Персона
![]() Валери Туркай ҫӗнӗ кӗнекепе Валери Туркай поэт «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххине тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Шулай яшим тенине чӑвашла куҫарсан «Ҫапла пурӑнатӑп» пулать. Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗскер тутарсемпе чылайранпах ҫыхӑну тытни пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет. 2008 ҫулта вӑл тутарсен Зариф Башири ҫыравҫин «Чувашская девушка Анисса» повеҫне чӑвашла тата тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Хайлава ун чух Зинаида Стеклова куҫарнӑ пулсан, 2010-мӗшӗнче Габдулла Тукайӑн «О любви к тебе писал я, мой народ» сӑвӑ пуххине чӑвашла куҫарса пичетленӗ. 2014 ҫулта вӑл Муса Джалилӗн «Моабитские тетради» сӑвӑсен ярӑмне куҫарса чӑваш вулаканӗ патне ҫитернӗ. Тутар ҫыравҫисен ытти хайлавне те вӑл куҫарман мар. «Шулай яшим» сӑвӑ пуххине Валери Туркайӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енри пӗр ҫуртра хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ: тӳрех виҫӗ виле тупнӑ унта. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем унта 10 кун выртнӑ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм чӳречерен 57-ри кил хуҫин виллине асӑрханӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем шалтан питӗрнӗ алӑка уҫнӑ. Унта вара — виҫӗ виле. Тата 62-ри тата 57 ҫулти ҫынсем выртнӑ унта. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 19 е 20-мӗшӗнче кил хуҫи хӑйӗн икӗ пӗлӗшне, ун патӗнче пурӑннӑскерсене, вӗлернӗ: шӗвер япалапа кӑкӑрӗ, мӑйӗ, ҫурӑмӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Кайран вара хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатмашкӑн экспертизӑсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче яланхи пекех призыв кампанийӗ пуҫланӗ. Ҫуркуннехи призывра пирӗн республикӑран 1 500 яхӑн ҫамрӑка ҫара илсе каймалла. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнче Чӑваш Ен призыв планне тултарас енӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Тӗпленрех каласан, кӑҫалхи ҫуркунне 1491 каччӑ салтак атти тӑхӑнӗ. 410 йӗкӗте ҫар училищисене ямалла. Анчах унта каяс кӑмӑллисен йышӗ ытларах. Хальлӗхе ҫар училищисене ямашкӑн 396 ҫамрӑка суйланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӗркунне Чӑваш Енрен 1223 ҫамрӑк салтака кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ӗнер Хусанти Туслӑх ҫуртӗнче чӑваш студенчӗсем пухӑннӑ. Пухӑва ҫирӗм ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ — Тутарстанран та, Чӑвашран та. Тӗлпулӑва йӗркелекенӗ — Ҫарӑмсан районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Хусанти патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Василий Борисов студент. Пухӑннисем умӗнче «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев тухса сӑмах каланӑ. Вӑл ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнӑ тата унӑн паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа панӑ. Чӑваш чӗлхине хӳтӗлемелли меслетсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Тӗслӗх пек смартфонсем ҫинче чӑвашла сарӑмпа усӑ курнине палӑртса хӑварнӑ. Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама Чӑвашран Хусана вӗренме килнӗ студентка пулӑшнӑ. Константин Малышев пухӑннисене чӑвашлӑх анине хӑй мӗнле кӗрсе кайни пирки те каласа кӑтартнӑ. Ку студент вӑхӑтӗнчех пулни пирки ҫамрӑксем пӗлнӗ. Кунашкал пуху Хусанта пӗрремӗш хут иртнӗ, ҫамрӑксене вӑл килӗшни пирки пӗлтернӗ. Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ. Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре ӗҫ ҫыннине халалласа палӑк уҫӑ. Ӑна культура ӗҫченӗсем хайсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑ. Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫӗрпӳ хулине шӑратса тунӑ кӳлепесем ахаль те илем кӳреҫҫӗ-ха. Вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Вӑл, аллине шӑпӑр тытнӑскер, иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин сӑнарӗ те вырӑн тупнӑ. Пӗлтӗр Ҫӗрпӳ ярмӑркки вӑхӑтӗнче Печкин патне Матроскин кушак аҫипе Шарик йытӑ хушӑннӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗрпӳсем II Екатерина статуйине ӑсталассипе тимленине, ӑна хулари паркра лартассине пӗлтернӗччӗ. Тимӗр кӳлепесене юсанмалли 9-мӗш колонире айӑплава ирттерекенсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑ ялӗнче 32 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ тӗлӗшпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Вӑл киле 100 метр ҫеҫ ҫитеймен. Пӑтӑрмах умӗн ӑна ӳсӗр курнӑ. Унӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Вӑл Шӑмӑршӑ ялӗ хӗрринче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ. Кӗлетки ҫинче суран таврашӗ пулман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын эрех ӗҫнипе ӗҫменнине те экспертиза ирттерсе палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ. Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ. Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ. Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ. Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, артистсене Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче чысланӑ. Кӑҫал чыслав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Конкурса кашни ҫулах ҫӗнӗлӗх кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал артистсене жюри пайташӗсем мар, ахаль ҫынсем дипломсем тыттарнӑ. «Эпизодри чи лайӑх роль» номинацире Сергей Алексеев ҫӗнтернӗ. Вячеслав Оринов ачасем валли чи лайӑх спектакль лартнине палӑртнӑ («Недоросль»). «Чи лайӑх спектакль» номинцире Валерий Яковлевӑн «Константин Иванов» постановки ҫӗнтернӗ. Унта тӗп роле вылякан Валерий Карпов «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» номинцире мала тухнӑ. Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артистки Оксана Ананьева «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире мала тухнӑ. Ӑна ҫак ята «Безымянная звезда» спектакльте Ятсӑр хӗрарӑма калӑпланӑшӑн панӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире никама та палӑртман. «Спектакльти чи лайӑх музыка» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫине тухнӑ «Муха-Цокотуха» спектакле илемлетнӗ Андрей Галкин композитор ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре юханшывра арҫын ача путса вилнӗ. ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем ӑна шырама тухнӑ. Хальлӗхе ачан виллине тупайман-ха. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ тесе ҫирӗплетме ҫук-ха. Ку ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗнче пурӑнакан ҫемье каҫкӳлӗм Кӗтне юханшывне пулӑ тытма кайнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача пулӑ тытнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та уттарнӑ. Ахӑртнех, вӑл кун хыҫҫӑн путма пултарнӑ. Паян водолазсем ачасене шырама кайнӑ. Юханшыв хӗрринче ачан сумкипе, вӑлтине тупнӑ. Кӗлеткине тупман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |