Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Республика тӳремӗнче терроризма хирӗҫ акци иртнӗ. Унта 7 пин ҫын хутшӑннӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Питӗрте метро сирпӗннӗ. Унта 13 ҫын вилнӗ, 60 ытла суранланнӑ. Ҫавна май Раҫҫейре терроризма хирӗҫ акци ирттерме палӑртнӑ. Унта Шупашкар та хутшӑннӑ. Митингра влаҫ ҫыннисем, политика партийӗсен, общество организацийӗсен элчисем сцена ҫине тухса калаҫнӑ. Унтан шӑплӑх минучӗ иртнӗ. Митинга килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ терроризм пур халӑх инкекӗ пулнине палӑртнӑ. Нумай ҫын Питӗрпе ҫыхӑннӑ: пӗрисен тӑванӗсем унта пурӑнаҫҫӗ, теприсем унта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн сайт ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (малтанхи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • Альбина Юратуна министерство мӗнле хурав панине каласа патӑмӑр; • Чӑваш Енри журналистсем хӑйсене ирӗклӗ е ирӗксӗр туйнине пӗлтертӗмӗр; • Ачасене воспитани паракан хӗрарӑм митинга тухсан мӗн ҫухатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр; • «ЮТВ» телеканала «Роскомнадзор»-тан мӗншӗн сӑмах лекнине уҫса патӑмӑр; • Дмитрий Медведев чӑваш тӑрахне мӑн валли укҫа уйӑрманни ҫинчен каласа патӑмӑр; • Федераци театрӗсем пирӗн тӑрӑха мӗнле сӑлтава пула айккинчен иртсе кайнине пӗлме пултартӑр; • Тӗмен облаҫӗнче мӗнле семинар чӑвашла иртни пирки пӗлейрӗр; • Константин Яковлев министр мӗнле ҫӗнӗ картина туянни пирки хыпарларӑмӑр; • «Раҫҫей мисӗ» конкурса миҫе чӑваш хӗрӗ каясси пирки каласа патӑмӑр; | ||
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Хусанти «Идель.Реалии» сайтра «Чувашский продержится не более 50 лет?» интервью тухнӑччӗ. Унта чӑваш сӑмахӗпе культурин ку чухнехи лару-тӑрӑвне самаях тарӑн та тӗрлӗ енлӗн хак пани курӑнчӗ. Калаҫӑва Чӑваш ваттисен тӗп канашӗнче сӳтсе явнӑ чухне хамӑрӑн йышӑнӑва юлашки инстанцие — Республика пуҫлӑхӗ патне тата хаҫатсене яма хушрӗҫ. Республикӑри хаҫатсем пичетлемерӗҫ, тулай хаҫатсенче ҫеҫ кун курчӗ. Ҫыру «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ. 2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче ЧР Министрсен кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хурав электрон почтӑпа килчӗ. Ҫырӑва тирпейлӗ ҫырнӑ, «малашне тата тимлӗрех ӗҫлемелле» тенӗ, анчах Ваттисен канашӗ лартнӑ ансат ыйтусене пӗрне те хуравламан. Ача пахчисемпе шкулсенчи чӑваш вӗрентӗвне тӗрӗслесе тӑрасси, вӗрентӳ сехечӗсене ытти чӗлхесеннинчен катса хӑвармасси тата Ашшӗ-амӑшӗн ҫулталӑкӗнче килте, урамра чӑвашла та, вырӑсла та тимлесе калаҫас тесе халӑхра ятарласа анлӑ юхӑм пуҫарасси пирки Республика ертӳлӗхӗн шухӑшне кӗтнӗччӗ. | ||
Культура
![]() «Радио-Дача» Чӑваш Енре ҫӗнӗ радиоканал — «Радио-Дача» — ӗҫлеме пуҫланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем итлейӗҫ. Радиоканала федераци шайӗнче 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче регистрациленӗ. Ӑна 105,7 МГц частота ҫинче итлеме пулать. Роскомонадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ надзор органӗн пайташӗсем те сете ӗҫлеттерсе янине йышӑнакан комиссире пулнӑ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 151 массӑллӑ информаци хатӗрне регистрациленӗ, ҫав шутран 117-шӗ — периодика кӑларӑмӗсем (85 хаҫат, 28 журнал, 2 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог), электрон МИХсем — 32 (2 радиопрограмма, 12 телеканал, 18 радиоканал) тата 2 информаци агентстви. Чӑваш халӑх сайчӗ те, сӑмах май, халӗ МИХ евӗр регистрациленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ. Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова. Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ. Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() «ЮТВ» телеканалӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗ административлӑ протокол ҫырнӑ. Хӑй укҫипе уйрӑм ҫын тытса тӑракан телеканала надзор органӗ «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» (чӑв. Ачасен сывлӑхне тата аталанӑвне сиен кӳрекен информацирен хӳтӗлесси) федераци саккунне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Телеканал ӗҫне Роскомнадзорӑн управленийӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен сӑнаса тӑнӑ. Маларах асӑннӑ саккунсӑр пуҫне Раҫҫейӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин 2012 ҫулхи 202-мӗш номерлӗ приказӗ вӑл те ку кӑларӑм хӑш ҫулхисем валли пулнине кӑтартмалли пирки калать. Анчах «ЮТВ» телеканалӑн ҫак енӗпе кӑлтӑк тупӑннӑ: вӑл пур чухне те ӑна пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музей комплексне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах историпе ӳнер музей комплексӗ пирки пырать. Унӑн пуҫлӑхне Александр Ильина ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти музейпа Нина Глотова «хуҫаланӗ». Рита Кириллова журналист Фейсбукра тӗлӗнсе ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑх юлашки ҫулсенче Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Музейра вӑл нихӑҫан та ӗҫлемен: пуҫламӑш классене вӗрентнӗ, шкул тулашӗнчи ӗҫе йӗркеленӗ, Шупашкарта КПСС райкомӗнче инструкторта тӑрӑшнӑ, хула комитетӗнче агитаципе пропаганда пайӗнче консультант пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче педагогика пӗлӗвӗ илнӗскер юлашки ҫулсенче тивӗҫлӗ канура. Журналиста пуринчен ытла тӗлӗнтерни музея ертсе пыма отрасльте ӗҫлемен ҫынна лартни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Михаил Ивановӑн пӗрремӗш альбомӗ Путишлерех ҫак тӗслӗхе Альбина Юрату Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Сӑмахне вӑл тивӗҫлӗ канури лӑпкӑ пурнӑҫа ырланинчен пуҫланӑ: «Ӑҫта каяс килет — каятӑн, мӗн чухлӗ ҫывӑрас килет — ҫывӑратӑн, кама ыталас килет — ыталатӑн... Никам та кӗвӗҫмест, арӑмсем те...», — тенӗ вӑл унта. Тӗп шухӑшӗ вара — Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче Михаил Иванов юрӑҫпа иккӗш хушшинчи пӗр пулӑм пирки. Альбина Юрату хӑй каланӑ тӑрӑх, Василий Филиппов композитора пула вӑл юрӑҫа ҫын умӗнчех чуптуса илнӗ. Тӗрӗссипе вара вӑл ӑна «Юратупа телей сунса» юрӑ альбомӗ пуҫласа тухнӑ ятпа саламланӑ. Сцена ҫинчех Альбина Юрату сӑвӑҫа шампань эрехӗ тыттарнӑ. Концерт хыҫҫӑн артистсемпе «ҫӑвас» тенӗ-мӗн те, анчах кӗленчене такам йӑкӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта 50 ҫул каялла хупнӑ масара тепӗр хутчен хупнӑ. Хулан тӗп пайӗнче 2А микрорайонта вырнаҫнӑ ҫӑвана (Гагарин, Ярмӑркка, Пионер, Калинин урамӗсен чиккинче вӑл) хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хупасси пирки постановление алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑван пур территорийӗнче те пытарма юрамасть. Анчах ку виле ҫунтарнӑ кӗле пырса тивмест. Ӑна тӑванӗн вилтӑпри ҫине пытарма юрать. Анчах ҫакна тумашкӑн тӑван пулнине ӗнентерекен документ кирлӗ. Ку масара 2015 ҫулта строительсем микрорайона пӑхса ҫаврӑннӑ чухне тупнӑ. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку ҫӑвана 1967 ҫулта Шупашкарти ӗҫ тӑвакан комитет хупнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта В.И.Чапаева асӑнса ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртет. Унта ҫӗршыври 15 регионти ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ хутшӑнӗ. Пирӗн республика чысне 40 спортсмен хӳтӗлӗ. Вӗсем малти вырӑна тухассишӗн сакӑр виҫе категорийӗнче тупӑшӗҫ. Арҫынсем те, хӗрарӑмсем те вӑй виҫӗҫ. Ӑмӑртура медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ. Ҫӗнтурӳҫӗсене дипломпа, медальпе, парнепе — «Чапай» пӑхӑр бюстпа — хавхалантарӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парӗҫ. Палӑртса хӑвармалла: турнир 50-мӗш хутчен ӗнтӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 5-мӗш спорт шкулӗн ятарлӑ залӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |