗнӗ Шупашкар иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче — Ростов облаҫӗнчи Батайск, виҫҫӗмӗшӗнче – Ханты-Манси округӗнчи Сургут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 4-мӗш гимнази директорне ҫирӗплетес тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Уголовлӑ ӗҫсем пуҫарнӑран должноҫран хӑтарнӑ хӗрарӑм вырӑнне халӗ Андрей Михайлова лартнӑ. Унпа ҫывӑхрах паллаштарар, 1995-1998 ҫулсенче Андрей Михайлов тӗп хулари 18-мӗш тата Шупашкар районӗнчи Карачура шкулӗсенче учительте ӗҫленӗ. 1998 ҫулта ӑна асаннӑ шкул директорне уйӑрса лартнӑ. Ку должноҫре ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шупашкар район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнче, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комитетра, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх тата Вӗрентӳ министерствисенче, Патшалӑх Канашӗнче ӗҫленӗ. Палӑртса хӑварар, гимназин унчченхи директорӗ Эльвира Казакова тӗлӗшпе ҫичӗ уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Следовальсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ачасене гимназие вырнаҫтарма ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ. Халӗ ӑна килте хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман. Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |