Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗмелли пӗрремӗш кун вырсарние лекет. Анчах хӑҫан шкула кайсан аванрах: вырсарникун-и е тунтикун, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче-и? Кун тавра пуҫ ватнӑ май ЧР Вӗренӳ министерстви ыйтӑва хӑй тӗллӗн мар, ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсемпе вӗрентекенсене явӑҫтарса татса пама шут тытнӑ. Ҫапла вара халӗ ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне кӗтеҫҫӗ. Пӗлӳ кунне вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерсен, уншӑн авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче канмалла тӑвӗҫ.

Шухӑша Вӗренӳ министерствин сайтӗнче, «Чӑваш Енӗн вӗрентӗвӗ» порталта, «Чӑваш Республикин ҫамрӑксен порталӗнче» тата республикӑн влаҫ органӗсен порталӗн тӗп страницинче пӗлтерме май туса панӑ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленет.

 

Ӗнер, утӑн 29-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Элешкушкӑнь ял ҫывӑхӗнче «Созвездие» нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. Ку пулӑм районшӑн кӑна мар республикӑшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑтлӑ вырӑнта вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫуртра чи малтанах Хучаш пульници пулнӑ, хыҫҫӑн — «Ачаки» санатори, паян вара — «Созведие» НФЦ. Ҫӗнӗ уйлӑх Александр Семенович Портнов усламҫӑ укҫа хывнине пула ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл тунӑ тӑкаксем кӑлаха пулман, ҫӗнӗ уйлӑх чӗрелсе те кайнӑ. Кану центрӗн малашлӑхри ҫитӗневӗсем ҫинчен «Созвезди» уйлӑхӑн тӗп директорӗ Михаил Николаевич Николаев та шанса калать.

Уйлӑха уҫнӑ ятпа пухӑннӑ ял ҫыннисемпе, хӑнасене Чӑваш Енӗн Минсывлӑхӗнчи амӑшсемне тата ачасене медицина пулӑшӑвне тивӗҫтермелли пайӗн ертӳҫи Нина Николаевна Емельянова, Чӑваш Республикин ача-пӑча прависене хӳтелеме тивӗҫнӗ Вячеслав Викторович Рафинов, Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗ тата ыттисем саламланӑ.

Ҫӗнӗ уйлӑх шӑпӑрлансене те кану кунӗсене тивӗҫлӗ ирттерме пулӑшӗ, аслисене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерӗ. Уйлӑхӑн ӗҫӗ лайӑх пырасса, хӑӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тӑвасса эпир те шанса тӑратпӑр.

Малалла...

 

Республикӑн Юстици министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, тӗнчене ҫӗнӗ чун килни пирки ҫинчен паллӑ тумалли кӑмӑллӑ процедура ӑнланманлӑх патне ҫитернӗ. Ӗҫӗ ҫапларах пулнӑ-мӗн.

Тӗп хуламӑрти Ленин районӗнчи ЗАГСра амӑшӗ хӑйӗн тин ҫеҫ ҫуралнӑ пепкине ҫыртарма пынӑ. Хушмат пирки калаҫу пуҫлансан вӑл хӑйӗнни евӗр партарма килӗшмен-мӗн. «Хушаматӑма пӗрех ҫывӑх вӑхӑтра ылмаштарӑп», — тесе ҫине тӑнӑ иккен хӗрарӑм. Анчах РФ Ҫемье кодексӗн 58-мӗш статйин 3-мӗш пунктӗнче ачан хушаматне ашшӗ-амӑшӗнни евӗр ҫырмалли пирки уҫӑмлах ӑнлантарнӑ. Маларах асӑннӑ тӗслӗхе илес тӗк, ашшӗн хушамачӗпе ҫыртарас — хӗрарӑм качча тухман пулнӑ иккен.

 

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренекенсем валли вырсарни шкулӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Полномочиллӗ представительствинче ӑша хывтарӗҫ. Шкул вырсарникунсерен, кӑнтӑрла иртни 2 сехетрен тытӑнса 4 сехетчен ӗҫлӗ.

Представительство Мускаври Пысӑк Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра, 1-мӗш строенире вырнаҫнӑ. Унта ҫитес тесен метропа «Третьяковка» е «Полянка» станцие ҫити каймалла. Курса ҫырӑнас текенсене е сӗнӳ парас текенсене polprchuv@col.ru электронлӑ адреспа ҫыру яма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 953-16-72.

 

Предприятисене ахаль те ҫӑмӑл мар тесшӗнччӗ те, кама ансат теессӗн туйӑнчӗ. Юрӗ, ҫаплах пуль-ха… Юрӗ, ку умсӑмах вырӑнне пултӑр эппин.

Ҫӗмӗрлери промышленноҫ предприятийӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсемпе тата ытти йышши техникӑпа усӑ курнӑ чух атмосферӑна таса мар сывлӑш ытлашши кӑлармаҫҫӗ-и тесе прокуратура ӗҫченӗсемпе пӗрле пулса Гостехнадзор специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Ҫакна палӑртма МЕТА – 01МП текен хатӗр йӑтса тухнӑ. Вӑл пулӑшнипе Ҫӗмӗрле хулинчи 6 предприятири хӑй тӗллӗн ҫӳрекен 45 техникӑна тӗрӗсленӗ. Атмосферӑна виҫепе юранинчен ытла сиенлӗ хутӑш тухни пирки 8 протокол шӑрҫаланӑ.

 

Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.

2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.

Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

 

Кулленхи пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене сӑнатӑн та «ку мана пырса тивмест, ку пулӑм манпа пулса иртеймест» тесе шанса тӑратӑн ҫеҫ. Анчах шаннипе кӑна ӗҫ лайӑх вӗҫленмест-ха. Тем тесен те этемӗн хӑйӗнех асӑрхануллӑ пулмалла, пурнӑҫ вӑл вӑйӑ мар.

Паян пӗрлӗхлӗ хурал-диспетчер служби кану кунӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, утӑн 28-мӗшӗнче, Сосновкӑра Ҫутӑ кӳлӗ таврашӗнче 27 ҫулхи хула ҫынни ҫухалнӑ. Паллаканнисем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑ кӑмпа татма тухса кайнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та яш ӑнсӑртран мари вӑрманне кӗрсе ҫухалса кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка ИӖМ ӗҫченӗсемпе Шупашкарти икӗ волонтер ушкӑнӗ шыранӑ. Каҫ кӳлӗм тӗлнелле вара каччӑ ҫинчен хӑрушлӑ хыпар тухнӑ — ҫамрӑка ҫиҫӗм ҫапса вӗлернӗ иккен.

Тӑванӗсемпе юлташӗсем каччӑ ҫинчен лайӑххине кӑна асӑнаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка, юрӑ-кӗвве юратнӑ ҫамрӑкӑн ҫак пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлмалла пулнӑ. Ҫывӑх юлташӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑн хӗрӗ те пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче вӗсем пӗрлешме те шут тытнӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/64320.html
 

Ҫак уйӑхра Чӑваш Енри сунар лаптӑкӗсене Челепирен килнӗ ӑстасем пӑхса ҫӳреме тытӑннӑ. Ҫук-ха, пӑшал ҫакса ҫӳреме вырӑн шырамаҫҫӗ-ха вӗсем. Тепӗр тесен, шыраҫҫӗ-ха. Анчах хӑйсем валли мар.

Урал тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ специалистсем сунар ӗҫӗн территорири йӗркелӗвне хатӗрлес тӗллевпе килсе ҫитнӗ brrty. Вӑл организаци «Чӑваш Енре сунар лаптӑкӗсене вырнаҫтарассин, усӑ курассин тата сыхлассин схемине йӗркелесси» проекта пурнӑҫлама ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ пулнӑ. Халӗ вӑл ӗҫе тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫакӑ сунар хуҫалӑхӗпе пӗлсе усӑ курма май парасса шанаҫҫӗ-мӗн. Малтанхи пӗтӗмлетӗве юпа уйӑхӗнче тума палӑртаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе вара раштав уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Кун пек ӗҫе шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла пурнӑҫланӑ пулнӑ иккен.

 

Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ ҫак уйӑхри хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ те управляющи компанисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакӗсене шутласа парассипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене асӑрханӑ. Ун пек тӗслӗхсем 20 хут тӗл пулнӑ. Е тата юсав ӗҫӗсене пуҫланӑ та вӑхӑтра вӗҫлемен е тата пахалӑха мала хуман. Юлашкинчен асӑннӑ евӗр ҫитменлӗх 7 хутчен тупӑннӑ. Кунсӑр пуҫне кӑлтӑкӗсем ҫурт-йӗр фондне тата коммуналлӑ энергетика объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе самай тупӑннӑ иккен.

Маларах асӑннӑ инспекци пӗтӗмпе ҫак уйӑхра 39 административлӑ ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсем пурте ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннине эсир ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне тата прокуратура та ҫак енпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене 8 хут пӑхса тухнӑ.

 

Сиссе те юлаймарӑмӑр ҫуллахи вӑхӑтӑн икӗ уйӑхӗ шӑхӑрса та иртсе кайрӗ. Шкул ачисемпе студентсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнипе туйма та пуҫларӗҫ пулӗ. Вӗсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем те хатӗрленме тытӑннӑ.

Ҫитес кунсенче канашсемшӗн савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртмелле. Машин тӑвакан урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра ҫӗнӗ ача пахчи хӑйӗн алӑкне уҫать. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем ҫӗнӗ учрежденире хӑйсене юмахри пек туйма пултарччӗр тесе ача пахчинче мӗн кӑна туса ирттермен-ши. Хӑтлӑ ҫутӑ пӳлӗмсем, спорт, юрӑ-кӗвӗ залӗ, бассейн, медицина блокӗ, апатланмалли блок пурри ача-пӑчасене кӑна мар, амӑшсене те савӑнтарӗ. Ача пахчи таврашӗнче 15 вылямалли тӳрем вырнаҫнӑ.

Паян ача ушкӑнӗсен пӳлӗмесенче кирлӗ сӗтел-пукансене, вылямалли хатӗрсене вырнаҫтарса ҫитереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ учрежденире ӗҫлекен кадрсене туллин ҫирӗплетнӗ.

Ҫурлан 1-мӗшӗнче ҫӗнӗ ача пахчи шӑпӑрлансене йышӑнма та тытӑнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3551, 3552, 3553, 3554, 3555, 3556, 3557, 3558, 3559, 3560, [3561], 3562, 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, 3569, 3570, 3571, ... 3890
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 11

1931
94
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ.
1943
82
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1966
59
Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...