Хулара
![]() Елена Загорская тунӑ сӑн Шупашкарти Кузнецовсен ҫемйи 17 ҫул 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать. Галинӑпа Игорь пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли – 16-ра, кӗҫӗнни ҫулталӑк та тултарман. Кузнецовсен ҫичӗ уйӑх каялла ывӑл кун ҫути курнӑ. Ҫемье Петров урамӗнче пурӑнать. Пӗчӗк пӳлӗмре телевизор, компьютер, апатланмалли сӗтел те пур. Урок тумалли пӗр сӗтел кӑна. Каҫхине тӑватӑ арҫын ача икӗ яруслӑ кравать ҫине выртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара урайне матрас сарса ҫывӑрать. Чи пӗчӗкки вара кӳме ҫинче выртать. Ҫемье нумай ачаллӑ пулнӑран черете тӑнӑ. Халӗ вӗсем списокра 20-мӗш. Ҫемье ҫитес ҫул ҫӗнӗ хваттере куҫма ӗмӗтленет-ха та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() "Про Город" тунӑ сӑн ЧР Экономика аталанӑвӑн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви ку эрнере лавккасенче апат-ҫимӗҫ хакӗсем мӗнлерех улшӑннипе паллаштарнӑ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче, иртнӗ эрнепе танлаштарсан, хӑш-пӗр пахча ҫимӗҫ йӳнелнӗ. Помидор хакӗ 11 тенкӗ чакнӑ, хӑяр вара – 9 тенкӗ. Ҫавӑн пекех кишӗр тата сухан хакӗсем кӑштах пӗчӗкленнӗ. Ку эрнере сысна ашӗ 6 тенкӗ чакнӑ. Ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, рис, сахӑр та йӳнелнӗ. Чӑх какайӗ, кӑлпасси, хӑйма, чӑкӑт, чей, тӑвар, ҫӑнӑх, ҫӑкӑр, хура тул, вир кӗрпи, вермишель хакӗсем улшӑнман. Пулӑ тата тӑпӑрчӑ хакланнӑ. Ҫавӑн пекех ӗне какайӗ, услам ҫу, сӗт, ҫӑмарта, макарон хакӗсем хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Дальнобойщиксем лӑпланман-ха. Вӗсем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеттернипе килӗшесшӗн мар. Ӗнер, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, фура водителӗсем каллех влаҫа «илттересшӗн» пулнӑ. Каллех акци ирттернӗ вӗсем. Дальнобойщиксем колоннӑпа тӑрса ҫулпа майӗпен пынӑ. Паллах, ку ыттисене вӗчӗрхентернӗ. Ӗнер водительсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Ромашка» ҫавра ҫул таран килнӗ. Ҫула тухиччен вӗсем патне ҪҪХПИ экипажӗсем пынӑ та саланма ыйтнӑ. Анчах дальнобойщиксем хӑнк та туман, малаллах кайнӑ. Анчах полицейскисем ҫула хупӑрласа дальнобойщиксене пӗрерӗн яма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшман. Пӗр ҫухрӑмранах каллех колонна пуҫтарӑннӑ. Водительсем «Ромашка» ҫавра ҫул патне ҫитсен ҫеҫ саланнӑ. Палӑртмалла: вӗсем хӑйсене йӗркеллех тытнӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑсман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Правительстви «Чӑваш Республикинчи ӗҫ ветеранӗсем пирки» саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Мӗнлисене? Халӗ ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен арҫынсен — 42,5 ҫул, хӗрарӑмсен 37,5 ҫул ӗҫлемелле. Ку хисепсем унчченхи пекех юлӗҫ. Анчах ӗҫ ветеранӗн ятне илес тесен малашне ӗҫ стажӗн ҫуррине республикӑра пухмалла. Ҫыннӑн професси тӗлӗшӗнчен репутацийӗ вара таса пулмалла. Выговорсем, асӑрхаттарусем пулмалла мар. ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Сергей Дмитриев палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 120 ҫын кун тӗлӗшпе ыйту ҫырнӑ ӗнтӗ. Сӑмах май палӑртса хӑварар: республикӑри ӗҫ ветеранӗсене уйӑхсерен 1082 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Тата вӗсен ҫыхӑнушӑн 50 процент ҫеҫ тӳлеме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР Ҫутҫанталӑк экс-министрӗнчен тата пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынран суд 260 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Ку — Шупашкар районӗн сучӗн йышӑнӑвӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, 53-ри Иван Исаевӑн тата 59 ҫулти Геннадий Мусабировӑн 260 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлеме тивӗ. Аса илтерер: Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2015 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Иван Исаева айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 2010–2011 ҫулсенче аукцион хучӗсене тата патшалӑх контракчӗсене саккунсӑр майпа вӑрман касас ӗҫ пирки кӗртнӗ. 2011 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче 56 ытла кубла метр вӑрман каснӑ. Ҫапла майпа Исаевпа Мусабиров патшалӑха 260 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Явап тытакансен пурлӑхне халӗ арестленӗ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Украинӑран куҫса килнисене пулӑшу парассипе ӗҫлекен ушкӑнӑн ларӑвне ирттернӗ. ЧР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев Украинӑран ирӗксӗр тарса килнӗ 61 ҫын пурӑннине пӗлтернӗ. Вӗсенчен 34-шне вӑхӑтлӑха «Юрма» предприятире тата 37-шне «Чувашиякурорт» кану ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене вӑхӑтра татса пама хӗрӳ лини те йӗркеленӗ. Украинӑран вӑхӑтлӑха килнисене пулӑшма федераци хыснинчен 20,8 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ урлӑ 1 млн тенкӗ пулӑшу куҫарнӑ. Укҫапа выртса тӑма кравать, чашӑк-тирӗк, ытти хатӗр илнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен служба Украинӑран тарса килнисене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерессипе ҫивӗч тимленине ӗнентернӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑна ертсе пыракансем кӑна мар, районти ертӳҫӗсем те халӑх патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов Патӑрьел тата Тури Туҫа ял тӑрӑхӗсен депутачӗсемпе тата унти ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ. Района ертсе пыраканпа пӗрлех райадминистрацин структура подразделенийӗсен пуҫлӑхӗсем, газ службин ӗҫченӗсем таранах пухӑннӑ. Тӗлпулу тӗллевӗ пирки каланӑ май Рудольф Селиванов район центрӗнчи ӗҫ, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, тимлӗрех те тӗплӗнрех тишкерме ыйтнине хистенине палӑртса хӑварнӑ. Район центрӗнче тӗрлӗ професси, конфесси, наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗпе районтан килнисем йышли те район аталанӑвне витӗм кӳрет тесе шухӑшлать Рудольф Селиванов. "Пирӗн халӑха хумхантаракан мӗпур ыйтӑва пирӗн пӗлсе тӑмалла", - тенӗ вӑл. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нурӑс шкулӗнче иртнӗ уяв кунне пӗр сӑмахсӑр истори урокӗпе танлаштармалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи паянхи хыпарта палӑртнӑ. Нурӑс шкулӗн 170 ҫулхи юбилейӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех иртнӗ-ха. Пысӑк хӑнасем, офицерсем (вӗсен хушшинче кӑкӑр тулли наградӑллӑ, пакунсемлӗ ҫынсем йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Михаил Григорьев генерал-майор, Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Валерий Кошкин полковниксем, Станислав Львов, Николай Лысов подполковниксем) малтан ачасемпе тӗл пулнӑ. Патриотизм теми уявӑн тӗп пайӗнче, Нурӑсри культура ҫурчӗн сцени ҫинче те, сӳнмен. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн канашҫи Анатолий Григорьев, Мускаври кадет корпусӗн инженери службин ертӳҫи Эрик Васильев, ытти чылай хӑна Нурӑс шкулӗнче вӗреннисем тата ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Юрий Кислов депутачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Улатӑр районӗнче черетлӗ хутчен волейбол турнирӗ иртнӗ. Юрий Кислов Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать. Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кун Атрать ялӗнче иртнӗ турнирта финала тухакансене палӑртнӑ. Унта Атрать, Стемас, Кире, Кивӗ Эйпеҫ, Октябрьски ял тӑрӑхӗсенчи 15 ушкӑн вылянӑ. Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнисен хушшинче хӗрсемпе каччӑсен ушкӑнӗсем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсен те пулнӑ. Финала Киря тата Кивӗ Эйпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи хӗрарӑмсен, Стемас тата Киря тӑрӑхӗсенчи арҫынсен, Киря тата Атрать шкулӗсенчи хӗрсен, Стемасри тата Киряри шкулсенчи каччӑсен ушкӑнӗсем тухнӑ. Финалти вӑйӑ раштавӑн пуҫламӑшӗнче сакӑр ушкӑн хушшинче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене депутатран волейбол мечӗкӗ, медаль, кубок лекӗ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер ирхине Шупашкарти «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм контейнерлӑ пайра алхаснӑ. Пушар ирхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче тухнӑ. Унӑн сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем тимлеҫҫӗ. «Елена» суту-илӳ комплексӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ун территорийӗ хыҫӗнче никам ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. «Хӗрлӗ автан» шар кӑтартнине пӗтернӗ май ҫунса кайнӑ япаласене — сӑрӑна, лапочкӑна, хими ытти хатӗр-хӗтӗрне — рабочисем «Елена» хыҫӗнчи территорие тухса купаланӑ. Ҫывӑхрах, вунӑ метрта — ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсем иккен. Кунта сӑмахӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсем пирки пырать. Лакрей вӑрманӗ те ҫав тӑрӑхрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |