Экономика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Паянхинче ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Монохуласене аталантарассипе ӗҫлекен фондӑн сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Лару протоколне йӗркелесе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Республикин Правительствине ҫитерӗҫ», – савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ Иван Моторин премьер-министр. Лару раштавӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна РФ Правительствин Аппарачӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Максим Акимов ертсе пынӑ. Мускаври ларура Чӑваш Енри монохуласенчен пӗрне, маларах эпир асӑннӑ Канаша, аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннине палӑртнӑ. Маларах кӗмӗл лекмесси пирки сӑмах тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула ҫыннисемпе хӑнисене канма меллӗ туса парассипе ҫулсеренех тӑрӑшать. Халӗ тата Атӑл ҫыранӗ хӗррипе йытӑ кӳлнӗ ҫунапа ярӑнма пулать. Ку хыпара хула администрацийӗнче сумлӑ пукан йышӑнакан Алла Салаева Инстаграмра пӗлтернӗ. «Ярӑнмалли йытӑсем пулӑшнипе географин ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫнӑ тата ҫын Арктикӑпа усӑ курма пуҫланӑ. Икӗ полюса та лаша ҫунипе ҫитнӗ: Кук, Р. Пири — Ҫурҫӗр полюса, Амундсен Норвегин ялавне Кӑнтӑр полюсра вырнаҫтарнӑ», — тесе ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗн тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева. Хыпара «#чебоксарылучшийгород» (чӑв. Шупашкар чи лайӑх хула тесе куҫать) хэштегпа (акӑлчанларан куҫарсан решеткепе паллӑ тунине пӗлтерет) палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа иртнӗ «Что? Где? Когда?» ӑс-тӑн вӑййине Шупашкарти 18-мӗш шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Ольга Тихонова ыйтӑвӗ телкеуравҫӑсен ушкӑннӗ вӑййӑн ӑстисене ҫӗнтерме пулӑшнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗн ыйтӑвне вӑйӑ 5:5 шутпа танлашнӑ хыҫҫӑн пачӗҫ. Ольга Тихонова хӑй ыйтӑвне 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Вӑл тӑсӑкла ҫемҫе теттепе ҫыхӑннӑ. Телевӑййа хутшӑнакансем ку тетте йӗлтӗре транспортра тӑхӑнтартмалли хатӗр тесе шухӑшларӗҫ. Анчах вӑл фонендоскоп (этемӗн шалти органӗсене итлесе пӑхмалли хатӗр) инструмента ачасенчен, вӗсем хӑрасран, пытарма шухӑшласа кӑларнӑ иккен. Телекуравҫӑсен ушкӑнне кашнине 461 пин те 463-шер тенкӗ тивӗҫрӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти Ольга Тихоновӑна та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекрӗ. Юлашки уйӑхра кӑна икӗ авари пулчӗ. Паян, раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ. Унта ГАЗель маркӑллӑ шкул автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Хайхи микроавтобусра 11 ҫын пулнӑ, вӗсенчен 9-шӗ — ачасем. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернипе килӗшӳллӗн, авари хыҫҫӑн ачасене Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницин педиатр тухтӑрӗ тӗрӗсленӗ. Телее, вӗсенчен пӗри те аманман. Палӑртса хӑвармалла, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗп хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Иккӗмӗш пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Улатӑр районӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне шкул автобусӗнче 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳсӗр водителе чутах тӑм илмен. Унӑн пурнӑҫне ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑлнӑ. Ҫул ҫинчи инкек раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри пӗр районта пулнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑ водитель транспорта итлеттереймен. Машина кювета чӑмнӑ. Арҫын салонран тухса ӳкнӗ, юр ҫинчен тӑраймасӑр выртнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫул-йӗр инспекторӗсем иртсе пынӑ. Вӗсем кювета чӑмнӑ машинӑна курнӑ. Патне пырсан водитель юр ҫинче выртнине асӑрханӑ. Инспекторсем курман тӑк арҫынна тӑм илӗччӗ. Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Виктор ятлӑ ҫын «Про Город» хаҫата хурлӑхлӑ хыпар пӗлтернӗ. Куславкка хулинче пурӑннӑ спортсменӑн виллине кӗрт ӑшӗнче тупнӑ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи унӑн аккаунтне тишкерес тӗк, каччӑ нумаях пулмасть шкул пӗтернӗ, спортпа туслӑ пулнӑ. Юлташӗсем вӑл вилнишӗн кулянса унӑн страници ҫинче хурлану сӑмахӗсем ҫырнӑ. Каччӑ виллине мӗншӗн кӗрт ӑшӗнче тупнӑ? Виктор каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе мӗн пулса иртни паллӑ мар. Ку ӗҫе следовательсен уҫӑмлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ. Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() http://social.ren.tv сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ. Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ. Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче Чӑваш Енри паллӑ художник, Анатолий Миттов, ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа художниксем, культура ӗҫченӗсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче художникӑн тӑван ялне пуҫтарӑннӑ. Аса илтерер, Анатолий Миттов 1932 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1971 ҫулта вилнӗ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче сулмаклӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш АССРӗн тата РСФСР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ССР халӑх поэчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ӗҫченӗ, Василий Давыдов-Анатри, ҫуралнӑранпа раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитет. Вӑл 2010 ҫулта вилнӗ. Поэта асра тытса Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри патшалӑх архивӗнче «Тебя пою, мой край родной …» ятпа виртуаллӑ курав уҫӑлнӑ. Вӑл В.И. Давыдов-Анатрин пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, унӑн обществӑри пурнӑҫӗпе паллаштарать. Куравра поэтӑн архивӗнчи документсем те самай. Курав хӑтлавӗ раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм Василий Давыдов-Анатрин тӑванӗсене тата унӑн пултарулӑхне хаклакан ытти нумай ҫынна пухнӑ. Пуҫтарӑннисем умӗнче патшалӑх архивӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Казеева тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |