Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ.
Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.
Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хураллаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисемсӗр пуҫне вӑрман ӗҫченӗсем, ҫӑлавҫӑсем ҫак енӗпе тимлеҫҫӗ.
Паянтан пуҫласа пирӗн республикӑри вӑрмансенчи пушар хӑрушлӑхӗ IV класпа танлашать. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи пысӑк хӑрушлӑх — V.
Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех ҫынсене вӑрмана кӗртмӗҫ.
Сӑмах май ҫакна та аса илтерер: ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене ҫирӗп явап тыттарӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ асӑрхаттарать.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти кӳлмекпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитнӗ. Ӑна ҫыраканни — республикӑн тӗп хулин администрацийӗ. Вӑл Тури Атӑл шыв бассейнӗн управленийӗпе судлашма шухӑш тытнӑ.
Шупашкар мэрийӗнче республикӑн тӗп хулинчи кӳлмек муниципалитет харпӑрлӑхӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хут ҫинче залив федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать иккен.
Шупашкар хула администрацийӗ кӳлмек муниципалитетӑн тесе ҫирӗплетнӗ май ӑна искусствӑллӑ майпа чавса тунине, вӑл илемшӗн ҫеҫ пулнине палӑртнӑ.
Тури Атӑл бассейн шыв управленийӗнче патшалӑхӑн шыв реестрне кӳлмеке вӗсем йӗркелеменине ӗнентереҫҫӗ.
Кӳлмекӗн харпӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӑхса тухӗ.
Шупашкар район центрӗнчи унччен 27-мӗш училище пулнӑ тӑрӑхри (сӑмах Первомайски урамӗнчи 20-мӗш тата унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫурт пирки пырать) ҫуртсем пӑрахакан ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайнӑ. Кун пирки ҫӗркаҫ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) страницӑра ҫырса хунӑ.
«Маларах хӑлтӑр-халтӑр икӗ контейнер пурччӗ. Халӗ пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Кунта кӗҫех ҫӳп-ҫап тӑвӗ пулса ларӗ. Нивушлӗ ҫав ыйтӑва татса май ҫук?» — тӗлӗнсе те тарӑхса шӑрҫаланӑ унта.
Асӑннӑ тӑрӑха пырса кӗме кӗркуннепе ҫурхи тӗттӗм каҫсенче меллех те мар. Унта урамри хунарсем те ҫунмаҫҫӗ, ҫулӗ те ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑкскер ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вунӑ ҫул та ытла...
Утӑ уй ӑхӗнче пӗрремӗш декада нормӑран 2,5 градус ӑшӑрах тӑчӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2013 ҫулта пулнӑ.
Тӑваттӑмӗш эрне ӗнтӗ ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Кунашкалли сайра хутра кӑна пулнине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Тепӗр 10 кун шӑрӑх пулӗ-ха. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, утӑн 11-20-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран 3 градус ытларах пулӗ.
Ыран чи сивӗ кун пулӗ. Канмалли кунсем тӗлне каллех ӑшӑтӗ. Ҫитес эрнере 26-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 17-18 градус. Юнкун шӑрӑх пулӗ: 30 градус ӑшӑ.
Анчах кашни кун ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Шӑрӑх ҫанталӑкра аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур-ха. Утӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫумӑр ытларах ӳкӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче пурӑнакансене ҫанталӑк самаях шар кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил алхаснӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ҫӗрте чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр айне лекнӗ ҫынсене ӑмсанмалли ҫук: самаях ыраттарнӑ-мӗн. Шорчекассинче пахча ҫимӗҫе те, теплицӑсене те сӑтӑр кӳнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем те пӑр ҫунине пӗлтереҫҫӗ. Урамри ҫынсем чарӑну патне аран чупса ҫитнӗ. Пӑр чул пекех хытӑ пулнӑ, ӳте лексен ыраттарнӑ.
Синоптиксем хальлӗхе лӑпланмалли хыпар пӗлтермеҫҫӗ: ҫитес вӑхӑтра регионта вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас, ҫил алхасас хӑрушлӑх пур.
Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем.
Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
МЧС каллех асӑрхаттарать: Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пултарать. Ведомствӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче пӑсӑлӗ.
Ҫил ҫеккунтра 22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Чӑваш Ен гидрометцентрӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн аслати авӑтма, пӑр ҫума пултарасси пирки пӗлтерет.
Ҫил вӑйлӑ вӗрнӗрен электричество, ҫыхӑну линийӗсем татӑлма, ҫирӗп мар конструкцисем ӳкме, кивӗ пӳрт тӑррисем сиенленме, транспорт япӑх ҫӳреме пултарӗ.
Ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ тӗк 01 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Кӗсье телефонӗнчен 112 номерпе шӑнкӑрав ямалла.
Чӑваш Енре аслатиллӗ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарасси пирки сайтра нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче пӑр пахча ҫимӗҫе, тыр-пула шар кӑтартнӑ.
Елчӗк районӗнче ав тӑкака шутлаҫҫӗ. Уйрӑмах Яманчӳрел ялӗ шар курнӑ. Унта вӑйлӑ ҫумӑр ҫулсене юхтарса кайнӑ, ҫил йывӑҫсене йӑвантарнӑ. Путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Вӑл пахча ҫимӗҫе кӑна мар, тыр-пулӑн пӗр пайне те сиенлетнӗ.
«Яманчӳрел» агрофирмӑн уйӗсенче 350 гектара яхӑн тухӑҫ пӗтнӗ: пӑрҫа, тырӑ сиенленнӗ. Шел те, вӗсене страхламан пулнӑ.
Пӑр ҫунӑ вырӑнсенче тыр-пул тек ҫитӗнеймӗ. Ӑна сенажа хывасси ҫеҫ юлать. Кун пирки район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ.
Ӗнер ҫулталӑкри чи ӑшӑ кун пулнӑ. Шупашкарта термометр 30 градус кӑтартнӑ, Патӑрьел тӑрӑхӗнче вара сывлӑш 32 градус таран ӑшӑннӑ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран тата шӑрӑх пек туйӑннӑ.
Ҫитес кунсенче те шӑрӑх тӑрӗ. Анчах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Юрать-ха, ҫил вӑйлӑ пулмӗ. Ҫумӑр ҫусан та термометр 30 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Кӗҫнерникунпа эрнекун та хӗвел пӑхӗ, ҫил ҫӳрҫӗр енчен вӗрнӗрен, сывлӑш нӳрӗклӗхӗ пӗчӗкленнӗрен шӑрӑх чакӗ. Шӑматкун ҫумӑр ҫумӗ, вырсарникун вара каллех аслатиллӗ ҫамӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Сывлӑш температури ҫавах 35 градус таран хӑпарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |