Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑт студент! Ҫапла ҫеҫ калама пулать ку хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн. Ҫамрӑк кӑна-ха вӑл, анчах йӗплӗ пралук леш енне лекме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Чӑваш Республикинчи пӗр аслӑ шкулта радиоэлектроникӑпа автоматика факультетӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан студента суд ирӗксӗр 11 ҫул хӑварма йышӑннӑ. Студент 20 ҫул кӑна тултарнӑ-ха. Каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗр лавккара ӗҫленӗ. Вӑл хулари вырӑнсене сутмалли наркотик хурса ҫӳрекенни пулнӑ. Наркополицейскисем ӑна поличнӑйпе тытнӑ. Вӑл вӑхӑтра студент наркотикӑн черетлӗ партине вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳкӗн 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ислама экстремизмран мӗнле уйӑрмалла» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта республикӑри паллӑ ҫынсемпе пӗрле журналистсем те хутшӑннӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн деканӗ Михаил Тимофеев ҫак террористсен организацийӗ мӗнле йӗркеленсе кайни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем хӑйсене ислам патшалӑхӗ теҫҫӗ пулсан та ку тӗнпе нимӗнле те ҫыхӑнман. Парижра терактсем пуличчен ИГИЛсем пирки тӗрлӗрен калаҫнӑ пулсан халӗ пурте ӑнланнӑ: ку хӑрушлӑх. Полици подполковникӗ Владимир Шихранов Раҫҫейре ИГИЛа терроризма организацийӗ вырӑнне йышӑннине палӑртса каланӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, экстремизм енӗпе преступленисем тӗнче тетелӗнче ҫамрӑксемпе пулаҫҫӗ. Владимир Пантелеймонович Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине, халах тӑрӑшнипе радикаллӑ группировкӑсем хастарланманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иван Егоров Темиҫе уйӑх каяллахи ҫак ӗҫ пирки паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — республикӑн Наци вулавӑшне уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын 503 кӗнеке парнелени пирки. Наци вулавӑшӗн фондне пуянлатаканни — чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров. Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Иван Егоровӑн хӑйӗн кӗнекисем те пур, унӑн аслӑ пиччӗшӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Михаил Сениэлӗн суйласа илнӗ хайлавӗсем те. Вӑл шутра — сӑвӑсем, поэмӑсем, «Альма-матер» роман, «Листья на ветру», «Предвечерний свет» сӑвӑсен пуххисем тата Иван Егоровӑн «Ҫут тӗнче» виҫӗ томлӑ пӗрремӗш романӗ те. Михаил Сениэльпе Иван Егоров Тутарстанри Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралнӑ. Иван Павлович тӗрлӗ район хаҫатӗнче, «Коммунизм ялавӗнче» (хальхи «Хыпар») литература ӗҫченӗнче, куҫаруҫӑра тӑрӑшнӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. Унӑн паллӑ хайлавӗсен шутне «Лайǎх ача», «Виҫӗ чарлан», «Куҫ ҫути», «Инҫет кӑваклӑхӗ», «Ҫут тӗнче», «Тӗтреллӗ Лондон», «Хурал пӳрчӗ» ятлисене кӗртмелле. Михаил Сениэль пирки ытлашши каласа кайни кирлех те мар-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шкулти пек парта хушшине лартсах, алла ручкӑпа тетрадь тыттарсах ирттермен-ха ӑна. Анчах пенси ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма тесе пухнӑ мероприятие РФ Пенси фончӗн Шупашкар районӗнчи управленийӗ урок тесех хаклать. Унта тимлекенсем каласа кӑтартнине итлекенсем (фондӑн управленийӗнче ӗҫлекенсем ӗнер Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта пулнӑ) те урок вырӑннех йышӑннӑ. Центрта вӑй хуракансемпе управленин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Эдуард Филиппов ирттернӗ. Эдурад Геннадьевич ҫӗршыври пенси тытӑмӗ тата пулас пенси епле пухӑнса пыни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пенсие шутласа парас йӗрке улшӑннӑ. Вӑл миҫе балл пухнинчен килӗ. Ҫакӑ ӗҫлекен пенсионерсене те пырса тивет. Пулас пенси виҫине пӗлме Пенси фончӗн калькуляторӗпе шутласа кӑларма пулать. Ун валли асӑннӑ тытӑмӑн тӗнче тетелӗнчи «Страхланнӑ ҫыннӑн уйрӑм пӳлӗмне» кӗмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн куҫ япӑх е пачах курман ҫынсем валли ятарлӑ пособи кӑларнӑ. Пушар тата шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн правилисемпе паллаштаракан брошюрӑна Брайль шрифчӗпе пичетленине асӑннӑ ведомствине туса хунӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ «25 ырӑ ӗҫ» акцие хутшӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫакнашкал литературӑна пирӗн республикӑра халиччен кӑларман. Суккӑр ҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра ҫӗнӗ пособин хӑтлавӗ иртнӗ. Тӗп управлени пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор сывлӑх тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пур ҫынсен тата сусӑрсен хушшинче хӑрушсӑрлӑх мерисене пропагандӑласси хӑйсен ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Вӑл ҫак брошюрӑсене куҫарса хатӗрленӗ Николай Парахина — асӑннӑ вулавӑшӑн куҫ курман специалистне — Тав ҫырӑвӗ чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ. Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра Ҫамрӑксен правительствине туса хунӑ. Кун пирки маларах, 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче, Михаил Игнатьев Элтепер Хушу кӑларнӑччӗ. Халӗ Ҫамрӑксен правительствин йышне ҫирӗплетнӗ, унта 18–30 ҫулсенчи 12 ҫамрӑк кӗнӗ. Кӑҫалхи конкурса 48 ҫамрӑк хутшӑннӑ. ЧР Ҫамрӑксен правительствин ертӳҫи, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулма Станислав Трофимова шаннӑ. Унӑн ҫумӗ, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗ — Федор Алексеев. Ҫыруҫӑна, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрне София Хорасевӑна суйланӑ. Паянхи кун ҫамрӑксен строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, ҫавӑн пекех транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗсен должноҫӗсем вакантлӑ, ҫакна шута илсе хушма конкурс ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче икӗ ҫулхи ачана вӗлернӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухассипе лару иртнӗ. 38 ҫулти арҫын икӗ ҫулти ывӑлне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗлернӗ. Хыҫҫӑнах вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ. Чылай преступление ҫын ӳсӗр пуҫпа тӑвать теҫҫӗ те йӗрке хуралҫисем, тӑван тӗпренчӗкне вӗлерекен ҫын ӳсӗр пулни пирки асӑнман прокуратура ҫак факт пикри хыпарланинче. Арҫын тӗнче курӑмӗ ыттисенчен расна пулнӑ-мӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ — чӑн-чӑн пулӑм, ӑна урӑхларах ирттермелле. Ҫапла шухӑшласа арҫын ывӑлне вӗлернӗ. Унтан вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ. Вилнӗ ачан тӑванӗсем усал ӗҫе тӑвакан ҫук пулин те пуҫиле ӗҫе чарса лартма килӗшменнине кура паян ҫак ӗҫпе республикӑн Аслӑ судӗнче суд пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн. Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн. Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ, Пӗтӗм тӗнчери пӑлхар пӗлӗвӗ тата ҫӗнетӳпе культура академийӗн пайташӗ Евгений Ерагин (Ешентей мӑчавӑр) 60 ҫул тултарать. Ҫавна май Николай Плотниковпа Геннадий Дегтярёв юбилярпа тӗл пулнӑ, унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн хӑш-пӗр енӗсем пирки ыйтса пӗлнӗ.
— Чылай ҫул Калайкасси вӑтам шкулӗнче ачасене тракторпа та мотоциклпа та ҫӳреме хӑнӑхтартӑр, чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен историйӗпе культурине вӗрентрӗр. В.П. Станьял Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Сире, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учительне, темиҫе ҫул каялла „ӗҫрен кӑларса ҫапнӑ” — уроксем ирттерме ҫеҫ мар, хӑвӑр йӗркеленӗ музее пӑхса тӑма та хӑварман иккен. — Станьял лару-тӑрӑва тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Шкул ачисен йышӗ чаксан эпӗ хам ирӗкпе ӗҫрен кайрӑм. Пӗр енчен, ҫамрӑк вӗрентекенсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме, сехетсем ытларах илме май туса парас килчӗ. Тепӗр енчен, халӑх (общество) ӗҫне куллен туса пымашкӑн вӑхӑт ҫитми пулнӑччӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |