Канаш районӗнче хыр каснӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Асӑннӑ муниципалитет территорине кӗрекен Вӑтакас Кипеч ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи вӑрманта хыр каснине Канашри районсем хушшинчи прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Шалти ӗссен министерствин вырӑнти пайне ярса панӑ. Унтисем паллӑ мар ҫын тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыр касса республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 260-мш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе вырӑнти йӗрке хуралҫисем епле тӗпченине Канашри районсем хушшинчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫакӑн пирки надзор органӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ самаях шӑрӑх тӑчӗ. Икӗ эрнене яхӑн ӗнтӗ термометр 25 градусран ытларах кӑтартнӑ. Юлашки кунсенче ҫеҫ ҫанталӑк кӑштах сивӗтрӗ.
Утӑ уйӑхӗн мӗнле пулӗ-ши? Синоптиксем мӗн каланине итлер. Ҫитес уйӑх та ӑшӑ кунсемпе савӑнтарӗ. Ҫумӑрсем вара ытларах пулӗҫ – нормӑпа килӗшӳллӗн.
Ҫӗртмен юлашки кунӗсенче ҫумӑр ҫӑвӗ. Кунашкал ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче те пулӗ. Ҫавна май урамра шӑрӑх хуҫаланмӗ.
Иккӗмӗш декадӑра Атӑлҫи тӑрӑхне каллех антициклон килӗ. Уйӑх варринчен пуҫласа икӗ эрнене яхӑн типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Утӑн 22-24-мӗшӗсенче чи шӑрӑх кунсем пулассине пӗлтереҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫеҫ кӑштах ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫумӑр ҫукалӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫанталӑк самаях шӑрӑх тӑчӗ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ытти кунрах ӑшӑрах пулнӑ: термометр 31,1 градус кӑтартнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.
Урамра ыранах уҫӑрах пулӗ: термометр кӑнтӑрла 18-20 градус кӑтартӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пӗчӗк. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вара тинех ҫумӑр чашлаттарӗ. Уйӑх вӗҫӗ кӗрхи ҫанталӑка аса илтерӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗ пулӗ. Ҫӗртмен 28-30-мӗшӗсенче 1 тӑваткал метр ҫине 23 литр таран ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Пӑшӑрханса ан ӳкӗр: утӑ уйӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче те ҫумӑр ҫӑвӗ.
Тӗрӗссипе, лапсарсене кӑна мар-ха. Ҫывӑхри Шупашкар хулине те, Кӳкеҫ поселокне те, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ытти яла та.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Чӑркаш тата Ассакасси ялӗнче пурӑнакансем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Александр Андреевпа тӗл пулнӑ. Вӗсем хӑнана агрохолдинг кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен савут тӑвас ӗҫе чарса лартнине пӗлтернӗ. Каяша вара хире турттараҫҫӗ-мӗн. Хапрӑк хуҫи, Владимир Ермолаев, ҫынсен пӑшӑрханӑвне ӑнланнӑҫи пулнӑччӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсем хапрӑка хуптарас тесе петици те ҫырнӑччӗ. Кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлекен предприяти валли «Юрмана» укҫа уйӑрас пирки те пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче унта савут тӑвас ӗҫе кӳлӗннӗччӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра уҫӑ вырӑн шыратпӑр, ҫанталӑк сивӗтсен хӗвел хӗртнӗ кунсемех лайӑх пек туйӑнаҫҫӗ… Халӗ ав урамра ӑшах мар. Шӑрӑх ҫанталӑк хӑҫан таврӑнӗ? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсене итлесе пӑхар.
Канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумассине пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Кӑнтӑрла термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ, ҫил вӑйлӑ пулмӗ.
Тунтикун ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ, 23 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун тата ӑшӑрах – 25 градус. Юнкун термометр 27 градус таран кӑтартӗ. Ку тапхӑрта ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх ҫук.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вара аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ, ҫанталӑк сивӗтсе пырӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика кунӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ, 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.
Халӗ питӗ лайӑх ҫанталӑк тӑрать. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере аслатиллӑ ҫумӑрсем пулӗҫ, ҫанталӑк сивӗтсе те илӗ.
Паян шӑрӑх, ҫиллӗ ҫанталӑк пулчӗ. Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех шӑрӑх хуҫаланӗ. Ҫумӑр ҫумӗ, ҫил те лӑпланӗ. Термометр 23-18 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Тунтикун вара ҫанталӑк питех савӑнтармӗ. Урамра 30 градус таранах ӑшӑ пулӗ-ха, анчах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче каллех шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.
Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 14-15-мӗшӗсенче республикӑна сивӗ килӗ, ҫумӑр, пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Ҫимӗкре вара самай сивӗтӗ: 15-20 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ-ха? Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен республикӑра вӑйлӑ ҫумӑрсем пулмӗҫ. Канмалли кунсенче вара каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫимӗк тӗлне вӑйлӑ ҫумӑр килмелле, кайран сивӗтмелле.
Ыран тата паян ҫӗрлесерен сивӗрех, 7 градус ӑшӑ, пулӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун кӑнтӑрла сулхӑнра 27-29 градус таран ӑшӑтӗ. Эрнекун ҫанталӑк кӑшт уҫӑлӗ. Анчах канмалли кунсене каллех шӑрӑх килӗ.
Эппин, утӑ ҫулса типӗтмелли лайӑх тапхӑр пуҫланать. Ку эрнере ҫулсан ҫумӑрсем пуҫланиччен типӗтсе кӗртетӗрех.
Чӑваш Енре ыран вӑйлӑ ҫил алхасас хӑрушлӑх пур. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Вӑл вара республикӑн Гидрометцентрӗ хыпарланине систерет.
Гидрометцентра ӗненсен, ыран пирӗн тӑрӑхра ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле. Аслати авӑтасси пирки те асӑрхаттараҫҫӗ.
Ҫанталӑк япӑхса кайсан вӑйлӑ ҫилпе электролини тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Вӑйсӑр ларакан конструкцисем персе анма пултарӗҫ. Транспорт ҫӳрессине те витӗм кӳрес хӑрушлӑх пур.
Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑрушӑ вырӑнсен ҫывӑхӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Тӳнме пултаракан япаласемпе юнашар автомашинӑсене лартмалла мар. Шыв вӑйлӑ хумханнӑ чух кимӗ таврашӗпе ишме тӑхтамалла.
Кунашкал шӑрӑх ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 2010 ҫулта пулнӑ. Республикӑра темиҫе кун ӗнтӗ 30 градус шӑрӑх тӑрать. Ку нормӑран 10-11 градус нумайрах.
Ҫӗмӗрт чечек ҫурсан сивӗ килет теҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак йывӑҫ чечек ларсан та шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Анчах синоптиксем кӗҫех сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ.
Ыран шӑрӑх пулӗ-ха, хӗвел ҫинче 40 градус таранах ҫитӗ. Юнкун сывлӑш температури 26-28 градуса ҫитӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ: 17-22 градус. Шӑматкун та хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ, урамра 13-18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 3-8 градус. Вырсарникун ҫӗрле тӑм ӳкме пултарать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ӑшӑтӗ.
Пӗрисем Хӗрлӗ кӗнекери ҫӗлене сутасшӑн пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем тӗнче тетелӗнчи сайтсенчен пӗринче хыпарланӑ. Унта ҫӗлен хакне, сутуҫӑсен телефонӗсене кӑтартнӑ. Сайта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ.
Хӗрлӗ кӗнекери ҫӳхе хӳреллӗ полоза сутакансен пӗлтерӗвне Патӑрьел район прокуратури асӑрханӑ. Ҫавна курнӑ хыҫҫӑн сайта ӗҫлеттермелле мар тума ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ.
Полоз, сӑмах май, кӑнтӑрта пурӑнать. Вӑл наркӑмӑшсӑр ҫӑткӑн ҫӗлен шутланать. Ӑна Раҫҫейӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Ҫавӑнти чӗрчунсен списокӗнче ӑна 219-мӗш номерпе шута илнӗ. Хӗрлӗ кӗнекери чӗрчунсене сутнӑшӑн Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗпе явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |