
Китай хӑнисем Чӑваш Енре пулнӑ май ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ. аякран килсе ҫитнӗскерсене тарават чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑш пиллӗн кӗтсе илнӗ, Йӗпреҫ районӗнче вара мороженӑйпа хӑналанӑ.
Китай делегацийӗ Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи сӗт-ҫу тирпейлекен предприятисенче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери сӗт-ҫу савутӗнче, «Волга АЙС» акционерсен обществинче, Вӑрнарти ҫусӑрлатнӑ сӗт савутӗнче пулнӑ. Предприятисен ертӳҫисем Китай хӑнисене производствӑпа паллаштарнӑ, хӑйне евӗр экскурси те йӗркеленӗ. «Волга АЙС» предприятире туса кӑларакан мороженӑйпа сӑйланӑ. Китай делегацине Чӑваш Енре туса кӑларакан, ҫуллахи шӑрӑхра уйрӑмах сутӑнакан ҫак пылак ҫимӗҫ питех те килӗшнӗ.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карачри культура паркӗнче «Чӑваш наци кухни» ӗҫме-ҫимен уҫӑ фестиваль конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие «Чӑваш картишӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Фестивале 38 конкурсҫӑ хутшӑннӑ, 10 палатка ӗҫленӗ. Вӗсенче чӑваш наци апачӗн 50 тӗсне тутанма май пулнӑ. Таврана сарӑлнӑ техӗмлӗ шӑршӑ хӑнасене сӗтел хушшине йыхравланӑ. Жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма пӗрре те ҫӑмӑл пулман.
«Шӳрпе» номинацире Энтри Пасар ялӗнчи Татьяна Индюкова мала тухнӑ. «Какайран пӗҫернӗ чи лайӑх апат» номинацире ҫав ялти Варфоломей Индюков ҫӗнтернӗ. Вӑл шӑрттан хатӗрленӗ. «Чи лайӑх наци кукӑлӗ» номинацире Валентина Смирнова хӑй пӗҫернӗ хуплӑвӗпе мала тухнӑ. Наци ӗҫми конкурсӗнче Карачри Зоя Семенова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чӑвашла хатӗрленӗ ролл» жюрие уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Ӑна Тӗрлемесри Рушани Абдулхаева пӗҫернӗ. Вӑл «Наци ноу-хау» номинацире ҫӗнтернӗ.

Апатлантарма хальлӗхе саккунах кӑларман-ха. Хальлӗхе вӑл проект шайӗнче. Саккун проектне паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче республикин вӗренӳ ҫинчен калакан саккунне улӑшу кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Проекта хатӗрленисем саккунӑн 14-мӗш статйине улшӑну кӗртесшӗн.
Саккун проектне сахал тупӑшлисен ачисене тӳлевсӗр апатлантарас тӗллевпе хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкарти кадет корпусӗ 2016 ҫултанпа Вӗренӳ министерствин балансӗ ҫинче. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл федерацин Атӑлҫи округӗн шайне тухӗ. Шупашкарта шкул вырӑнне корпус тӑвас ӗҫ кӗҫех пуҫланмалла. РФ Хӳтӗлев министерстви те ӑна тума пулӑшмалла. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче тӑватӑ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса та ҫирӗплетнӗччӗ.
Паянхи кун шкулта вӗренекен 200 ытла ачаран 24-шӗн ҫемьери тупӑш шайӗ республикӑра пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫерен сахалрах. Вӗсене тӳлевсӗр апатлантарасшӑн.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Белоусовсене» ӑнсӑртран, плана кӗртмесӗр тӗрӗсленӗ. Пӗлмешкӗн: ку суту-илӳ ҫуртӗнче сӗт юр-варне хатӗрлеҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: «Белоусовсем» ҫын организмӗшӗн сиенлӗ. Вӗретнӗ сӗт, турӑх тата хӑйма лаборатори тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑман. Кунсӑр пуҫне чӑкӑта хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑснӑ.
Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн общество тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Унӑн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Суту-илӳ ҫурчӗ ку ыйтӑва Арбитраж судне пӑхса тухма панӑ. Анчах нимӗнле улшӑну та пулман. Ку йышӑнупа Пӗрремӗш арбитраж сучӗ те килӗшнӗ.

Екатеринбургри сӑра вӗретекенсене чӑваш хӑмлине туянма май килмен. Кун пирки «Деловой квартал» портал хыпарлани тӑрӑх «Правда ПФО» интернет-хаҫат паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнине ӗненсен, «Чувашхмельпром» акционерсен уҫӑ обществине ҫыру ярсан хуравламан, туянас кӑмӑл пур тесе пӗлтерсен та шӑп пулнӑ.
Екатеринбургри Павел Анциферовпа Иван Морозов чӑваш хӑмлине туянайманран сӑра вӗретме ҫак симӗс ылтӑна ют ҫӗршывран кӳрсе килеҫҫӗ. Малтан нимӗҫсенне, кайран Америкӑран туянса пурӑннӑ. «Раҫҫейре те пур, ӑна Чӑваш Енре, ӳстереҫҫӗ. Ӑна туянассишӗн мӗн тумаллине пӗлместпӗр. «Чӑвашхӑмлапромран» е пире хуравламаҫҫӗ, е хака кӑтартман тата саккас тума май килмен сайта ӑсатаҫҫӗ», — тенӗ Екатеринбургри сӑра вӗретекен Павел Анциферовпа Иван Морозов.

«Домашняя газета» (чӑв. Килти хаҫат) хаҫатӑн паянхи кӑларӑмӗнче Михаил Игнатьев патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ. Пичет кӑларӑмӗн тӗп редакторӗ Станислав Упасси республика Элтеперне тӗп хулара чӑваш апат-ҫимӗҫӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.
Ку уҫӑ ҫырӑва ҫырма ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫей МИДӗнче (ЮҪӖМ) Чӑваш Республикин хӑтлавӗ иртни хистенӗ. Фойере вырнаҫтарнӑ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ, ахальтен мар ҫак мероприятие ҫутатса нумай хаҫат хӑйсен хыпарӗнче чи малтан ӑна асӑннӑ.
Станислав Упасси хӑйӗн ҫырӑвӗнче Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствине халӑх культурин пӗр пайӗ шутланакан апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарни лайӑх пулнине, ҫавах та Шупашкарти апатлану ҫурчӗсенче вӗсене тупма питӗ йывӑрри пирки ҫырнӑ. Эрменсен, венгерсен, тутарсен апачӗпе сӑйланма пулать (ҫав шутра — египетсенне те!), чӑвашсен апачӗпе вара пӗр «Ехрем хуҫара» кӑна хӑналани пирки пӗлтернӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пӗр ушкӑн шашлӑк ҫисе савӑнма шухӑшланӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан арҫын, 56 ҫултискер, кил хуҫалӑхӗнче, пахчара тирпейленӗ хыҫҫӑн тӑванӗсемпе пӗрле шашлӑк ӑшалама шухӑшланӑ. Хайхискер какай маринадланнипе маринадланманнине тӗрӗслеме шут тытнӑ: пӗр татӑка ҫӑвара хыпнӑ.
Арҫын чӗрӗ какайпа чыхӑнса кайнӑ, татӑк пырне ларнӑ. Тӑванӗсем ӑна кӑларнӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилсе кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын чыхӑнса кайнипе, сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.

Ҫак эрнере «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупнӑ. Аса илетер: кунашкалли унта пӗрре мар пулнӑ.
Унта усламҫӑсем помидор, груша, панулми сутнӑ. Вӗсене туртса илнӗ. Пӗтӗмпе Раҫҫее кӳрсе килме юраман 257,15 килограмм улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫ тупнӑ. Вӗсене Турцирен, Польшӑран илсе килнине этикетка ҫине ҫырни ҫирӗплетет.
Улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫӗн кирлӗ документсем пулман. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, туртса илнӗ улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫе тӗп тунӑ.

Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май пахчара ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ. Пахча ҫимӗҫе хӑш кун лартмалла? Ку ыйту нумайӑшне кӑсӑклантарать-тӗр.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче явӑнса ӳсекеннисене лартмалла: хурӑн ҫырли, шалча пӑрҫи, пӑрҫа. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чылай пахча ҫимӗҫе лартмашкӑн ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрулми, пӑрҫа йышши культурӑсене, ҫырла паракан ытти ҫимӗҫе лартма сӗнеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче нимӗн те лартма сӗнмеҫҫӗ. Ҫапах баклажан, пӑрҫа, тӑрӑхла кавӑн, купӑста, ҫӗрулми, куккурус, кишӗр, патиссон, пӑрӑҫ, редиска, ҫарӑк, хӗрлӗ кӑшман, помидор, кавӑн лартсан темех пулмасть.

Шупашкарти хӑш-пӗр вырӑнта ятарлӑ автоматсем сӗт сутассине темиҫе ҫул каяллах йӗркеленӗччӗ. 2013 ҫулта ӑна пӗр фермер (рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл Чехире 8 сӗт автомачӗ туянса тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи ҫак продукцие ҫынсӑрах сутакан хатӗрсене фермер Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара вырнаҫтарнӑ.
Фермерӑн кунне 1,5-е яхӑн тоннӑна сӗт сутӑнать. Пӗр литрӗшӗн вӑл 35 тенкӗ ыйтать.
Фермер ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗткоматсене тин ҫеҫ сунӑ продукци кунсерен пырса тӑрать. Ӑна талӑкӗпех туянма пулать. Сӗте фермер Тӑвай районӗнчи хуҫалӑхран илсе килет-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 12 автомат вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — тӑваттӑ. Туянас текенсем тата йышлансан ӑслӑ аппарата усламҫӑ-фермер тата та туянма хатӗр.
