
Шупашкарти хӑш-пӗр вырӑнта ятарлӑ автоматсем сӗт сутассине темиҫе ҫул каяллах йӗркеленӗччӗ. 2013 ҫулта ӑна пӗр фермер (рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пуҫарнӑччӗ. Ун чухне вӑл Чехире 8 сӗт автомачӗ туянса тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи ҫак продукцие ҫынсӑрах сутакан хатӗрсене фермер Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара вырнаҫтарнӑ.
Фермерӑн кунне 1,5-е яхӑн тоннӑна сӗт сутӑнать. Пӗр литрӗшӗн вӑл 35 тенкӗ ыйтать.
Фермер ӗнентернӗ тӑрӑх, сӗткоматсене тин ҫеҫ сунӑ продукци кунсерен пырса тӑрать. Ӑна талӑкӗпех туянма пулать. Сӗте фермер Тӑвай районӗнчи хуҫалӑхран илсе килет-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта 12 автомат вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — тӑваттӑ. Туянас текенсем тата йышлансан ӑслӑ аппарата усламҫӑ-фермер тата та туянма хатӗр.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре «Тӳлевсӗр ҫӑкӑр» акци иртет. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ посёлокӗн обществӑлла канашӗ) текен страницӑра пӗлтернӗ.
Ыркӑмӑллӑх акцийӗ пуҫланнине унта маларахах хыпарланӑччӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫарнӑ ыркӑмӑллӑх пирки хыпара пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ, акци малалла тӑсӑлнине пӗлтернӗ.
«Тӳлевсӗр ҫӑкӑр» акци Кӳкеҫӗн Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫуртри «Сластена» тата Совет урамри 4-мӗш ҫуртри «Гастроном» лавккасенче иртет. Йывӑр лару-тӑрурисем валли йӗркеленӗ акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӗсен лавккана кӗрсе ҫӑкӑр туянмалла ятарлӑ ҫӳлӗк ҫине хурса хӑвармалла. Акци хӑҫанччен тӑсӑласси ырӑ кӑмӑллисен йышӗнчен, хастарлӑхӗнчен килет.

Шупашкарти пӗр лавккара наркӑмӑшлӑ эрешменлӗ гранатпа киви сутнӑ. Ҫакна лавккаран гранат туяннӑ хӗрарӑм асӑрханӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче пулнӑ ку. Хӗрарӑм граната ҫума тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен унтан пӗчӗк эрешмен тухса ӳкнӗ. Ҫак хӗрарӑмӑн ашшӗ — биолог. Вӑл эрешмене пӗлӗшне, ку енӗпе ӗҫлекенскере, тӗпчеме панӑ.
«Сӑрҫи» заповедникӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Борисова ку хейракантиум Мильде эрешмен ами пулнине ҫирӗплетнӗ. Кунашкаллисем ӳссе ҫитсен 1 сантиметр пысӑкӑш пулаҫҫӗ.
Сӑмах май, ку эрешмен Кӑнтӑр Европӑран тухнӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта вӑл Тӗп тата Ҫурҫӗр Европӑри чылай ҫӗршыва ҫитнӗ. Вӑл питӗ наркӑмӑшлӑ, ку эрешмен ҫыртни пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

Ҫак эрнере республика ертӳҫи яланхиллех тӗрлӗ муниципалитет тӑрӑх ҫӳресе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнче пулнӑччӗ. Районти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли канашлу пуҫланиччен унти предприяти-организацисем тӑрӑх ҫӳремен вӑл: Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексне ҫеҫ кӗрсе тухнӑ. Тепӗр тесен, ҫав кун республика парламенчӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ те, ӗҫ кунӗнчи кашни минут шутлӑ пулнине тавҫӑрма кӑткӑс мар.
Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче Михаил Васильевич буфет патӗнче чарӑннӑ. Унта вӑл таурин энергетикне сутнине асӑрханӑ. Михаил Игнатьев ФСКра ун йышши шыв сутнинчен тӗлӗннӗ, ҫавӑншӑн вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ.

Кӑҫал Чӑвашпотребсоюз ҫӗнӗ проекта хута ярасшӑн. Предприяти сӗткен кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз канашӗн председателӗ Валерий Павлов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.
Валерий Павлов Михаил Васильевичпа тӗл пулсан сӗткен производствине Комсомольски районӗнче хута ярасси пирки пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ цеха кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.
Палӑртмалла: юлашки 5 ҫулта Чӑвашпотребсоюз 140 суту-илӳ вырӑнӗ тунӑ, 1,4 миллиард тенкӗ инвестици хывнӑ. Предприяти ялта пурӑнакан халӑхӑн 90 процентне пулӑшу кӳрет. Вӗсем малашне Раҫҫей шайне тухма палӑртнӑ.
| НАР | 05 |

Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ;
• Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ;
• Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр;
• Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр;
• Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр;
• Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр;
• Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр;
• Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Пӗремӗкӗн тутишӗн мар, ячӗшӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнче пулнӑ. Пысӑк шайри пуҫлӑхсем е пысӑк мероприятисем иртнӗ чух тӗрлӗ курав йӗркелеҫҫӗ те, асӑннӑ муниципалитет та вырӑнти аталанупа паллаштарас тӗллевпе ун пеккине хатӗрленӗ.
Михаил Игнатьев культура центрӗнчи фойере райпо стенчӗ патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Йӗпреҫре пулнӑ Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев «Волжские» пӗремӗке асӑрханӑ. Республика ертӳҫине ку ят тӗлӗнтернӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ пулӑм мар, пӗремӗк «Ибресинские» ятлӑ пулмалла тенӗ республика пуҫлӑхӗ. «Брэнд пулать!» — тенӗ Михаил Васильевич райпо пайташне.
Илемлетме усӑ курнӑ тулӑ пучахне те асӑрханӑ республика ертӳҫи. «Тулли сирӗн мар-тӑр?» — кӑсӑкланнӑ вӑл. «Пирӗн! Тин ҫеҫ хиртен!» — куҫ хупмасӑр тыттарнӑ (урамра шартлама тӑнӑ чух, пӗҫ кӑкӗ таран юр выртнӑ чух уйра пучах ешермесси паллӑ ӗнтӗ) райпо ӗҫченӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче ачасем тата унта ӗҫлекенсем наркӑмӑшланнӑччӗ. 88 ача тата аслисенчен 29 ҫын хӑйне япӑх туйма тытӑннӑччӗ. Кӑнтӑрла вӗсем хӗрлӗ кӑшман салачӗ тата пӗҫернӗ чӑх какайӗнчен хатӗрленӗ суфле ҫинӗ хыҫҫӑн япӑх туйма пуҫланӑ.
Ача пахчинче тӗрӗслев пуҫланнӑ хыҫҫӑн шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденине пӗр вӑхӑтлӑха хупса шӑпӑрлансене урӑх пахчана янӑччӗ.
Халӗ 40-мӗш ача пахчин заведующийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе суд иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑснине пула ҫынсем йышлӑ чирленӗшӗн тата наркӑмӑшланнӑшӑн айӑпланнӑ: ертсе пыракан ӗҫре унӑн икӗ ҫул тӑрӑшма юрамӗ.

Чӑвашстат Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ хакӗсене тишкернӗ. Мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?
Республикӑра иртнӗ эрнере кишӗр, сухан, хӑйма, ҫӗрулми, услам ҫу, кӑлпасси, сӗт хакланнӑ. Помидор, хӑяр, сыр, купӑста, хуратул, ҫӑнӑх, тӑвар, ҫӑмарта йӳнелнӗ.
Кишӗрпе сухан 4,6% тата 2,6% хакланнӑ. Хӑйма, сурӑх ашӗ, ҫӗрулми, услам ҫу хакӗ 2,1 процент хӑпарнӑ. Кӑлпасси, сӗт, тип ҫу ытлах хакланман. Помидорпа хӑяр хакӗ 6% чакнӑ. Сыр, хуратул, тӑвар вӑтамран 3 процент хакланнӑ.
Ҫавӑн пекех иртнӗ эрнере супӑнь, АИ-92, АИ-95 маркӑллӑ бензин хакланнӑ. Пирус, дизель топливин хакӗ те хӑпарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне общество транспорчӗпе ҫӳремешкӗн билет хакланман. ЖКХра та улшӑнусем пулман.

Раҫҫей сывлӑх сыхлав министерствин профилактикӑллӑ медицинӑн ӐТЦ (ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ) сайтӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе рекламӑлассине чарма сӗннӗ. Сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма хистекен тӗллевлӗ программӑра кӑлпассине, шоколада тата газлӑ шӗвеке вӑхӑт тӗлӗшӗнчен рекламӑра чару кӗртмелле тенӗ.
Стратегине хатӗрлекенсем хӑйсен хучӗнче организма сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫпе — тӑварпа, сахӑрпа, ҫуллӑ йӳҫексен транс-изомерӗсемпе, ҫӑра чӗрчун ҫӑвӗпе — мӗн чухлӗ усӑ курнине патшалӑхра шута илменни пирки каланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсемпе юнашар пылак шывпа чипс сутас тӗлӗшпе чарусем сахал пулни пирки те асӑннӑ.
Хута хатӗрлекенсен шухӑшӗпе сывлӑха сиен кӳрекен таварсене рекламӑлас тӗлӗшпе чарусем кӗртмелле, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе туса илекенсене вара — пулӑшмалла.
