Культура
![]() Паян Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Чи сумлӑ парнене — кинофестивалӗн гран-прине — Марат Никитин режиссёрӑн «Хорло» фильмӗ тивӗҫрӗ. Ытти номинацисенче ҫаксем палӑрчӗҫ: • «Чи ӑста илемлӗ фильм» — Евгений Герасимов режиссёрӑн «Егор Шилов» илемлӗ фильмӗ; • «Чи ӑста документлӑ фильм» — Николай Семенов режиссёрӑн «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» фильмӗ; • «Чи ӑста кӗске фильм» — Константин Ефремов режиссёрӑн «Помрачение» фильмӗ (сӑмах май, ӑна пӗрремеш чӑваш хӑруш /хорор/ фильмӗ теме пулать); • «Чи ӑста ӳкерчӗклӗ фильм» — Владимир Галошевӑн «Чӑваш тӗнчи» мультфильмӗ; • «Чи ӑста кинооператор» — «Хорло» илемлӗ фильма ӳкернӗ Михаил Блинцов; • «Чи ӑста монтаж тӑвакан» — «Помрачение» илемлӗ фильма ӑсталама хутшӑннӑ Константин Ефремов; • «Хӗрарӑм сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Татьяна Александрова (Тани Юн); • «Арҫын сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Валерий Тарасов; • «Иккӗмӗш планри арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Сергей Сандлер; • «Иккӗмӗш планри хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Хорло» илемлӗ фильмра вылянӑ Гузаль Мамбетова; • «Эпизодла хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» илемлӗ фильмри Галина Иванова; • «Эпизодла арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Пурнӑҫ кустӑрми» тата «Хорло» илемлӗ фильмсенче вылянӑ Дмитрий Петров; • «Чи ӑста сценарист» — «Помрачение» илемлӗ фильмӗн сценарийне ҫырнӑ Евгений Мельников; • «Чи ӑста композитор» — «Хорло» илемлӗ фильмӑн кӗввине хатӗрленӗ Александр Ян Тараненко; • «Чи ӑста сасӑ режиссерӗ» — «Помрачение» илемлӗ фильма хатӗрленӗ Юрий Сергеев; • «Фильма лартакан чи ӑста ӳнерҫӗ» — «Чувашские амазонки» (чӑв. |
Хулара
![]() Анастасия Александрова тунӑ сӑн Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ. Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш. Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ. Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен чи нумай кӗнеке вулакан регион йышне кӗме пултарӗ. Пирӗн республика конкурса хутшӑнать. Хальлӗхе кӑтарту савӑнмаллиех: Чӑваш Ен чи малти 20 регион йышӗнче-ха. Конкурса Раҫҫейӗпех ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе Литература флагманӗн ятне парӗҫ. Хальлӗхе Астрахань, Вологда, Киров, Кострома, Курск, Мурманск, Чулхула, Орел, Сарӑту, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мускав, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Пушкӑрт, Бурят, Мари, Саха, Чӑваш республикисем, Питӗр, Хабаровск крайӗ чи малтисен йышӗнче. Ҫак пур регион та пысӑк статистика кӑтартнӑ, 2014-2015 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртнӗ хӑйне евӗр литература проекчӗсем тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫе чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Вӑл 2016 ҫулта чи нумай кӗнеке вулакан «тӗп хула» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать. Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн. Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра хӑйӗн ӗҫне тишкернӗ. Архивра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, унтан Чӑваш патшалӑх архивне вырӑнти фондӑн вӗренӳ, культура пайӗсен, кинофикаци, ҫӗрпе ял хуҫалӑх управленийӗн, 1935–1992 ҫулсенчи Элӗк район сучӗн тата халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн финанс уйрӑмӗн 888 ӗҫне панӑ. «Пирӗн тӗллев — халӑхӑн пуян историйӗпе культура еткерлӗхне упраса хӑварасси», — тенӗ май архив ӗҫченӗсем ӗҫ хучӗсене пӑхсах тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Этмен, Мӑн Вылӑ, Ехремкасси, Йӑлкӑш, Шӗмшеш, Урпаш, Ҫулавӑҫ, Юлӑш ял совечӗсен тата ял администрацийӗсен, ҫавӑн пекех районти финанс пайӗпе Элӗкри тӗп пульницӑн 2444 ӗҫне картун курупкасене пуҫтарса хунине те пӗлтереҫҫӗ. Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи 9 уйӑхра Тенипе Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен 237 ӗҫне тата «Звезда» хуҫалӑхӑн 302 ӗҫне упрама илнӗ. Юнтапа, Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн ӗҫӗсен номенклатурине тума килӗшӳ тунӑ. Кулленхи ҫавӑн йышши ӗҫ-хӗлпе пӗрлех Элӗк шкулӗнче 4 «б» класра вӗренекенсемпе архивра экскурси ирттернӗ. Ачасене районти архив историйӗпе, «Манӑн культура учрежденийӗ - историпе хальхи» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енри Канашри инфратытӑма аталантармалли проекта сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа килӗшӳллӗн, унта ҫӗнӗ савут хута яма палӑртнӑ. Монохулари инфратытӑма аталантармалли пирки Мускавра канашлура калаҫнӑ. Унта ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов тата ытти специалист хутшӑннӑ. Планпа килӗшӳллӗн, Канашра индустри паркӗ пулмалла. Унта вун-вун компани ӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех органика мар хими пӗрлешӗвӗсен савутне хута яма палӑртнӑ. Халӗ индустри паркне хута ярас ӗҫе резидентсене илӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр инвесторсем ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Мускавра Патшалӑх Думипе Федераци Канашӗ пуху ирттернӗ. Унта юлашки вӑхӑтра тӗнчене хӑлха ҫине тӑратнӑ ыйтӑва — терроризма — сӳтсе явнӑ. Пухура террористсене пуҫ касма сӗнӳ панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри миграци юхӑмне пӗчӗклетмелли, патшалӑх чиккисене ҫирӗплетмелли, халӑх нумай пухӑннӑ вырӑнсене лайӑх сыхламалли пирки калаҫнӑ. Алина Аршинова каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ эрне каялла шкулсенче, аслӑ шкулсенче тата училище-техникумсенче терроризмпа кӗрешекен курссем йӗркелес ыйтупа тухнӑ. Пухура калаҫнӑ ыйтусене ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ сӳтсе явӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗрӗҫ. Терроризм тӗлӗшпе сисчӗвленмелли сӑлтавӗ те пур. Юпан 31-мӗшӗнче Египетра ӳкнӗ Раҫҫей самолетне сирпӗтсе яни ҫирӗпленнӗ, Парижра пӗр кунра теракт хыҫҫӑн теракт кӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Нумаях пулмасть Патшалӑх Думи «Ветерансем ҫинчен» федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ Таджикистанра 1992–1997 ҫулсенче ҫапӑҫнӑ ҫынсем те ҫар ҫапӑҫӑвӗсен ветеранӗсен статусне илме пултараҫҫӗ. Статуса илсен, паллах, ыттисем пек ҫӑмӑллӑхсем те пулӗҫ. палӑртмалла: ку Раҫҫейри 23 пин ҫар ҫыннине пырса тивет. Вӗсем ку таранччен ветерансен категорине кӗмен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннине ниҫта та ҫырса пыман. Алена Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйтупа ун патне чылай ҫын килнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ: халӗ Таджикистанра ҫапӑҫнисем — ветерансем. Алена Аршинова ку ыйтупа 2013 ҫултах РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу патне ҫитнӗ. 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Таджикистанра ҫапӑҫнисем ветеран удостоверенине илме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче паллӑ мар ҫынсем Комсомольски районӗнчи Явӑш шкулне чӳречерен кӗрсе класран 10 компьютер, икӗ проектор, принтер тата ытти тӗрлӗ оргтехника вӑрланӑ. Пӗтӗмпе — 200 пин тенкӗлӗх. Ку ӗҫе пуҫиле шырав ӗҫченӗсем тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем кӳршӗ ялта пурӑнакан 5 ҫамрӑк ку ӗҫе хутшӑнма пултарнине пӗлнӗ. Вӗсем Явӑш шкулӗнчен нумаях пулмасть вӗренсе тухнӑ. Ҫак ҫамрӑксене йӗрлеме пуҫланӑ. Вӗсем вӑрланӑ япаласен пӗр пайне ӑҫта вырнаҫтарма палӑртнине пакунлисем пӗлнӗ. Вӗсенчен пӗри унччен те явап тытса курнӑ-мӗн. Унӑн урапине Канашра тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласен пӗр пайне салонра тупнӑ. Ыттисене вӗсем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра пытарнӑ. Вӑрланӑ япаласене шкула тавӑрӗҫ. Ҫамрӑксене вара тытса чарнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри пукане театрӗсен «В гостях у Оле Лукойе» фестивальтен таврӑннӑ. Вӑл Йошкар-Олара чӳкӗн 10-15-мӗшӗсенче иртнӗ. Фестивале Йошкар-Олари, Ижевскри, Костромари, Кстовӑри, Ҫырчаллӑри, Рыбинскри, Саранскри, Ӗпхӳри тата Шупашкарти пукане театрӗсем хутшӑннӑ. Ӑна Г.Андерсон ҫуралнӑранпа 210 ҫул ҫитнине халалланӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Гадкий утенок» спектакль лартнӑ. Вӑл театрӑн «ылтӑн фондне» кӗрет. Спектакле чӳкӗн 14-мӗшӗнче лартнӑ. Куракансене питӗ килӗшнӗ вӑл. Пукане театрӗ икӗ дипломпа таврӑннӑ. «Пӗрремӗш планри чи лайӑх роль» номинацире Петр Клементьев ҫӗнтернӗ. Пирӗннисем «Музыка тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хитрелетни» номинацире те палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |