Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх «Сентти» III конкурса хутшӑннисем
«Сентти» III конкурса хутшӑннисем

Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ача-пӑча юррисен республикӑри конкурсӗ иртет. «Сентти» ят панӑскере кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна йӗркелекенӗсем — республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи.

Конкурса пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан шкулсенче ӑс пухакансем е тата клубсене ҫӳресе юрӑ ӑсталӑхне утптакан 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Солистсен 2 тӗрлӗ хайлавран тӑракан программа кӑтартмалла. Вӗсенчен пӗрне кӗвӗ-ҫемӗсӗр юрлама тивӗ, теприне — музыка инструменчӗпе каланӑ май. Фонограммӑпа усӑ курма юрамасть. Юрӑ жанрӗ кирек епли те пулайрать: сӑпка юрри, хӑна юрри, лармана пухӑнсан шӑрантараканни, салтак юрри, тӑлӑх юрри... Такмак каласан та юрать.

Конкурса хутшӑнакансен ҫипуҫӗ этнографи сӑнарне ҫывӑх пулнине те хаклӗҫ.

 

Чӑвашлӑх Сергей Утриван
Сергей Утриван

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫурални, ҫав ятпа республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 6-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнче вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне хастарсем чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, анаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте тата вӑл районти Шӑхасанта та (пулас поэт унта вӗреннӗ) уяв мероприятийӗсем иртнӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Сергей Утриван блогер, историк, халӗ Украинӑра пурӑнакан чӑваш, Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине ҫитсе паллӑ чӑваш сӑвӑҫипе ҫыхӑннӑ асӑну вырӑнӗсенче — ун вилтӑпри ҫинчи обелиск, шкул ҫумӗнчи палӑк, поэт вилнӗ вырӑнта лартнӑ мемориал патне Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса чечек хунӑ. Кунсӑр пуҫне Сергей Утриван Ҫеҫпӗл Мишшин «Чӑваш ачине» сӑвва хӑй вуласа видео ӳкернӗ.

 

Экономика Иван Моторин премьер-министр
Иван Моторин премьер-министр

«Чӑвашавтодор» предприятин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑртарах пулнине республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ.

Эрнесерен пухӑнакан планеркӑра хӗллехи вӑхӑтра автоҫулсене тирпейлесе тытса тӑрас ӗҫе те тишкернӗ. Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хӗле хатӗрленес ӗҫ пӗчӗккӗн вӗҫленсе пынине пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи ҫулсене «Волга» Упрдор, республика шайӗнчисене «Чӑвашавтодор» тытса тӑрать. Кӑҫал вара федераци шайӗнчисене «Воддорстрой» общество, республика тата муниципалитет ҫулӗсене «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта», А.Н. Макаров фермер тасатса тирпейлесе тӑрассине пӗлтернӗ министр. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн муниципалитетсем явапли паллӑ ӗнтӗ.

Ҫул пӑрлакланса ларасран сапма кирлӗ хатӗрсене туянса хунӑ. Муниципалитетсенче ӑна кирлин 83 проценчӗ чухлех янтӑланӑ. Техника енчен те нимӗнле кӑлтӑк та пулманнине ӗнентернӗ Владимир Доброхотов.

ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Чӑвашавтодор» ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулманнине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи вулавӑшсем тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыннисене асӑнса тӗрле мероприяти ирттерсех тӑраҫҫӗ. Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ятне те унтисем асра тытаҫҫӗ. Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр, чӑваш поэзийӗн классикӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 116 ҫул ҫитнине асра тытса ҫав районти Патреккел ял вулавӑшӗнче чӑвашлӑх сехечӗ ирттернӗ.

Культура учрежденийӗ «Халӑх асӗнчи поэт» калаҫу йӗркеленӗ. Унта ачасене йыхравланӑ. Чӑвашлӑх сехетне пухӑннӑ шкул ачисене паллӑ поэт ҫинчен ҫӗнни те кӑсӑкли самай каласа кӑтартнӑ. Ачасем вулавӑшра чӑваш поэзийӗн классикне Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа йӗркеленӗ «Ҫеҫпӗл пирӗн чӗрере» курав урлӑ та ҫулӑм чӗреллӗ поэт пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, йывӑр та синкерлӗ шӑпипе тӗплӗн паллашма пултарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче чипер пикене суйласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс тӗллевӗ — пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтернӗччӗ ун пирки вырӑнтисем.

Паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫентерӳҫӗ камне хыпарланӑ.

Район шайӗнчи илемлӗх конкурсӗнче Мӑн Вылӑри Инесса Шашкина ҫӗнтернӗ.

«Ал ӑсти пике» Тавӑтри Надежда Соколова тивӗҫнӗ, «Ҫепӗҫлӗх пике» — Ураскилтри Алевтина Степанова, «Сӑпайлӑх пике» — Ехремкассинчи Эвелина Ефремова, «Илем пике» — Утаркассинчи Лина Степанова, «Пултарулӑх пике» — Юнтапари Анастасия Порфирьева, «Куракансем кӑмалланӑ пике» — Тавӑтри Екатерина Филимонова.

Сӑнсем (12)

 

Персона Ксения Волченова тунӑ сӑн
Ксения Волченова тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть 5 ҫулти Варвара Гусельщикова ҫырнӑ сӑвӑсене тата вӑл ӳкернӗ картинӑсене хӑтланӑ. Хӗрача пушӑ вӑхӑтра акварельпе, гуашьпе, кӑранташпа ӳкерме юратать, сӑвӑсем ҫырать.

Варварӑн ашшӗпе амӑшӗ Наталья тата Дмитрий ятлӑ. Вӗсем ачине пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Варвара ташлама та юратать-мӗн. Ҫавӑн пекех вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет.

Хӗрача пӗррехинче амӑшӗпе ӗҫрен таврӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пуҫне сӑвӑ йӗркисем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене блокнота ҫырса пынӑ. Кӑштахран ЧР Писательсен пӗрлӗхӗ Варварӑна хӑйсем патне сӑвӑсемпе паллаштарма чӗннӗ. Унта ӑна кӗнеке кӑларма сӗннӗ.

Варварӑн пӗрремӗш кӗнеки 100 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Хулари тӗрлӗ вулавӑша 10-шар кӗнеке парнеленӗ вӑл. Халӗ Варвара юрӑсем ҫырма та хӑтланать-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1689
 

Культура

Чӑваш Енри 12 шырав отрячӗ «Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивальне хутшӑннӑ. Ҫамрӑксем виҫӗ кунра шырав методикине тӗпченӗ, туризмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш медпулӑшу пама вӗреннӗ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.

Акӑ Евгений Шумилов вӑрҫӑра вилнӗ салтаксен ӳтне шырас ӗҫе чылай ҫул хутшӑнать. Вӗсем вӗсен шӑмми-шаккине тупса ҫӗнӗрен, ҫынла, пытараҫҫӗ. Кӑҫал «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑннисем Смоленск облаҫӗнче пулнӑ.

Кӑҫал унта 316 салтакӑн ӳтне тупнӑ. Вӗсенчен 308-шне вӗсем тӑванлӑх вилтӑприне хӑйсем антарнӑ. Ку ӗҫ пӗрре те ансат мар. Шырав вырӑнӗсенчен вӗсем музейсем валли экспонатсем илсе килеҫҫӗ.

«Чӗре астӑвӑмӗ» республика фестивалӗ ҫамрӑксем ҫар археологине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме май парать. Халӗ вӗсем ҫитес ҫул экспедицие ӑҫта каяссине палӑртнӑ. Тверь облаҫне ҫитӗҫ вӗсем. Унта 1942 ҫулта стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ ҫапӑҫнӑ.

 

Республикӑра "Про Город" тунӑ сӑн
"Про Город" тунӑ сӑн

Чӑваш Енре икӗ тӑлӑха хваттертен кӑларса ярасшӑн. Хваттерӗ вӗсен амӑшӗн.

Ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйран ачасен асламӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ачасен амӑшне (вӑл та тӑлӑх шутланнӑ) ятарлӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен хваттер тивӗҫнӗ. Анчах нумаях пулмасть вӑл аварире вилнӗ. Ачисене вара халӗ асламӑшӗпе ашшӗ пӑхаҫҫӗ.

Амӑшӗ вилсен ҫемьене Муркаш район администрацийӗнчен хут килнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ачасемпе ашшӗн хваттертен тухса каймалла-мӗн. Сӑлтавне ӑнлантарнӑ: хваттере ятарлӑ фондран пӗр-пӗр ҫынна панӑ, ӑна урӑххисене хӑварма права ҫук. Хваттере приватизацилемелли тапхӑр, 5 ҫул, иртмен-ха.

Ку ӗҫе ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тӗрӗсленӗ, халӗ вӑл ун тӗлӗшпе ӗҫлет. Хальлӗхе уполномоченнӑй ачасене хваттертен кӑларса яма ирӗк паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80133
 

Хулара

Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ астӑвӑм палли тинех хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Ӑна хӑйӗн вырӑнӗнчен илнӗренпе чылай ҫул хыҫа юлнӑ.

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварӗнчи астӑвӑм паллине иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, нумай хутлӑ ҫурта хӑпартнӑ чухне, илнӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцин ертӳҫи Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑл хула администрацине астӑвӑм хӑмине вырӑна лартмашкӑн ыйтса ҫырнӑ. «Ӑна нумай хутлӑ ҫурта тунӑ чухне илнӗ те ун пирки манса кайнӑ, вӑл вӑхӑтра ку модӑна кӗнӗ-ҫке», — ҫырнӑ Дмитрий Евсеев.

Астӑвӑм хӑмине вырнаҫтарнӑ чухне кӑлтӑк сиксе тухнӑ: архивра палӑк пирки ҫырнисем сыхланса юлман-мӗн. Ҫапах хӑмана хӑй вырӑнне лартнӑ. Таврари лапама хӑтлӑх та кӗртме шантарнӑ.

 

Культура

Наци вулавӑшӗнче паян Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивалӗ уҫӑлчӗ. Зал лӑк тулли пухӑннӑран чылайӑшӗ валли вырӑн та ҫитмерӗ — вӗсем тӑрса итлерӗҫ.

Фестивале уҫнӑ май чи малтанхи сӑмаха культура министрӗн ҫумӗ Казакова Татьяна Васильевна тухса каларӗ. Вӑл ҫак кинофестивалӗн пӗлтерӗшӗ пирки чарӑнса тӑчӗ, Шупашкарта иртекен тепӗр кинофестивальпе ҫыхӑнтарчӗ. Ҫитес ҫул Раҫҫейре кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Асам» кинофестиваль килес ҫулхи мероприятисене ҫул парӗ тесе хакларӗ.

Кинофестивале уҫнӑ май Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене удостоверенисем пачӗҫ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш номерсене Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскийпе Тани Юна парассине пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗшне илме Тутарстанри Теччӗ районӗнчи делегаци килнӗччӗ (паллӑ режиссёрӑн тӑванӗ те пурччӗ), иккӗмӗшне Етӗрне тӑрӑхӗнчен килнӗ элче пачӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене кинофестиваль кӳлеписене те парнелерӗҫ. Иккӗшне те вырӑнсенчи музейсене вырнаҫтарма шантарчӗҫ.

«Асам» кинофестиваль уҫӑлнӑ май мероприятие килнисене икӗ фильм кӑтартрӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2878, 2879, 2880, 2881, 2882, 2883, 2884, 2885, 2886, 2887, [2888], 2889, 2890, 2891, 2892, 2893, 2894, 2895, 2896, 2897, 2898, ... 3899
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 23

1853
172
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
58
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...