
Шупашкарти 43-мӗш шкулта харӑсах темиҫе ача наркӑмӑшланнӑ.
— Ҫиччӗмӗш тата пӗрремӗш классенче вӗренекенсенчен паян чылайӑшӗ шкула килмен. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн ача. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑйра апатланнӑ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ, — пӗлтернӗ «PRO Город» портала ача амӑшӗсенчен пӗри.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче шкулти пӑтӑрмаха эпидемиологсем, ачасен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ те ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни, учреждение юсамашкӑн хупни, ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсенчен ун чух 58 ачапа 27 ҫын пулӑшу ыйтнӑччӗ.

Мускавра PIR Expo-2016 пӗтӗм тӗнчери курав конференцийӗ иртет. Ку – общество апатланӑвӗнче чи пысӑк пулӑм. Вӑл паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ.
Куравпа килӗшӳллӗн Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари енӗпе «Студентсен ПИРӗ» ҫамрӑксен чемпионачӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем хутшӑннӑ.
Пирӗн ентешсем арт-класс енӗпе икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Полина Николаева «Туй ҫӑкӑрӗ» номинацире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Мария Ягина вара «Ача-пӑча торчӗ» номинацире кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

«Контактра» халӑх тетелӗнче Мария Савельева пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти «Акконд» хапрӑк канихветне Германире сутаҫҫӗ. Йенӑри «Колобок» пельменнӑйӗнче «Леди День» канихвета тӑватӑ штукне 2 евро та 30 центпа туянма пулать.
Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине кӑҫал ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ. «Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери кулинари олимпиади юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче Германири Эйфрут хулинче иртет. Кунашкал ӑмӑрту тӑваттӑмӗш хут йӗркеленет. Унта 60 ҫӗршыври чи лайӑх поварсемпе кондитерсем килӗҫ.
Кулинари ӑсталӑхӗпе 2 пин ҫын, наци командисем паллаштарӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 20 ҫын кӗнӗ. Вӗсем тӗрлӗ регионта общество апатланӑвӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Команда йышне пирӗн республикӑри икӗ кондитер кӗнӗ: кулинари ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный тата «Планета» тулли мар яваплӑ общество кондитерӗ Надежда Андреева. Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе пӗрре мар тӗлӗнтернӗ, сумлӑ конкурссенче ҫӗнтерӳҫӗ ятне пӗрре мар илтнӗ.

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл ҫемьене йышӑннӑ тӑлӑх ачасене хӗненӗ.
Ҫак хӗрарӑм виҫӗ тӑлӑх ачана хӑйӗн хӳттине илнӗ. 2012 ҫулта вӑл 1999, 2004 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасене тата 2005 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫын ачана ҫемьене йышӑннӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012–2016 ҫулсенче виҫӗшне те хӗненӗ: ҫӳҫрен сӗтӗрнӗ, пиҫҫихипе ҫапнӑ. Сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен пулнӑ: шкулта япӑх паллӑсем илнӗ, тумне вараланӑ, кӑлпасси татӑкне ыйтмасӑрах ҫинӗ, картишре туратсене пуҫтарман…
Пӗррехинче хӗненӗ хыҫҫӑн ачасем ҫырмари ҫӑлкуҫ патне тарнӑ. Унта вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ. Халӗ следовательсем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Шупашкарти лавккасем четреме ерчӗҫ пулӗ. Ара, пирӗн пата «Пятница» телеканалпа пыракан «Магаззино» каларӑм ертӳҫи пӗр кӗтмен ҫӗртен персе ҫитнӗ-ҫке-ха.
Малтах вӑл Тӗп пасара тӗрӗсленӗ. Александр Молочко унта наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман, мӗншӗн тесен вӑл кӑлтӑксем тупнӑ. Чӑннипе, ҫав пасара апат-ҫимӗҫ туянма хам та ура ярса пусмас тесе сӑмах панӑччӗ. Урамра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла сутакансем шутсӑр харсӑр, темӗн те пӗр каласа хӑртма пултараҫҫӗ. Сентре ҫинче вӗсен яп-яка та ҫап-ҫавра улма-ҫырла выртать. Хакӗ те пысӑках мар пек. Анчах хутаҫа мӗн тултарса параҫҫӗ вӗсем? Ятарласа витӗр курӑнманни, хура тӗсли ҫине яраҫҫӗ тата. Пӗррехинче унтан панулми туянтӑм. Ара, сентре ҫинче йӑлтӑртатса кӑна выртать те иртсе кайма хал ҫитмерӗ. Сутуҫӑ ҫимӗҫе мӗншӗн хура хутаҫа тултарни пирки шухӑшлама ӑс ҫитмерӗ-ха. Киле кайнӑ чухне ӑнсӑртран ӑнлантӑм: ҫӗрӗккине талтарман-ши вӑл? Хутаҫа уҫса пӑхрӑм кӑна – тарӑхса кайрӑм. Чӑнах та ҫӗрме пуҫланӑ панулми! Ирӗсӗрех ывӑтма тиврӗ.
Тепрехинче пасарта айккинче сӑнаса тӑнӑ чухне сутуҫӑсем ҫынсене улталамалли тепӗр меслетпе усӑ курнине асӑрхарӑм.

Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ.
Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ.
Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен.

Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ мӗн хак тӑнине тишкернӗ, вӑтам хака палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӗвӗ ӗненес тӗк, пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнче апат-ҫимӗҫ йӳнӗ пулнипе палӑрнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре помидор 35,32 тенкӗ тӑнӑ. Тутарстанра вара 1килограмм томатшӑн 51,96 тенкӗ тӳлемелле. Пирӗн патра панулми те йӳнӗ – 60,48 тенкӗ.
Чӑвашстат хӑш-пӗр ҫимӗҫӗн вӑтам хакне палӑртнӑ. Вермишель – 48,33, сухан – 20,17, сахӑр – 51,36, тӑпӑрчӑ – 235,55, рис – 51,53, кӑлпасси 278,78 тенкӗ тӑрать.
Чӑваш Енре, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, ҫӑмарта (47,35 тенкӗ), симӗс хӑяр (42,39 тенкӗ), тӑвар (12,06 тенкӗ) хаклӑ. Ҫӗрулми, хура ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тулӑ ҫӑнӑхӗ, купӑста, кишӗр, тип ҫу йӳнӗрех пулнине палӑртнӑ.

Чӑвашстат апат-ҫимӗҫ хакне черетлӗ хут тишкернӗ. Иртнӗ эрнере пахча ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ хакланнӑ. Ҫӗрулми, макарон таврашӗ вара йӳнелнӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне хӑяр хакӗ 5 процент хакланнӑ, сӗт тата ҫӑмарта 3,6 процент ӳснӗ.
Ҫавӑн пекех хӑйма, пулӑ, услам ҫу, тулӑ ҫӑнӑхӗ, тӑпӑрчӑ, маргарин, пӗҫернӗ кӑлпасси, вермишель, сосиска, сарделька, канфет, чей, шурӑ эрех кӑштах хакланнӑ.
Ҫӗрулмине, кишӗре, сахӑра, вир кӗрпине, макарона вара 6 процент чакнӑ. Панулми, консерв, купӑста, сухан, рис, карамель, тип ҫу, тӑвар, печени те кӑштах йӳнӗрех халь.

Польшӑран – улма-ҫырла, Укаринӑран - сӗт, сӗткен, соя, Молдовӑран консерв илсе килме чарӗҫ. Вӗсене тата ытти хӑш-пӗр ҫимӗҫе пирӗн лавккасенче сутма юрамасть. Ҫакна Роспотребнадзор тата ытти ведомство ӗҫченӗсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗслев ҫирӗп пулсан та Польшӑран илсе килнӗ панулми, Турцирен кӳрсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине тупса палӑртаҫҫӗ. Вӗсене килограмӗ-килограмӗпе туртса илсе тӗп тӑваҫҫӗ.
Халӗ чылай лавккара Раҫҫейре ҫитӗнтернӗ панулми курма пулать. Вӗсене пирӗн пата Краснодартан кӳрсе килеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре те панулми йӑтӑнать кӑна. Кашни килте тенӗ пекех улмуҫҫисем ҫӗре ҫите усӑннӑ. Ниҫта чикме пӗлмеҫҫӗ вӗсене ҫынсем, ирӗксӗрех ҫырманалла турттараҫҫӗ. Раҫҫейӗн халӗ хӑйне хӑй тӑрантармалла. Апла пулсан мӗншӗн ӑнса пулна панулмине сая ямалла? Элӗкре ав тутлӑ повидло пӗҫереҫҫӗ, сутлӑха кӑлараҫҫӗ. Унта ҫынсенчен панулми пуҫтараҫҫӗ пулӗ-ха. Анчах кашниех конторӑна ҫитме пултараймасть. Нумаях пулмасть пахчаран ҫӗрме пуҫланӑ панулмине ҫырмана турттарнӑ чухне пуҫра шухӑш явӑнчӗ: мӗншӗн ял тӑрӑх ҫӳресе ӑна пуҫтармаҫҫӗ-ха?
