|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хулинче 11 ҫулти Настя Осиповӑн виллине тупни Чӑваш Еншӗн пысӑк инкек пулчӗ. Ун чухне пӗр арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӗҫленнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 23 ҫулти каччӑ ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн гаражӗнче пулнӑ, наркотик тутаннӑ. Ҫав самантра 11 ҫулти Настя иртсе пынӑ. Хайхискер хӗрача ыттисене каласа парасран хӑраса ӳкнӗ, ӑна гаража сӗтӗрсе кӗнӗ те тискеррӗн пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн каччӑ гаража хупнӑ та преступлени вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 130 грамм ытла синтетика наркотикӗ тупнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпӗн пӗр пайне ҫеҫ йышӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑл преступлени вӑхӑтӗнче мӗн тунине ӑнланнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе ЧР Аслӑ судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта ачасене хушма пӗлӳ паракан учрежденисенчи педагогсен йышне чакарасшӑн. Кун пирки республикӑн тӗп хулинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӑрӑшакан Александр Яковлев «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче ҫӗркаҫ хыпарланӑ. Александр Яковлев Чӑваш Енри паллӑ орнитолог пулнине, вӑл ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпченине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпир ун ҫинчен тӑтӑшах ҫыркаланӑ. «Йӳтеслӗх ҫирӗпленчӗ... Шупашкарти (Чӑваш Енре те пӗтӗмӗшле ҫавӑн пекех) хушма пӗлӳ паракан тытӑм ҫине хӗрес лартсан та юрать. Ҫитес ҫул ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсенчен 50 ытла процентне чакарӗҫ, ҫав шутрах ачасен йышӗ малтанхиллех 5500 юлӗ. Программа ҫулталӑклӑха пулӗ, эрнере кашни ушкӑна — 2 сехет (педагог пуҫне 9—12 ушкӑн), вӗрентӳ пахалӑхӗ никама та кӑсӑклантармасть, конвейер ӗҫлет, ачасен шучӗ пур. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем вӗрентӳ тытӑмне кирлӗ мар...», — ҫырнӑ Александр Яковлев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче паян «Асам» III кинофестивале савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Эпир ӑна онлайн мелӗпе ҫутатса пытӑмӑр. Пӗтӗмлетсе каласан «Асам» кинофестивалӗн чи сумлӑ хӑнисем Константин Яковлев культура министрӗпе Николай Угаслов ЧНК президенчӗ пулчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ку кинофестиваль чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. «Малтанах, 2015 ҫулта ку кинофестивале шанманнисем чылайччӗ», — терӗ культура министрӗ. — «Паян вара залра лӑк тулли халӑх. Ларма вырӑн та ҫук». Чӑн та зал тӑп-тулличчӗ. Нумайӑшӗн ура ҫинче тӑрса пӑхма тиврӗ. Сӑлтавӗ — ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнчи Пысӑк зал юсавра пулнинче. Кӑҫалхи «Асам» кинофестивале Марат Никитин режиссёрӑн «FUGA» фильмӗпе уҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне куракансем «История чувашского кино» (чӑв. Чӑваш киновӗн историйӗ) фильм та курма пултарчӗҫ — унта Тани Юнпа Иоаким М.-Кошкинский асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ. Тӗплӗнрех пирӗн онлайн-репортажра паллашма пултаратӑр. |
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Евграф Пайманов художник Питӗр хулинче чӑваш художникне вӗлерекенсене паян суд тунӑ. Усал ӗҫ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Питӗрти хваттерте Евграф Пайманов художник виллине тупнӑ. Ырӑ мар хыпара художника пӑхса пурӑннӑ 19 ҫулти хӗр пӗлтернӗ. Тӗпчевҫӗсем кӗҫех айӑплисене те тупса палӑртнӑ. Сусӑр художника вӗлерме хӗр ҫул ҫитмен паллаканне ыйтнӑ иккен. Ӑна вӑл хваттере мӗнле кӗмеллине ӑнлантарнӑ: хӑйӗнпе сантехник пулӑшуҫи тесе паллаштармалла, мӗншӗн тесен художник килне ҫак специалист килмелле. Яш сусӑр художника вӗлернӗ хыҫҫӑн килти ҫур миллиона яхӑн укҫана илсе кайнӑ. Ҫынна вӗлерттернӗ хӗре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха, яша воспитани паракан колоние 8 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Евграф Пайманов 1947 ҫулта Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче 1949 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет. Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ умӗнче явап тытнӑ. Ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑл 25 пин тенкӗ тата 5, 5 пин тенкӗ тӑракан икӗ япала взятка илнӗ. Ҫаксене йӑлтах айӑпланнӑ ҫын, ҫав колонире лараканскер, тата унӑн пӗлӗшӗ панӑ. Суд арҫынна 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑта вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 92,5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Экс-ҫумӑн «шалти ӗҫсен подполковникӗ» ятарлӑ ята та туртса илнӗ. Вӑл йӗрке хуралӗн органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Хулара
![]() Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ палнеркӑра Шупашкарти троллейбус управленийӗ пирки калаҫнӑ. Предприяти директорӗ Александр Каныгин троллейбуссен ҫӗнӗ расписанийӗпе паллаштарнӑ. Аса илтерер: ӑна чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ҫӗнетнӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ расписание хула ҫыннисен кӑмӑлне шута илсе хатӗрленӗ, хӑш-пӗр маршрут ӗҫне тӑснӑ. «Хӑш-пӗр предприяти ертӳҫисем ыйтнипе каҫхине дежурнӑй рейссем йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫапах пассажирсем транспортпа мӗнле ҫӳренине малалла мониторинг ирттерӗҫ. Каҫхине ҫын сахал ҫӳрет пусан раштав уйӑхӗнче 22 сехет хыҫҫӑн троллейбуссене ҫӳреме пӑрахтарас ыйту патне таврӑнӑпӑр», - тенӗ Алексей Ладыков. Вӑл расписание оптимизацилени усса кайнине палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗнче тролейбус управленийӗн тӑкакӗсем, авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан, 2 хут чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре 45 ҫулти арҫын вӑйӑ усламне йӗркеленӗ. Тупӑшлӑ бизнеса вӑл 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Анчах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑйӑ заведенине арҫын вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарса тултарнӑ. Ҫур ҫул ытларах хушшинче вӑл 3 миллион та 800 тенкӗлӗх тупӑш курнӑ. Пакунлисем усламҫӑн 31 автоматне, карас телефонӗсене тата укҫине туртса илнӗ. Хӑй айӑпне арҫын йышӑнмасӑр турткалашман. Саккунсӑр услампа 4 миллион тенке яхӑн тупӑш курнӑ этеме суд 100 пин тенкӗлӗх штрафласа ҫулталӑк колони-поселенире лармалла тунӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫтешӗсем саккуна пӑсса ӗҫлекен казиносене тӗрӗслеме тухнӑ Константин Ишутовпа Сергей Зотова хӗненине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Шпашкарта иртекен Максим Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ куракана кӑҫал чӳк уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче йыхравлать. Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Тӗп партисенче Сартури Михаил Журков, Ярославльти Альбина Хрипкова, Беларуҫри Юрий Городецкий пулмалла. Фестиваль вӑхӑтӗнче сцена ҫине Италири, Румынинчи, Грецинчи, Канадӑри, Казахстанри, Китайри, Беларуҫри, Германинчи артистсем тухмалла. Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннисен пултарулӑхӗпе те киленме май килӗ. Кӑҫалхи фестиваль 27-мӗш хут иртет. Кӑҫал кӗркунне йӗркелекен ҫӗршыври чи лайӑх фестивальсенчен пӗри шутланать вӑл. Вырсарни кун «21-мӗш ӗмӗр тенорӗсем» концерт пулӗ. Билетсем хакӗ 500 тенкӗрен пуҫласа 2100 тенкӗ таран пулин те вӗсене халӑх кӑмӑлтан туянать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() «Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ. Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ. Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
