Хулара
![]() Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унччен эпир тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ елка пулассине хыпарланӑччӗ, хальхинче ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе Упӑте ҫулталӑкӗ пулнине кура Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑннине асӑннӑччӗ. Упӑтене «Шупашкар» универмаг патӗнче вырнаҫтарас шухӑшлӑ. Китай гороскопне пӗлсе-асра тытнипе пӗрлех республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине те тӗпе хурасшӑнни сисӗнет. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ «Республика» пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика лапамӗнче лартакан 25 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатӗҫ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫ центрӗнче нумаях пулмасть «Чӗрӗлӳ калчисем» республикӑри конкурс-вӑйӑ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата республикӑри К. Иванов ҫулталӑкне халаллаҫҫӗ те, «Эткер» те ятарлӑ ҫулсем пирки манман. Конкурс тӗллевӗ пирки «эткерҫӗсем» тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе тата культурипе кӑсӑкланассине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, Константин Ивановпа та. Республика шайӗнче конкурса пухиччен ӑна районсенче йӗркеленӗ. Куҫӑн мар тура Муркаш тӑрӑхӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ. Муркашри шкулта вӗренекенсем (вӗсене Надежда Багрова тата Людмила Игнатьева ертсе пынӑ) район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫнӗ. Конкурсҫӑсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» ятпа — ӳкерӳпе декораципе прикладной ӳнере, «Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ» ятпа — юмах-халапа инсценировкӑланине тата таврапӗлӳ ӑс-тӑн турӗ йӗркеленӗ. Конкурса Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай тата Шупашкар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен 209 ӗҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Муркашри ял тӑрӑхӗсен хушшинчи вулавӑшра «Молодежь выбирает здоровье. Ҫамрӑк ӑру ҫирӗп сывлӑхшӑн» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци май пуҫарнӑ. «Ӳсекен ӑрӑвӑн сывлӑхӗ — хальхи обществӑн пысӑк пахалӑхӗ» ярӑмпа уйӑрса тухнӑ кӗнекесем тӗрлӗ ҫулхи вулакана кӑсӑклантарма тивӗҫ. Ҫапах та тӗп аудитори — ҫамрӑксем. Асӑннӑ кӗнекесене шӗкӗлченӗ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравне тупайӗ, епле апатланнинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗркинчен этем сывлӑхӗ нумай килнине пӗлейӗ. «Сиенлӗ йӑла-йӗрке: унран сыхланасси» ярӑмри кӗнекесем эрех-сӑра, пирус туртнин сиенӗ пирки кӑна мар, тӗрлӗ вӑйӑ та, телевизорпа компьютер та ҫынна хӑй серепине ҫаклатни пирки ӑнлантарса параҫҫӗ. «Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ» ярӑмрисем ӳсентӑрантан тӑракан апат-ҫимӗҫ уссипе паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен хушшинче К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалласа республика шайӗнчи «Чӑваш чӗлхипе литературин вӗренӳ содержанийӗ» («Тӑван чӗлхепе литература вӑрттӑнлӑхӗсем») Интернет-конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 138 учитель хутшӑннӑ. Вӗсенчен 7-шӗ тулай чӑваш шкулӗсенчен пулнӑ. Конкурса Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри ертсе пынӑ. Учительсем чӑваш чӗлхипе тата литературипе 10 ыйтӑва хуравланӑ. «Ыйтусем ҫӑмӑлах пулмарӗҫ курӑнать», — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. Унтан уйрӑмах йывӑррисем тесе ҫаксене пӑхмалла тесе палӑртнӑ: 1. Кайраклӑ пайӑр ята кирлӗ формӑна лартса ҫырӑр. Константин Иванов Чӗмпӗртен Слакпуҫне таврӑнмассерен (Кайраклӑ) кая-кая килнӗ, унта халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. 2. Чӑваш пуплевӗнче сӑмах майлашӑвӗ окситони ритмӗпе палӑрать тенине мӗнле ӑнланмалла? 3. Предложение вулӑр. Пӗчӗк сӑмах мӗнле пуплев пайне пӑхӑнать. 4. Н.И. Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗнчен илнӗ предложенире нумай пӑнчӑ вырӑнне мӗн ҫырмалла? Пичче арӑмӗ ман арӑмпа … пулать". Пурте тӗрӗс хуравланӑ ыйтусем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш велоҫӳревҫи Никита Васильев юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче черетлӗ хутчен ҫула тухнӑ. Вӑл инҫе ҫере каяс шухӑшли пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. 23 ҫулти каччӑ ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫеҫ мар, Азербайджанри, Грузири, Арменири тӗрлӗ хулара пулса курнӑ. Тӗллевӗсем тата пысӑк унӑн: Казахстан ҫеҫен хирӗпе Узбекистана, Таджикистана, Кӑркӑсстана ҫитесшӗн. Унта хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн Байкал тӑрӑхне кайса курасшӑн. Ҫӗпӗр урлӑ Владивостока ҫул тытма палӑртнӑ вӑл. Каччӑ ҫулҫӳреве тухни пӗр уйӑх иртнӗ. Ҫул ӑҫталла выртни ҫинчен яш «Ҫыхӑнура» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырсах тӑнине Ирина Кошкина хаҫатҫӑ сӑнаса тӑнине пӗлтерет. Ҫулҫӳревӗн пӗрремӗш каҫне Мари вӑрманӗнче ирттернӗ вӑл. Ҫула каччӑ чи кирлине ҫеҫ илнӗ: апат пӗҫермелли хуран, ӑшӑ тум, шӑрпӑк, хунар... тата телефон. Унпа усӑ курса тӗнче тетелне сӑн ӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм. Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ. Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ. ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Ирина Гавриловӑн ҫемйинче «интереслӗ» пулӑм пулса иртнӗ. Чӗре ҫывӑхне илмелле-и ӑна е хурланмалла… Анчах Ирина полицирен пулӑшу ыйтасшӑн. Хӗрарӑм кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Иринӑн пиччӗшне, эпилепсипе аптӑраканскере, япӑх пулса кайнӑ. Арҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Ирина васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем чирлӗскере пульницӑна илсе кайма шухӑшланӑ. Ирина кӳршисене пулӑшмашкӑн ыйтма подъезда тухнӑ. Картлашкапа темӗнле арҫын хӑпарнине курах кайнӑ вӑл. Лешӗ медпулӑшу кӳме килнӗ арҫын вилнипе-вилменни пирки кӑсӑкланнӑ. Ирина вӑл кам иккеннине ыйтнӑ. Лешӗ ритуал службин ӗҫченӗ пулнине пӗлтернӗ. Паллах, Ирина Гаврилова тарӑхнӑ. Ара, васкавлӑ медпулӑшу чӗнетӗн те хыҫҫӑн ритуал служби килет. Эппин, медпулӑшу ӗҫченӗсенчен тахӑшӗ информаци пӗлтерсе тӑрать вӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Светлана Лазарева тунӑ сӑн Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнать. Ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе — упӑте ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпа Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑн. Ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен лартасшӑн. Ахӑртнех, вӑл «Шупашкар» универмаг патӗнче пулӗ. Шупашкарта вырнаҫтармалли символсене яланах Александр Жигарев хатӗрлет. 9 ҫул ҫак ӗҫпе аппаланать вӑл. Халӗ те вӑл темиҫе эскиз ӳкернӗ ӗнтӗ. Эскиза хула администрацийӗ ҫирӗплетсен вӑл тӳрех ӗҫе пуҫӑнӗ. Ӑста каланӑ тӑрӑх, пукане икӗ метр ҫӳллӗшӗнчен пӗчӗк пулмӗ. Ӑна искуственнӑй ҫӑмран, йывӑҫран хатӗрлӗҫ. Каркасӗ тимӗртен пулӗ. Пӗтӗмпе материалсене 20 пин тенкӗлӗх туянмалла. Пукане ҫӑмӑл пулӗ, ӑна ҫӗклеме те май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта шыв хакне хаклатасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ку сӗнӳпе Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем тухнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыв пӑрӑхӗсем тахҫанхисемех, кивелнӗ. Пӑрӑхсене улӑштармалла-мӗн. Ҫакна тумашкӑн 130 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн. Депутатсем палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, Шупашкарта шыв хакӗ чи йӳнни. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв хакӗ ҫын пуҫне 23 тенкӗ ӳсмелле. Ҫакна 2016 ҫултанпа вӑя кӗртесшӗн. Анчах хальлӗхе ку депутатсен сӗнӗвӗ кӑна-ха. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Александр Герасимов хӑйӗн должноҫӗнчен кайнине пӗлтернӗ. Вӑл министр ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 46 ҫулти Александр Герасимович хӑйӗн пуканне мӗншӗн пушатнине каламаҫҫӗ. Хушӑва ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Иван Моторин алӑ пуснӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен, министр ҫумне лариччен, Александр Герасимов икӗ ҫул «Чӑвашсетьгаз» организацире ӗҫленӗ. Маларах, ҫичӗ ҫул, «Чебоксарыгоргаз» филиалта аварипе диспетчер службинче тӑрӑшнӑ. Унччен вара «Чувашгазра» слесарь тата хуралҫӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |