Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Ыран, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак кун кашни ҫулах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал та пурне те Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечексем хума йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ — 9 сехетре.

Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине вӗрентесси енӗпе, чӑваш чӗлхин статусне пӗчӗклетесси енӗпе питӗ хытӑ пусӑрӑнтарнӑ вӑхӑтра чӗлхе пирки те сахал мар тухса калаҫакансем пулӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн сумлӑ делегаци КАнаш районне, паллӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑ тӑрӑхне ҫул тытӗ.

 

Культура
Алексей Наумов сӑн ӳкерчӗкӗ
Алексей Наумов сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутапстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче «Пӑва районӗнчи чӑваш пики — 2017» титулшӑн ӑмӑрту пулса иртнӗ.

Тӳрере культура управленийӗн ертӳҫисем, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Рункӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Гордеев, 2017 ҫулхи «Уяв пики» Анастасия Павлова, 2016 ҫулхи «Раҫҫей чӑваш пики» Ксения Романова пулнӑ.

Сцена ҫинче ултӑ хӗр тухнӑ. Спонсорсем хушшинче чӳречепе алӑк кӑларакансем те, ылтӑн сутакансем те, усламҫӑсем те пулнине пӗлтерет «Сувар» хаҫатра Константин Малышев.

Тӗрлӗрен номинацире мала тухнисене ювелир салонӗнче тавар туянмалӑх 5 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.

Мӑкӑр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплина мала тухнӑ. Екатерина кӑҫал «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗнче» те палӑрнӑ, ҫитес ҫул ҫуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсра Пӑва районӗн чысне хӳтӗлӗ.

 

Культура

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.

Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.

Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран

виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.

Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.

 

Культура
Ильтимер Ефремов
Ильтимер Ефремов

Ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» III кинофестиваль уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ онлайн мелӗпех хыпарласа тӑнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗнче Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пулчӗ. Марина Карягина паллӑ тележурналист ертсе пыракан кӑларӑмра «Асам» кинофестиваль пирки калаҫрӗҫ. Ҫавна май Ильтимер Ефремов кӑҫал йӗркеленӗ кинопостерсен куравне миҫемӗш хут ирттернине тата ӑна камсене халалланине хуравлама ыйтрӗ.

Шел те, кӗнекене тивӗҫ ҫын тупӑнмарӗ, мӗншӗн тесен йывӑр мар ҫак ыйтӑва пӗлекен телекуравҫӑ пулмарӗ. Ҫавна май кӗнекене те, фестивале халалласа кӑларнӑ ручкӑна та никам та тивӗҫеймерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/video8995163_456239071
 

Чӑвашлӑх

«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӑҫал раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева паян Фейсбукра ҫырнӑ.

«Раҫҫейри чӑваш наци культура автономийӗсене, Чӑваш Республикинчи районсенчи ЧНК уйрӑмӗсене тата «Чӑваш пики» конкурсӑн вырӑнти ҫӗнтерӳҫисене пӗлсе тӑма!», — палӑртса каланӑ ҫав хыпарта.

Аса илтерер, маларах ӑна чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, халӗ ӑна раштав пуҫламӑшне куҫарнӑ. Конкурс Шупашкарти культурӑпа ӳнер искусствисен институтӗнче иртӗ.

«Раҫҫей чӑваш пики» ятшӑн тупӑшас шухӑшлӑ пикесен congress21@mail.ru электрон пуштӑпа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ыйту ҫырмалла е ЧНКна кӗрсе тухма та пулать.

Ыйтса пӗлмелли телефонсем: (8352) 62-35-61, 89199725359, 89278447648.

 

Персона

Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.

Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.

Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗрпӳ хулинче 1000 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен хута ямалла. Аса илтерер: шкула кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ.

Шкул «Кӑнтӑр» микрорайонта ҫӗкленет. Халӗ унта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, фасада декоративлӑ штукатуркӑпа тата керамогранитпа илемлетеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ котельнӑйӗ ӗҫленӗ май шкулта ӑшӑ пур.

Шкул территорийӗ те хӑтлӑ, илемлӗ пулӗ. Унта халӗ тротуар тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ҫумӗнче вӑй-хал культурипе спорт зони пулӗ. Унта футбол уйӗ, чупмалли ҫул, тӑршшӗне, ҫӳллӗшне сикмелли секци, баскетболла тата волейболла вылямалли лапам, хоккей курупки пулӗ. Шкулта хальхи йышши автохула та тӑвасшӑн. Пӗр сӑмахпа, йӑлтах ачасем валли.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак самантра Чулхулара кӑштах юр ҫума тытӑннӑ. Унта Нума 1 циклон иртет. Чӑваш Ене те килӗ вӑл, анчах пирӗн патра юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ.

Синоптиксем асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ. Паян ҫумӑр каҫ енне ҫума пуҫлӗ, ҫур ҫӗр иртсен ҫеҫ чарӑнӗ. Шупашкарта сывлӑш температури 7 градус ӑшӑ таран хӑпарӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май атмосфера пусӑмӗ улшӑнӗ. Пӗр талӑкра вӑл 10 пункт чакӗ: 738 миллилитр таран анӗ. Унтан каллех йӗркене кӗрӗ.

Ҫил вӑйланӗ. Паян ҫӗрле вӑл ҫеккунтра 19-24 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ыран республикӑра Япрак ятлӑ антициклон хуҫаланӗ, ҫанталӑк лайӑхланӗ, ҫил лапланӗ. Термометр каҫ енне 0 градусран сахалрах кӑтартӗ.

 

Культура

Шупашкарта экологи киновӗн фестивалӗ старт илнӗ. Сӑмах май, вӑл иртнӗ ҫул та йӗркеленнӗ. Ун чухне куракансем йӗркелӳҫӗсене сӗнӳ панӑ: фильмсене канмалли кунсенче кӑтартмалла. Анчах хальхинче те экологи киновӗн фестивалӗ эрнекунччен ҫеҫ тӑсӑлӗ.

Фестиваль тӑватӑ лапамра ӗҫлӗ: «Чӑвашкино» Патшалӑх киностудийӗ, ЧР Наци вулавӑшӗ, Культурӑпа искусствӑсен институчӗ, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей. Фильмсем 13 е 13:30 сехетре пуҫланӗҫ.

Паян «Лео 80. История одного леопарда» фильм тата «Все как у зверей» каларӑм кӑтартнӑ. Ыран «Хабаргуев в натуре: Чей нос лучше?» тата «Хабаргуев в натуре: Степные сони» кӑларӑмсене курма май пулӗ. Чӳкӗн 16-мӗшӗнче «Хабаргуев в натуре: Маленький гений большого подкопа», «Хабаргуев в натуре: Повелитель колец» каларӑмсене кӑтартӗҫ. Чӳкӗн 17-мӗшӗнче «Хабаргуев в натуре: Антилопа с хоботом» тата «Хабаргуев в натуре: Непокорные гиганты» каларӑмсене экран ҫине кӑларӗҫ.

 

Спорт

2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче чӑрмавлӑ 3 пин метрлӑ дистанцире пирӗн ентеш Татьяна Архипова фниша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Раҫҫей спортсменки Екатерина Волкова йышӑннӑ. Анчах ӑна тӗрӗсленӗ те допинг пурри палӑрнӑ. Ҫавна май унӑн пӑхӑр медальне каялла илнӗ, наградӑна Татьяна Архиповӑна парӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Шляхтин пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Волковӑн медалӗ килнӗ ӗнтӗ, Раҫҫейри Олимп комитечӗ ҫитес вӑхӑтра ӑна пирӗн ентеше парӗ.

Сӑмах май, Вӑрмар районӗнчи Карӑк Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Татьяна Архиповӑн (хӗр чухнехи хушамачӗ – Петрова) ку пӑхӑр медаль – иккӗмӗш. Вӑл 2012 ҫулта Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче те марафонра виҫҫӗмӗш пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2469, 2470, 2471, 2472, 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, 2478, [2479], 2480, 2481, 2482, 2483, 2484, 2485, 2486, 2487, 2488, 2489, ... 4134
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 06

1932
94
Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...