Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре юханшывра арҫын ача путса вилнӗ. ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем ӑна шырама тухнӑ. Хальлӗхе ачан виллине тупайман-ха. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ тесе ҫирӗплетме ҫук-ха. Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакан ҫемье каҫкӳлӗм Кӗтне юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача пулӑ тытнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та уттарнӑ. Ахӑртнех, вӑл кун хыҫҫӑн путма пултарнӑ. Паян водолазсем ачасене шырама кайнӑ. Юханшыв хӗрринче ачан сумкипе, вӑлтине тупнӑ. Кӗлеткине тупман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Парашютпа сикнӗ чухне икӗ салтак аманнӑ. Вӗсем — Чӑваш Енрен. Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Максим Алексеевпа Иван Ермолаев салтака пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кайнӑ. Каччӑсем Мускав ҫывӑхӗнчи Кубинка хулинче сывлӑш десанчӗн ҫарӗнче тивӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче вӗсем тренировка ирттернӗ: Смоленск облаҫӗнчи Вязьма хулинче парашютпа сикнӗ. Ку вӗсемшӗн пӗрремӗш хут пулнӑ. 70 метр ҫӳллӗшӗнче Ермолаев Алексеев парашючӗн куполӗ ҫине ларнӑ, 20 метр ҫӳллӗшӗнче иккӗшӗн те парашючӗсем хупӑннӑ. Каччӑсем ҫӗре ӳкнӗ. Максим та, Иван та кӗлеткин тӗрлӗ пайне хуҫнӑ. Вӗсене Вязьма хулинчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрамалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗҫ. Хальлӗхе Максима киле ярасси паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗренекен ачасем Калинин районӗн сучӗн залӗнче пулнӑ. Унта вӗсем валли экскурси ирттернӗ. Шкул ачисем суд приговорне те итленӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр кафере Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлӗшӗн укҫипе докуменчӗсене вӑрланӑ. Анчах суд залне пур ача та лекеймен. Унта юрист пулма ӗмӗтленекенсем ҫеҫ кӗнӗ. Ачасем кашни сӑмаха тимлӗн итленӗ. Саша Майорова вара малтан кам пулассине пӗлмен. Кунашкал урокра пулса курнӑ хыҫҫӑн вӑл юриста вӗренме палӑртнӑ. Сӑмах май, судра уҫӑ уроксем тӑваттӑмӗш ҫул иртеҫҫӗ ӗнтӗ. Унта лекессишӗн шкулсем черет те тӑраҫҫӗ. Кунашкал экскурсисем ачасене йӑнӑш утӑм тӑвасран та, тӳрӗ ҫултан пӑрӑнасран та сыхланма пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта «Контрабас тӗнчи» пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртнӗ. Унта тӗнчери пултаруллӑ контрабасҫӑсем хӑйсен пултарулӑхне тата ҫак музыка инструменчӗн илемлӗ янӑравӗпе куракана тыткӑнланӑ. Фестиваль кунӗсенче май тӗп хуламӑрти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Эрик Хансен тата Ростислав Яковлев маҫтӑр-класс ирттернӗ. Эрик Хансен — контрабас профессорӗ. Вӑл АПШри Юта штатри Бригам ячӗллӗ университетри музыка шкулӗнче симфони оркестрӗн дирижерӗнче тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне вӑл Юта оркестрӗн солисчӗ тата дирижерӗ. Ростислав Яковлев — Пӗтӗм Союзри конкурс лауреачӗ, Питӗрти филармонин симфони оркестрӗн солисчӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче асра юлмалла концертсем те иртнӗ. Вӗсенчен пӗри куракансене Шупашкарти филармони залне пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский Чӑваш Енпе Челепи (Челябинск) облаҫӗ килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки ӗнер пирӗн республика Элтеперӗпе облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Борис Дубровский икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енри делегаци Челепири икӗ кунлӑх визита ӗнер пуҫланӑ. Унта пирӗннисем хамӑр мӗнпе пуянни пирки паллаштарас тӗллевпе тухса кайнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. Челепи облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пирӗн электротехника отраслӗ вайлине палӑртнӑ. Унта вара металлурги аталанать. Челепи тӑрӑхӗнчи металлургсен продукцийӗнчен 27–28 процентне пирӗннисем туянаҫҫӗ иккен. Облаҫри предприяти-организацисемпе паллашассине паян пирӗн делегаци (йыша Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне правительство пуҫлӑхӗ Михаил Резников, экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кӗнӗ) малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар район админситарцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Маслова Ӗнер Шупашкар районӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри — муниципалитета ертсе пыракана палӑртассипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова ҫак уйӑхра арестленӗ. Георгий Егоров тӗлӗшпе тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна суд килте лармалла тунӑ. Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан, экономика пайне ертсе пыракан 52 ҫулти Зоя Маслована шаннӑ. Район администрацийӗн шайӗнче карьера тума пуҫличчен ҫак хӗрарӑм асӑннӑ районти казначействӑна ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ял хуҫалӑх отраслӗшӗн хальхи вӑхӑт яваплӑ тапхӑрсенчен пӗри. Вӑрлӑха ака кондицине лартмалла, ҫитменнине туянмалла, ҫунтармалли-сӗрмелли материал, техника валли саппас пайсем, удобрени илмелле. Шӑмӑршӑ районӗнчи «Колос» тулли мар яваплӑ хуҫалӑх акана тухма хатӗр темелле. Унта вӑрлӑх та йӑлтах кондициллӗ, бензин-топливо та ҫителӗклех туянса хатӗрленӗ, удобрени кӳрсе килесси малалла пырать. Ҫураки валли кирлӗ техникӑна ҫак уйӑх вӗҫлениччен юсаса пӗтермелле. Хуҫалӑхӑн учредителӗпе Юрий Павелкинпа паян Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов тӗл пулнӑ. Юрий Павелкин — «СимбирскМука» учредителӗ, «Симбирка» суту-илӳ ҫурчӗн тӗп директорӗ. Район ертӳҫине ҫав ҫын кӑҫал ҫуртрисем 1300 гектар йышӑнассине пӗлтернӗ, ҫав шутран 400 гектарне сахӑр кӑшманӗ йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Вӑрӑ вӑрра шанманран мар-ха, сутуҫӑсем улталама тӑрӑшнӑран ҫак мера патне пырса тухнӑ Улатӑрти налукҫӑсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслевпе касса техникипе усӑ курас йӗркене пӑсса усламҫӑсем налукҫӑсене шӑнман пӑрпа лартса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнман пӑрӗ кунта налук сахалтарах тӳлеме хӑтланнине пӗлтерет-ха. Суйма-улталама хӑтланакансен касса чекне тӗрӗслемелли ятарлӑ кодпа хаклама пулать-мӗн. Касса чекне пуҫтарма Улатӑрти налукҫӑсем инспекцин (вӑл хулари Гончаров урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) фойинче ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Унта чексене кирек кам та чек пырса яма пултарать. Ҫав документа тӗрӗслесе налук сахалтарах тӳлес тесе суйма хӑтланакан сутуҫӑсемпе уйрӑм усламҫӑсене тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнче Бокс енӗпе республикӑри XIX уҫӑ турнир иртнӗ. Унта хутшӑннисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн пӗрне-пӗри чышкӑланӑ. Турнира Чӑваш Енри тата Чулхула облаҫӗнчи 110 ҫамрӑк боксер пырса ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ районӗсем вара хӑйсен ачисем маттур пулнине хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ. Унти «Асамат» ача-пӑчан спорт шкулне (тренерӗ — Н.В.Ремеслов) ҫӳрекенсем Элӗк рингӗнче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Александр Иванов, Сергей Чернов, Артём Федоров, Валерий Рыжов тата хулари 2-мӗш вӑтам шкулти Алишер Александров ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл призерсем — 2-мӗш вӑтам шкулти Максим Петров, Кирилл Казаков и Максим Максимов, унти Максим Борисов бронзӑна тивӗҫнӗ. |
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ачасен ҫуллахи канӑвне пырса тивекен ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Кӑҫал сывлӑха ҫирӗплетмелли кампание 900 организаци хутшӑнӗ. Вӗсенче 99 пин ытла шӑпӑрлан канмалла. Вӗсенчен 48 пинӗше — йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасем. Компание пурнӑҫламашкӑн 491 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче ачасем чирленипе чирлеменнине сӑнаса тӑрассине палӑртнӑ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Инфекци ерет-и, ача апат-ҫимӗҫпе наркӑмӑшланать-и, суранланать-и — пур тӗслӗхе те Республикӑри катастрофа медицинин центрӗн дежурнӑйне пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |