Пӗлтерӳ
![]() Унччен кӑларнӑ кӗнекесем Хисеплӗ сайт хӑнисем! Ҫак вӑхӑтра эпир черетлӗ кӗнеке кӑларас ӗҫе йӗркелетпӗр. Маларах эпир «Асамлӑх ҫулӗ», «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» ачасен пултарулӑхӗн пуххисене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Кӑҫал вара «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӗнекен кӑларас шухӑшлӑ. Хальхи вӑхатра кӗнекене калӑплас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Унта 40 яхӑн ӳкерчӗк те пулӗ — вӗсене шкул ачисемех ӳкернӗ. Кӑҫалхи кӗнекене эпир 200 экземплярпа ҫеҫ кӑларма шутлатпар пулин те, тӑкакӗсем икӗ ҫулчченхи пекех — ӑна кӑларма 34 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Енчен те ҫак ӗҫре сирӗн пулӑшу кӳрес кӑмӑл пур пулсан укҫа куҫармалли счёта аяларах тупма пултаратӑр. Сирӗн ятӑра эпир, паллах, кӗнекере асӑнӑпӑр. |
Статистика
![]() РИА Рейтинг паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчи шалу укҫисен шайне танлаштарнӑ. Ун валли Джини коэфицциентне усӑ курнӑ вӗсем. Ку меслетпе статистикӑра анлӑн усӑ кураҫҫӗ — вӑл халӑхри танмарлӑха лайӑх кӑтартса парать имӗш. Ун виҫи 0%–100% хушшинче вырнаҫнӑ. Енчен те пурте пӗрешкел ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ пулсан Джини коэфицциентчӗ 0% танлашнӑ пулӗччӗ. Халахра танмарлӑх ӳснӗ ҫем ҫак коэффициент та 100% патнелле талпӑнать. Чӑвашри шалӑва пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри Джини коэфицциентчӗ 31%-па танлашнӑ. Чи пысӑк виҫесем вара Мускавра тата Чечня, Дагестан, Тыва республикисенче иккен. Мускавра вӑл 39,3% пулсан, Чечня республикинче 40,1% таранах ҫитет имӗш. Вӑтамран пӑхсан вара Раҫҫейри шалу укҫисен танмарлӑхӗ Яппунпа Португали патшалӑхӗсенчипе пӗр тан — вӗсенче Джини коэфицциентчӗ 37,7% ҫитет. Танлаштарнӑ май РИА Рейтинг эксперчӗсем уйӑхне 9 пинрен сахалрах тата 75 пинрен ытларах илекенсен йышне пӑхнӑ иккен. Пирӗн республикӑра 20,6% ӗҫлекен ҫын 9 пинрен сахалрах илет имӗш. Пуянсен йышӗ вара пӗчӗк — 1 процента та ҫитмест (0,8%). Пирӗнешкел пуян маррисен йышне кӳршӗлле тӑрӑхсенчен Мари Элпе Мӑкшӑ республикисем, Кировпа Чӗмпӗр облаҫӗсем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Сергей Мироновпа Николай Левичев Ҫак шӑматкунпа вырсарникун Мускавра «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин ҫиччӗмӗш сьезчӗ иртнӗ. Унта партин ертӳҫисене суйланӑ. Ҫапла вара партие каллех Сергей Миронов ертсе пырӗ. Сьездчен ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ Николай Левичев вара депутатсен палатин канашӗн председателӗ пулӗ. Сьездра парти уставне те ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Ҫапла вара канашӑн президиумӗ (унчченхи пек бюро мар) партие ертсе пыракан тӗп орган пулӗ. Президиум членӗсене икӗ ҫул ҫурӑлӑха суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Унта ҫитес тесен ачасен тем те туса кӑтартмалла. Тепӗр тесен, ытла темех те мар: ҫичӗ тапхӑртан тӑракан ырӑ ӗҫ. Вӗсем кашниех ҫутҫанталӑка ырӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑскерсем пулмалла. Ансат ӗҫ шутне территорие тирпей-илем кӗртнине тата йывӑҫ лартнине кӗртме пулать. Кӑткӑсраххисен шутне — ҫутҫанталӑка упрамалли тата сыхламалли ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартнине. Конкурса Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе Улатӑр районӗнчи «Сӑрҫум» заповедник пӗрле ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ пирки каланӑ май заповедникӑн пай пуҫлӑхӗ Александр Яковлев ҫутҫанталӑка сыхлассипе кӑҫалхи тӗллевлӗ ҫулталӑк пынӑ вӑхӑтра кӑна ҫине тӑни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ. «Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» конкурса хутшӑнакансен ырӑ ӗҫсене ҫирӗплетекен ҫичӗ сӑнӳкерчӗк ярса памалла. Вӗсемшӗн сасӑлассине тӗнче тетелӗнче йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗрӗссипе ку хисеп — тӗп хуламӑрӑн Калинин районӗ пирки кӑна-ха. Шупашкарта «Хӑрушлӑхсӑр ҫурт таврашӗ» (выр. «Безопасный двор») ҫумпрограммӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май тӗлпулусем иртнӗ иккен — вӗсенче тӳре-шара ҫурт-йӗр тытӑмӗн компани ертӳҫисене видеокамерӑсене лартни хӑрушсӑрлӑха ӳстерни пирки каласа панӑ. Калаҫусене хутшӑннӑ хыҫҫӑн чылай ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсемпе тытӑм компанисем ҫак программӑна хутшӑнма килӗшнӗ пулать. Калинин районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх видеокамерӑсем лартма 27 нумай хваттерлӗ ҫуртрисем килӗшнӗ — вӗсенче пурӗ 6 520 ҫын пурӑнать имӗш. Пурӗ ҫак ҫуртсенче 97 видеокамера лартнӑ. Тата темиҫе ҫуртра видеокамерӑсене епле лартмаллине сӳтсе яваҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Анчах уявлама мар-ха. Ӗҫлӗ калаҫу валли. Паян Раҫҫейӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн республикӑпа тӑватӑ комитет ларӑвӗнче паллаштарӗҫ, пленарлӑ ларура «Субъект сехечӗ» иртмелле. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ прунӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартма палӑртнӑ, пирӗн патра саккун кӑларас ӗҫре мӗне мала хуни пирки те ӑнлантарса парӗҫ. Пирӗн патран Федераци Канашӗн ларӑвне тухса кайнисем — вӗсен хушшинче Министрсен Кабинечӗн членӗсем, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пур — асӑннӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ, хушма пӗлӳ парас, промышленноҫпа ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла. Сенаторсемпе тӗл пулнӑ май Шупашкара 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫитнине халалласа туса ирттермелли ӗҫсене те сӳтсе явма палӑртнӑ. Сӑмах май, маларах субьектсен кунне икӗ кун хушши ирттернӗ пулсан, хальхинче виҫӗ куна тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ольга Голодец Ҫывӑх вӑхӑтра Раҫҫей Правительстви ҫумӗнче Вырӑс чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен канаш туса хумалла. Тивӗҫлӗ йышӑнӑвӑн проекчӗ хатӗр те-мӗн. Канашӑн концепцийӗнче вара ҫапларах ҫырса хунӑ иккен: «Канаш канашламалли орган шутланать, унӑн тӗллевӗ — вырӑс чӗлхине патшалӑх тӗлӗшӗнчен пулӑшасси тата аталантарасси». Асӑннӑ орган йышне кам-кам кӗрессине РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов сӗнмелле. Канаша ертсе пыма Ольга Голодец вице-премьера шанма пултараҫҫӗ теҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер Муркаш районӗнче казахсен номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ыйтнине тӳрех пурнӑҫлама васкаман-ха вӑл — пӗрех лешсем ӑна чарнӑ-чарнах. Унта ларса пыракан ҫынсен докуменчӗсене, вӗсем 94-ӗн пулнӑ, тӗрӗслеме тӑрсан хайхисем ҫапӑҫмах пуҫланӑ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисен хушшинче пирӗн ҫӗршыва саккунлӑ мар майпа килнисем 42 пассажир тупӑннӑ. Автобусра ларса пыракан мӗнпур пассажиртан пӗри таджик пулнӑ, ыттисем Узбекистанра ҫыннисем иккен. Автобус водителӗсем казах ҫыннисем-мӗн. Йӗрке хуралҫисемпе хирӗлнӗ вӑхӑтра пӗр инспекторӑн тумтирне ҫурса пӑрахнӑ тата жезлне хуҫса пӑрахнӑ имӗш. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑна полцин хушма нарядне чӗнсе илнӗ. Халӗ ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӑхӑнманшӑн, ҫынсене саккунлӑ мар майпа пирӗн ҫӗршыва илсе кӗнӗшӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗр пассажир вара наркотик таврашне усӑ курнине палӑртнӑ. Раҫҫее саккунлӑ майпа ирӗк илмесӗр Раҫҫее килнисене маларах Шупашкарта «Инди таварӗсем» курав вӑхӑтӗнче пысӑк йышпа тытса чарнӑ. Курав унччен тӗрлӗ регионта пулнӑ иккен, пирӗн патри миграци службин ӗҫченӗсем вара вӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ юнкун, юпан 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Хушу алӑ пуснӑ — 2014 ҫулхи Республика Кунне Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче ирттермелли пирки ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ района ятарлӑ ӑмӑрту ирттерсе палӑртнӑ иккен. Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗнче Каҫалсем чи лайӑх хӑтлав кӑтартнине пӗлтернӗ. «Вӗсем чи лайӑх хӑтлав кӑна тӑвайраҫҫӗ тесе ан шутлӑр, ӗҫре те вӗсем яланах хастар!» — тенӗ вӑл. Хушупа килӗшӳллӗн район Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмелле — вӑл укҫана инфраструктурӑна аталантарма ямалла. Тепӗр май каласан, ялсемпе урамсене капӑрлатма тата илемлетме. Ҫитес Республика Кунӗнчи мероприятисен планӗ хальлӗхе хатӗр мар-ха, ӑна тума Министрсен Кабинетне хушнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ плана «Акатуя» уявлассине, ҫавӑн пекех культура тата спорт мероприятисене кӗртмеллех тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шӑматкун, юпан 26-мӗшӗнче, «Политика тӗлӗшӗпе тӗрмене хупнисене ирӗке!» текен лейтмотивпа Шупашкарта пикет иртрӗ. Унта пурӗ 15 ҫын хутшӑннӑ. Пикета хутшӑнакансем листовкӑсем салатрӗҫ, айӑпланакансене терев пама иртсе-ҫӳренсене алӑ пустарчӗҫ. Мероприятие Солидарность, РПР-Парнас, РСД, Тепӗр Раҫҫей партисене кӗрекенсем хутшӑнчӗҫ. Пӗлме: шӑп та 10 ҫул каялла, юпан 26-мӗшенче, Михаил Ходорковскийне арестленӗ. Юпан 30-мӗшӗ вара политикӑлла шар курнисен асӑну кунӗ шутланать. Политика тӗлӗшпе айӑпланнисен йышӗнче Илле Иванов журналист та кӗртеҫҫӗ, «Союз солидарности с политзаключенными» порталта унӑн ячӗ 80-мӗш номерпе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.