Испание ҫитнӗ «Глория» ҫил-тӑвӑла пула ҫав тери ҫӳллӗ хумсем ҫӗкленнӗ, ҫыран хӗрринче ларакан хуласем кӑпӑк айне пулнӑ. Сӑмахран, Тосса-де-Мар ҫыннисен хӑйсен ҫурчӗсене лекес тесе кӑпӑкланса тӑракан урамсем урлӑ каҫма тивнӗ. Майорка утравӗнче вара тем ҫӳллӗш хумсем, 13 метра ҫитекенсем, ҫӳллӗ ҫуртсене тӑрри таранах хуплама пултарнӑ. Ҫутҫанталӑк алхасӑвӗ пирки «Гисметео» хыпарлать.
Ҫил-тӑвӑл Испание иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тухӑҫ енчи ҫӗрсем шыв айне пулнӑ, ҫурҫӗрте тата сӑртлӑ вырӑнсенче юр тем хулӑнӑш ҫунӑ. Пуринчен те ытларах Андалуси, Валенси тата Балеар утравӗсем шар курнӑ. Специалистсем ӗнентернипе, ку тӑрӑхра кунашкал инкек кӳрекен хӗллехи ҫил-тӑвӑлсем 40 ҫул пулман.
Ҫил-тӑвӑла пула 200 пин патнелле испан ҫынни электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пурӗ 8 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, темиҫе теҫетке ҫын суранланнӑ. Хӑш-пӗр районсенче вӑхӑтлӑх аэропортсем, шкулсем хупӑннӑ, транспорт ҫыхӑнӑвӗ татӑлнӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакансем заповедникра пулӑ тытнӑ. Ҫавӑн пирки пакунлисене систерекен пулнӑ.
Тӑватӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев пырать. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарас хӑрушлӑх та пур. РФ Пуҫиле кодексӗн 259-мӗш статйи вара кӑра. Вӑл статья 300 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама, е 480 сехет таран ӗҫлеттерме, е юсанмалла 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.
Пулӑҫсенчен йӗрке хуралҫисем виҫӗ сӑскӑ туртса илнӗ. Ҫав хатӗрпе Улатӑр арҫыннисем 413 карас, 229 уланкӑ, 21 чапак тытма ӗлкӗрнӗ. Чӗрӗ пулла пакунлисем шыва янӑ. Заповедникра пулӑ тытнин тӑкакне йӗрке хуралҫисем 110 пин тенкӗ таран шутласа кӑларнӑ.
Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ.
Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ.
Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран асӑрханма ыйтать: кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ.
Ыран Чӑваш Енре йӗпе юр, хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, тӑрук сивӗтме пултарать. Хӑш-пӗр районта ҫил-тӑман вӗҫтерет.
Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫил ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, сывлӑш температури ҫӗрле 4 градус сивӗрен пуҫласа 1 градус ӑшӑ пулӗ, кӑнтӑрла – 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус таран ӑшӑ.
Палӑртмалла: синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк сивӗтессе систереҫҫӗ. Эппин, чӑннипех те хӗллехи пек пулӗ.
Чӑваш Енре тискер чӗрчунсемпе кайӑксене шутлӗҫ. Хӗллехи учет нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑк-кӗшӗке яланах шута илни сунар ӗҫне йӗркелеме: квота палӑртма тата ӑҫта миҫе чӗрчунпа кайӑк тытассин виҫине палӑртма — кирлӗ. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра мӗнле тискер чӗрчунсемпе кайӑксем пурӑннине пӗлме май килӗ.
Ҫак тапхӑрта специалистсем пӑши, хир качаки, хир сысни, ҫӳлевӗҫ, кашкӑр, тилӗ, сӑсар, пӑсара, юс, пакша, шурӑ мулкач, карсак, пӑчӑр, ӑсан, карӑк, сӑрӑ хир чӑххи йышне шутлӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тискер чӗрчунсемпе кайӑксене ытти ҫул та шута илнӗ.
Кӑҫалхи хӗл сивӗ мар пек туйӑнать-и? Ҫанталӑк сивӗтессе халех ан кӗтӗр. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче те, ҫитес эрнере те термометр 5 градусран сивӗрех кӑтартмӗ.
Ыран юр ҫукалӗ, 3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле 5-7 градус сивӗтӗ. Вырсарникун 5 градус таран сивӗтӗ, юр ҫӑвӗ.
Тунтикун ҫил-тӑма вӗҫтерӗ, юр 2 сантиметр ҫӳллӗш ҫеҫ ҫӑвӗ. Ытларикун термометр 0-5 градус кӑтартӗ. Кӗҫнерникун каллех циклон ҫитӗ, йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӑшарнире те сивӗ пулмӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑйсем валли вӑрман касма юрать. Анчах ӑҫта кирлӗ, унта мар. Ятарлӑ вырӑнсенче тата ирӗк илнипе.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ведомство ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта хӑш районти хӑш вӑрман хуҫалӑхӗнче мӗн чухлӗ йывӑҫ касма юранине палӑртнӑ. Йывӑҫсене лӑсӑллине, хытӑ ҫулҫӑллине тата ҫемҫе ҫулҫӑллине кура палӑртнӑ. Калӑпӑша кубла метрпа виҫнӗ.
Уйрӑм ҫынсен хӑйсем валли йывӑҫ касса хатӗрлес тесен министерствӑна ыйтса ҫырмалла. Ятарлӑ ирӗк илсе суту-илӳ килӗшӗвне алӑ пусса ҫирӗплетсен вӑрман хуҫалӑхне каймалла. Вӑрмана вутӑ хутма, строительство материалӗ хатӗрлеме касма ирӗк параҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланчӗ кӑна-ха, синоптиксем вара пире кӑҫал мӗнле ҫанталӑк пулассипе паллаштарма хатӗр. Паллах, вӗсем калани 100 проценчӗпех тӳр килмесен те пултарать.
Кӑрлач уйӑхӗ ӑшӑ, юрлӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ вӗсем. Кайран пире ӑшӑ ҫуркунне кӗтет, юр ытти чухнехинчен хӑвӑртрах ирӗлсе пӗтет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ейӳ сарӑлмӗ.
Ҫу уйӑхӗнче нӳрӗк ҫителӗксӗррине туйса илӗпӗр. Ҫӗртме уйӑхӗчченех ӑшӑ кунсем савӑнтарӗҫ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Уйӑх Хӗвеле хуплӗ. Ҫавӑнтанпа ҫанталӑк та улшӑнӗ, сивӗтӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшах килмӗ, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ.
Кӗркунне нормӑран сивӗрех тата типӗрех килмелле. Хӗл вара пӗлтӗрхи пек хӑйне кӗттермӗ, пӗрремӗш кунсенчех 25 градус таран сивӗтмелле.
Раштав уйӑхӗ хӗл пек пулмарӗ, ӗнер Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 16 литр ҫумӑр ҫунӑ. Тӗрӗссипе вара ҫак вӑхӑтра 18 сантиметр ҫӳллӗш кӗртсем пулмалла. Хальлӗхе вара – 1 сантиметр ҫеҫ.
Сӑмах май, 2015 тата 2008 ҫулсенче те раштавӑн 25-мӗшӗнче юр пулман. 2006-2007 ҫулсенче вара хӗл нормӑран 7-9 градус сивӗрех пулнӑ. Шартлама сивӗ Кӑшарни хыҫҫӑн ҫеҫ иртсе кайнӑ.
Хальхинче кӑрлач уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем мӗн каланине итлер. Малтанхи кунсенче сивӗтет, ҫӗрлесерен 15-20 градус пулӗ, юр ытлах ҫумӗ. Кӑрлачӑн 7-13-мӗшӗсенче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелле. Кӑрлачӑн 14-23-мӗшӗсенче эпир хӑнӑхнӑ хӗллехи ҫанталӑк тӑрӗ, атмосфера пусӑмӗ ӳснӗрен хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Кӑрлачӑн 25-27-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулӗ, ҫапах ҫуркуннехи ҫанталӑк евӗрех пулмӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тӑрук сивӗтмелле, ҫӗрлесерен 24 градус е ытларах сивӗ пулмалла. Юлашки икӗ ҫулта карлачра кун пек шартлама сивӗ пулман, термометр 22-23 градус ҫеҫ кӑтартнӑ.
Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ.
Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |