Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче тупса палӑртнӑ сиенлӗ ҫӳп-ҫап купине тирпейленӗ. Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗ Софья Савнеш вӑл вырӑна Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханине пӗлтернӗччӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах Комсомольски район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, ҫавна Хырхӗрри ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ асӑрханӑ пулса тухать. Ун хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ыйтӑва епле тытса панине хӑй тӗрӗслесе тӑнине ӗнентернӗ.
Тӗттӗм шӗвеклӗ пластик канистрсем тата фармацевтика препрачӗсен курупкисем выртакан вырӑна Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Материалсене право хуралӗн ӗҫченӗсене ярса панӑ.
Хими каяшӗллӗ вырӑна тасатса тирпейленӗ, айӑплисене (анчах кам яваплине ҫырман) тупса палӑртнӑ-мӗн.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ «Природа Чувашии» альбом «Книга года» (чӑв. Ҫулталӑк кӗнеки) конкурсра диплома тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Рязантье иртнӗ наци кӗнекин «Читающий мир» (чӑв. Вулакан тӗнче) регионсем хушшинчи фестивалӗ вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн 22 регионӗнчен 58 издательство хутшӑннӑ. Вӗсем 157 ӗҫ тӑратнӑ.
«Природа Чувашии» кӗнеке Чӑваш Енри вӑрмансемпе ҫеҫенхирсемпе, юханшывсемме ҫӑлкуҫсемпе, флорӑпа фаунӑн сайра тӗл пулакан тӗсӗсемпе паллаштарать. Кӑларӑма А.В. Димитриев, И.С. Дубанов, К.К. Захаров, А.Ф. Иванов, Ф.А. Карягин, А.А. Ластухин, И.В. Никонорова хатӗрленӗ. Проект авторӗ – И.С. Дубанов. Кӗнекене «За вклад в развитие туристической привлекательности региона» (чӑв. Регионӑн туризм илӗртӳлӗхне аталантарасси) дипломпа чысланӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хӑйсен ӗҫченӗсене тав туса ҫыракан тупӑннине пӗлтернӗ. Ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырӑва Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Сергей Неяскин министр ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Ҫырура вӑл пакунлисене хӑйсен районӗнчи Шурка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнине пӗлтернине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки хӗрарӑм ШӖМӗн районти пайне систернӗ. Вырӑна полицин участокри уполномоченнӑйӗсем Павел Семенов тата Александр Павлов ҫитнӗ. Пакунлисем йӗрке тума пулӑшнӑ.
«Вӗсем питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Кирлӗ хутсене ҫырса хатӗрлерӗҫ. Ҫуп-ҫапа кам тӑкса тултарнине палӑртрӗҫ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗ пӗр эрнере тасалчӗ», — хавхаланса та хӗпӗртесе ҫырнӑ Красноармейски районӗнче пурӑнакан хастар хӗрарӑм.
Чӑваш Енри вӑрмансене кӗме каллех чарнӑ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫырса хунӑ. Ведомство вӑрмансене кӗме тӑхтама ыйтать.
Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх виҫи хальхи вӑхӑтра 5-мӗш класс (специалистсем ӑна чрезвычайлӑ теҫҫӗ) шутланать иккен.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви «Вӑрман хуралӗ» хысна предприятийӗн телефон номерне (8352) 40-24-00 кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрман хуралӗн телефон номерне те ҫырса хунӑ: 8-800-100-94-00.
Аса илтерер, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.
Кӗркунне ҫитнӗ тесе ан кулянӑр: ҫулла, ӑшӑ кунсем вӗҫленмен-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ кунсем тата пулаҫҫӗ.
Ытларикун хӗвел пӑхӗ, 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Юнкун тата ӑшӑтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 24 градус таранах ӑшӑнӗ. Анчах атмосфера пусӑмӗ анӗ, ҫавна май ҫил те вӑйланӗ.
Чи ҫиллӗ кун – кӗҫнерникун. Ун чух ҫил ҫеккунтра 21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Вӑл ҫумӑр, аслати илсе килме пултарӗ.
Эрнекун ҫил лӑпланӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ. Шӑматкун ҫил вӑйлӑ пулмӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Каҫхине 6-11 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара сывлӑш температури каллех 25 градуса ҫитӗ.
Шупашкарта ыран, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, чӗркӗмӗллӗ батарейкӑсемпе лампӑсене пухмалли акци иртет. Чӗркӗмӗл этем сывлӑхӗшӗн тата ҫутҫанталӑкшӑн питех те сиенлӗ. Ҫавна май ун пек хатӗр-хӗтӗре ватмалла мар. Усӑ курса юрӑхсӑра тухнисене ҫырма-ҫатрана е ҫӳп-ҫап контейнерне ывӑтма юрамасть.
Шупашкарти акци 14 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен пырӗ. Чӗркӗмӗллӗ лампӑсемпе батарейкӑсене тӗп хулари В.И. Чапаев палӑк умӗнче пухӗҫ. Мероприятие ҫӗршывра «Генеральная уборка страны» (чӑ. Ҫӗршыва тӗпрен тасатар) акци йӗркеленӗ май ирттерме йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ ҫынсене «Сдай батарейку или лампочку – спаси планету!» (чӑв. Батарейка е лампочка вырнаҫтар та планетӑна ҫӑл!) ҫутҫанталӑк акцине хутшӑнма йыхравлать.
Атӑл юханшывне таса мар шывсем юхса кӗрессине 2024 ҫул тӗлне виҫ хут чакармалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шыв ресурсӗсен федераци агенствин Атӑлҫи тӑрӑхӗн управленийӗн ертӳҫипе Александр Бариновпа тӗл пулсан шӑпах ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви Атӑла сыватас программӑна хутшӑнма федераци хыснинчен 4,7 миллирада яхӑн укҫа имле ӗмӗтленет.
Пӗлтерер, Раҫҫей Президенчӗ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Атӑла сыватассипе хушу кӑларнӑ.
Раҫҫейӗн пысӑк юханшывне тасатас ыйтупа кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Аҫтӑрханта «ҫавра сӗтел» иртӗ.
Александр Бариновпа Михаил Игнатьев экологипе тата шыв ресурсӗсене тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ.
Шӑпӑх ҫанталӑк хӑҫанччен пулӗ? Ку кӗҫнерникунччен ӑшӑ тӑрӗ, эрне вӗҫнелле вара самаях сивӗтӗ.
Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫумасть, кӑнтӑрла 25-27 градус ӑшӑ пулӗ. Ку нормӑран 3 градус пысӑкрах. Чи шӑрӑх кун кӗҫнерникун пулӗ – хӑш-пӗр вырӑнта термометр 30 градус таранах кӑтартӗ.
Кун хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр килӗ. Пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур, ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнекун та ҫумӑр ҫукалӗ, 20-22 градус ӑшӑ пулӗ. Икӗ кунра пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Шӑматкун та сивӗ пулӗ: кӑнтӑрла 17-19 градус ҫеҫ. Тепӗр кунхине кӑштах ӑшӑтӗ: 22 градус таранах.
Шупашкарти Берендей вӑрманӗнче, «Журналист» сад юлташлӑхӗпе юнашар, ҫӗр ҫулхи юмансене касма тытӑннӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырнӑ.
«Касма чи сыввисене суйлаҫҫӗ. Дачӑри кӳршӗ мана пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене пахчаҫӑсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн касаҫҫӗ», — ҫырнӑ А. Кряжинов. Анчах журналист юмансене ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн каснине ӗненесшӗн мар, ҫавна вӑл юмах тесе хаклать.
«Депутатсем, экологсем, Халӑх фрончӗн хастарӗсем, Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура, ӑҫта эсир?» — пӑшӑрханнӑ журналист.
ҪУР | 09 |
Шупашкар хули ешӗл йывӑҫсемпе пуян тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пулӗ. Ытти хуласемпе танлаштарас пулсан пирӗн республикӑн тӗп хулине ним иккӗленмесӗр симӗс хула теме май пур. Чулхула, Хусан ку тӗлӗшпе тем тесен те кайра. Ытти хуласенче темле пулӗ те, калама пултараймастӑп — хӑшӗ-перинче пулса пулин те тӗплӗн сӑнамалӑх вӗсенче вӑхӑт ирттермен.
Ҫавах та ешӗл хула тесен те Шупашкар пур йывӑҫа та кӑмӑллӑн йышӑнмасть. Ҫӑкасем — урамсен тӑршшӗпех вырнаҫнӑ, хурӑнсем чылай. Ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, Шупашкар хули йӑмрана — лешӗ чӑваш халӑхне сӑнлакан йывӑҫсенчен пӗри шутланать пулин те — кӑмӑлласах каймасть. Мӗн пуррине те питӗ хӑвӑрт касса ваклама васкаҫҫӗ.
Мӗншӗн? Пӗр енчен йӑмра илемсӗр йывӑҫ. Касмасан — паллах, ӳссе каять те ним илемсӗр пулса тӑрать. Анчах вӑхӑтра касса тӑрсан унпа лаптӑка питӗ илемлетме лайӑх вара. Хитрескер. Тирпейлемесен, пӑхса тӑмасан темле хитре йывӑҫ та илемсӗрленет. Сӑнаса пӑхсан Шупашкарта ҫаралса юлнӑ хурӑн питӗ нумай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |