Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин экс-мэрӗ тӗлӗшпе чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд пулӗ. Ун чухне малтанхи итлев иртӗ.

Экс-мэр дожноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков мэр пулнӑ чухне администрацин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхӗ Елена Егорова кӳнӗ тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Елена Егорова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хыснине 3,1 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑма айӑплӑ тесе йышӑннӑ, условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, анчах Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ амнистие лекнӗ.

Хула администрацийӗ вара кӳнӗ тӑкак шыраса илмен. ФСБн Чӑваш Енри управленийӗ ҫакӑншӑн ун чухне сити-менеджер пулнӑ Олег Бирюков айӑплӑ тесе шутлать.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи Яранкасси ялӗнче пурӑнакан Майоровсем темӗн тӗрлӗ чӗрчун та, кайӑк-кӗшӗк те усраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Альпака туяннӑ.

Майоровсем ятарласа Краснодар крайне кайса альпакӑн пӗр аҫине тата икӗ амине илсе килнӗ. Чӗрчунсем ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫемье вӗсене 30 кунлӑха карантина хупнӑ.

Альпака – Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан чӗрчун. Вӑл 81-99 сантиметр ҫӳллӗш, 48-84 килограмм таять. Вӗсен ҫӑмӗ паха, вӑл сурӑхӑнни пекех, анчах ҫӑмӑлрах. Альпакӑн какайне те ҫиеҫҫӗ. Пасарта вӗсен тирне те сутаҫҫӗ.

 

Хулара

Троллейбуссене каллех улшӑну пырса тивӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем урӑх расписанипе ҫӳрӗҫ. Транспорт хӗллехи режима куҫӗ.

Унччен троллейбуссем каҫхи 10 сехетчен ҫеҫ ҫӳретчӗҫ. Ҫакна тӑкаксене саплаштарас тӗллевпе тунӑ. Анчах халӑхшӑн ку меллӗ мар. Агрегат савутӗнче, Промтракторта ӗҫлекен ҫынсем юлашки рейса ӗлкӗреймен.

Халӗ расписание ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Малашне рейссем сахалрах пулӗҫ: 1695 ҫеҫ (унччен – 1885). Шӑматкун 1308 рейс ҫеҫ ҫӳрӗ, вырсарникун вара – 1167.

Ӗҫлемелли кунсенче ирхине троллейбуссем унчченхи пекех нумай ҫӳрӗҫ. 1-мӗш троллейбус Промтраткор патӗнчен 22.55 сехетре кайӗ. 2-мӗш троллейбус Агрегат савутӗнчен 23.11 сехетре тапранӗ. 16-мӗш троллейбус Маштехникумран 23.33 сехетре кайӗ. 15-мӗш тата 18-мӗш троллейбуссем Хӗрлӗ тӳремрен 22.34 тата 22.58 сехетсенче тапранӗҫ. 22-мӗш троллейбус вара Университет патӗнче юлашкинчен 17.37 сехетре пулӗ, «Ҫӑкӑр» савут патӗнче вара – 18.04 сехетре.

 

Экономика

Йывӑрлӑхри «Трактор савучӗсем» концерн предприятийӗсем «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн управленине куҫаҫҫӗ.

Аса илтерер, унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханнине Чӑваш халӑхс айчӗ унччен тепӗлтернӗччӗ. Савут шӑпине юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчеЧӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура та сӳтсе явнӑччӗ.

Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та ҫак ыйтӑвах хускатнӑ. Унта «Ростех» корпораци, Тулашэкономбанк пайташӗсем хутшӑннӑ.

Панкрутлӑх процедури урлӑ финанс енчен сыватасшӑн. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Мускавран килнисем. Ӗнерхи тӗлпулура ҫынсене ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе те ҫине тӑма, парӑмсем капланмасса шантарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Муркашри «Путене» ача-пӑча пахчинче чӑвашлӑха юратнине «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Роза Власова журналист ҫырса кӑтартнӑ.

Асӑннӑ учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн 200 пин тенкӗ укҫине тивӗҫнӗ. «Кунта шӑпӑрлансем мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсчӗр, чӑваш чӗлхине, юрри-кӗввине юратчӑр, йӑли-йӗркине чухлаччӑр тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен садик ятӗнченех палӑрать ав. Кунта кашни ушкӑнра чӑвашлӑх кӗтесӗ пур. Воспитательсемпе ачасем валли ятарласа чӑваш кӗписем ҫӗлетнӗ», — ҫырса кӑтартнӑ хаҫатра.

«Путене» ача-пӑча пахчи 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑтам, аслӑ, хатӗрленӳ ушкӑнӗсенче эрнере икӗ хут чӑваш чӗлхине вӗренеҫҫӗ иккен. Кашни ушкӑнрах чӑвашлӑх кӗтесӗ пур-мӗн. «Вӗсенче — чӑваш наци тумӗ, чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ пуканесем, чӑвашсен ӗлӗкхи савӑт-сапи, тӗрри-эрешӗ, чӑваш символики. Кашни ачан чӑваш кӗпи, тухйи пур. Мероприятисенче яланах чӑваш кӗпи тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа шкула кайичченех кунта ҫӳрекен ачасем Чӑваш Ене, чӑваш чӗлхине, культурине тата историне хисеплеме вӗренеҫҫӗ», — ҫырса кӑтартнӑ вырӑнта пулса курни тӑрӑх хаҫатра.

 

Статистика

Кӑҫал Чӑваш Енри ҫемьесене ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме ҫӑмӑлрах. 2015 ҫулта ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах пулнӑ.

Икӗ ҫул каялла республикӑри ҫемьесен 10,2 проценчӗ ҫеҫ ипотекӑпа усӑ курнӑ. Кӑҫал ку кӑтарту 19,5 процента ҫитнӗ. Ҫапах Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсен хушшинче ку енӗпе 67-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара — юлашки вырӑнта.

Раҫҫейӗпе илес-тӗк, ҫемьесен 25,8 проценчӗ ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме пултарать. Малти вырӑнсен Ямал-Ненец, Чукотка, Ханты-Манси автономи округӗсем, Магадан облаҫӗ йышӑннӑ. Унти регионсенче кашни иккӗмӗш ҫемьен ипотека илме май пур. Севастопольте, Крымра ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах.

Палӑртмалла: танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне ҫемье 54 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илнине, хваттер хакӗн 20 процентне тӳленине тата ипотекӑшӑн тупӑшӑн 70 процентне тӳленине шута илнӗ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ананьевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вырӑнти влаҫ нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ.

Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пилӗк пӳлӗм. Ӑна тума 2 миллион та 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫурта 3 уйӑхра хӑпартнӑ. Унччен Ананьевсем 46 тӑваткал метрлӑ пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫурт вара пысӑк – 94 тӑваткал метр.

Ҫемье ҫӗнӗ ҫуртшӑн питӗ савӑннӑ. Вӗсем йӑлана тӗпе хурса пӳрте малтан кушака кӗртнӗ. Хӑйсем унта ҫак кунсенче пурӑнма куҫасшӑн. Ананьевсен хуралтӑ таврашӗ ҫӗклесси, пахчана йӗркене кӗртесси ҫеҫ юлнӑ.

Сӑмах май, Йӗпреҫ районӗнче нумай ачаллӑ 13 ҫемье черетре тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17537
 

Республикӑра

ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ.

Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45778
 

Политика

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн ӗҫ укҫине 10 процент чакарни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Вӑл ун чухне ытти тӳре-шарана та шалӑвне пӗчӗклетме сӗннӗччӗ.

Депутатсем Элтепер сӗннине ырласа йышӑннӑ. Кун пирки парламент спикерӗ Валерий Филимонов Патшалӑх Канашӗн президиумӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ку улшӑну парламентра ӗҫлесе шалу илекенсене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсен ӗҫ укҫи хӑҫан тата мӗн чухлӗ пӗчӗкленесси пирки сӑмах пулман.

Аса илтерер: 2018 ҫултанпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн пайташӗсем ӗҫ укҫине 10 процент сахалрах илӗҫ. Хушӑва кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Раҫҫейре

Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ижевск хулинче 9 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗр подъезчӗ ишӗлсе аннӑ. Унта газ сирпӗннӗ-мӗн.

Регионти МЧС управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ сирпӗннӗ хыҫҫӑн пӗр подъезд йӑлтах йӑтӑнса аннӑ. Унта 16 хваттер пулнӑ, вӗсенче 99 ҫын пурӑннӑ. Каҫхи 5 сехет тӗлне ишӗлчӗк айӗнчен икӗ ҫынна кӑларнӑ. Вӗсене тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ.

Хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗ вара инкекре пӗр ҫын вилнине пӗлтерет. Халӗ ҫав вырӑнта ятарлӑ службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ишӗлчӗк айӗнче миҫе ҫын пулма пултарассине хальлӗхе пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45780
 

Страницӑсем: 1 ... 2473, 2474, 2475, 2476, 2477, 2478, 2479, 2480, 2481, 2482, [2483], 2484, 2485, 2486, 2487, 2488, 2489, 2490, 2491, 2492, 2493, ... 4134
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 06

1932
94
Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...