Федераци пӗлтерӗшлӗ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экологи саккунӗсене пӑсаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ.
Хастар экологсем пилотсӑр сӑнлакан хатӗрпе видео ӳкернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан тӗлӗнмелле ӳкерчӗк куҫ умне тухса тӑрать-мӗн. Ҫутҫанталӑкӑн федераци пӗлтерӗшлӗ хӳтӗлемелли территорире хӑйӑр кӑлараҫҫӗ, йывӑҫ-чус тирпейлеҫҫӗ, хаклӑ породисене касаҫҫӗ имӗш. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашъел ялӗнчех мар вырӑнта йывӑҫ-чус тирпейлекен производство ӗҫленине, унта тӗрлӗ машина кӗрсе тухнине те ҫав видеора ӳкерсе илнӗ.
Экологипе ҫыхӑннӑ саккунсене пӑснине кӑтартса паракан видеоматериала маларах асӑннӑ МИХ Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ярса парассине пӗлтерет.
Ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнтермӗшӗсем чылай. Вӗсенчен пӗри вӑл — ҫиҫӗмӗн сайра тӗл пулакан тӗсӗ, хӗрлӗ спрайтсем. Унашкал япала пуррине те ӑсчахсем нумай пулмасть кӑна ҫирӗплетме пултарнӑччӗ-ха, пӗр 30 ҫул каялла ҫеҫ.
Шӑп та ҫакнашкал пулӑма нумай пулмасть Австралин анӑҫ енче вырнаҫнӑ Кунунарра патӗнче ӳкерме пултарнӑ. Умра — симӗс йывӑҫсем (асаилтеретпӗр, унта халь ҫулла вӑхӑчӗ), ҫӗр хӗрринче тусем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗн — хура пӗлӗтсем. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпере вара хӗрлӗ спрайтсен вылявӗ. Куҫа вӗсем питӗ кӗске вӑхӑта ҫеҫ курӑнаҫҫӗ — ҫеккунтран та кӗске самантлӑха. Шӑп ҫав саманта фотограф ҫапма ӗлкӗрнӗ те.
Сӑмах май, ӑсчахсем нумай пулмасть ҫакна палӑртнӑ: вӑйлӑ ҫиҫем хыҫҫӑн хӗрлӗ спрайтсем ионланнӑ сывлӑш пек калӑпланаҫҫӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 100 метрлӑ шар таран пулать. Ҫиҫӗм хыҫҫӑн вӗсем 80 ҫухрӑм ҫӳллӗшрен аяла анаҫҫӗ. Хӑвӑртлӑхӗ ҫутӑ пайӑркин хӑвӑртлӑхӗн вунӑ проценчӗпе танлашать. Вӗсене хирӗҫ вара ионланнӑ шарсен варкӑшӗ хӑпарать.
Ҫуркунне ҫитессине, ахӑртнех, нумайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ав хӗллен юлашки кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫуркуннен пирвайхи уйӑхӗ мӗнле ҫанталӑкпа савӑнтарӗ-ха?
Метеорологсен шухӑшӗпе, пуш – хӗллен пиллӗкмӗш уйӑхӗ. Климат хӗлӗ пирӗн респубикӑра чӳкӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 1-мӗшӗччен пырать. 2007-2009 тата 2014-2017 ҫулсенче пуш нормӑран ӑшӑрах пулнӑ. Кӑҫал вара пире епле ҫанталӑк кӗтет?
Пуш юр ҫунинчен, тӑман вӗҫтернинчен тата сивӗтнинчен (15-20 градус таранах) пуҫланать пулсан та ҫуркунне ирех килессине пӗлтереҫҫӗ. Сивӗтнӗ хыҫҫӑн самаях ӑшӑтма пуҫлӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑш температури ӑшӑнма тытӑнӗ. Хӗвел хӗртсе пӑхнӑран, ҫумӑр ӳккеленӗрен тем ҫӳллӗш кӗртсем чакма пуҫлӗҫ.
Паллӑ ӗнтӗ: хӗл ҫуркуннепе ҫапӑҫмасӑрах парӑнмасть. Уйӑх варринче каллех юр ҫӑвӗ. Ҫуркунне те хӗле хуравпа нумай кӗттермест: виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗнӗ рекорд пулӗ, ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ҫуркуннехи каникулта вара каллех юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк «минус» таран сивӗтӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, синоптиксем пуш уйӑхӗ нормӑран 1-2 градус ӑшӑрах пуласса пӗлтереҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: ыран Чӑваш Енре ҫил вӑйланать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, кӑштах юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 9-14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, кӑнтӑрла ҫеккунтра 15-20 метр таран вӑйланать. Ҫӗрле сывлӑш температури 0, -5 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 1-6 сивӗ. Ҫул ҫинче вырӑнӑн-вырӑнӑн юр хӳтерсе лартӗ. Водительсене асӑрханма ыйтаҫҫӗ: шуҫлак пулӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен аса илтерет: ҫанталӑк япӑххине пула ҫул ҫинче аварисен йышӗ ӳсес хӑрушлӑх пур.
Ыран ҫӗрле пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхасма пултарать. Кун пирки Чӑваш гидрометцентрӗ хыпарланӑ. Ҫавна шута илсе РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калакан sms-ҫырусем шӑрҫаланӑ.
Ҫутҫанталӑк епле пулассине маларах пӗлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗш каҫхине хӗвел кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 18 метра яхӑн пулӗ. Каҫхине ҫил-тӑман ҫавӑрттарӗ, ҫулсене юр хӳсе лартӗ, пӑрлаклантарӗ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтать.
Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ те, тимлӗ пулнине, чӑн та нимӗн те ҫитмӗ. Машинӑпа ҫула тухакансен уйрӑмах асӑрханмалла.
Ҫитес кунсенче мӗнле ҫанталӑк кӗтет-ха пире? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, юр ҫумасть, ирхине тата ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илет. Сывлӑш температури 13-18 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 9-14.
Кӗҫнерникун тата эрнекун республикӑн ҫурҫӗр пайӗ ӑшӑ фронта лекӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур, мӗншӗн тесен пӗлӗт ҫийӗн сывлӑш температури 0 градуса ҫывхарӗ, ҫӗр ҫийӗн вара «минус» кӑтартӗ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех юр ҫӑвӗ.
Ҫынсен асӑрхануллӑрах пулмалла. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫусан ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашкасси — тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗ. Кунта пурин те ячӗсем тӗп чӑвашла: Илепер, Ахмантей, Сарпинес, Пинеслу, Илемпи...
Эпир килхуҫи старикпе калаҫса ларатпӑр. Килхуҫи карчӑкӗ кӗлетрен туприне кӑларса хӗвел ҫине ҫакать.
— Э-э-эй, хальхи арча вӑл ячӗ кӑна ӗнтӗ! — ятлаҫать карчӑк. — Каллех кӗве тапӑннӑ! — Тахҫан хӗр чухне ҫӗленӗ кӗпине силле-силле калаҫать, — Чӑн-чан арчара пӗр кӗве те пулмасть те ҫав...
Чӑтаймарӑм, мучипе калаҫма чарӑнсах ун патне пытӑм та чӑн-чан арчара мӗншӗн кӗве пулманнине ыйтрӑм.
— Ара, хальхи арчана кам мӗнле йывӑҫа курать, ҫавӑнтан тӑвать те. Ӗлӗк арча тума ятарлӑ йывӑҫ шыранӑ. Ҫав йывӑҫ шӑршине кӗве чӑтаймасть.
— Мӗнле йывӑҫ вара вӑл?
— Арчине мар, ҫав йывӑҫне арча тесе каланӑ тет ӗлӗк.
— Мӗнлерех йывӑҫ пулнӑ-ши вара вӑл?
— Ара, урттӑш пекскер тетчӗҫ. Анчах урттӑш вӑл пӗчӗккӗ, леш йывӑҫӗ вара юман пекех сарӑлса ӳсет тет.
Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура «Чӑваш бройлерӗ» тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ, 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ.
Тавӑҫ Шупашкар районӗнчи Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнипе ҫыхӑннӑ. Унта пулӑ нумай вилнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем юханшыва пӑхса тухнӑ. Акӑ мӗн палӑрнӑ: Йӑршшура шыв таса мар пулнӑ, 13,8 ҫухрӑм тӑршшӗнче пулӑсем вилнӗ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн производство корпусӗсен ҫывӑхне, вӑрман патне, чӑх каяшне тухса пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Вӑл вара Йӑршшуна та лекнӗ. Ҫавна пула шыв тасамарланнӑ, пулӑсем вилнӗ.
Эксперт пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, юханшывра 8869 пулӑ вилнӗ, тӑкак 2 255 989,51 тенкӗпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑк таврашӗнчи ҫӗре тӗрӗсленӗ. Чӑх каяшне пула вӑл та сиенленнӗ-мӗн. Пӗтӗмпе – 7,7 гектар. Такак 184,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Суд «Чӑваш бройлерӗнчен» 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Укҫа Шупашкар районӗн хыснине кайӗ. Ҫавӑн пекех хапрӑкӑн хӑйӗн шучӗпе вараланӑ ҫӗрсене техника рекультивацийӗ тумалла.
Ҫак вырсарникун, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче «Хӗллехи экокартиш. Пӑр талккишӗ» ятпа экологи акцийӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Усӑ курма пӑрахнӑ япаласене пуҫтармашкӑн паркра ҫак кун ятарлӑ йышӑну пукчӗ уҫӗҫ. Хула ҫыннисем унта хут, пӑкӑ, пластик кӗленче пырса пама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта кивӗ кӗнекесем те йӑтса пыма е вӗсене урӑххисемпе улӑштарма пулать. Акци йӗркелӳҫисем пыракансене конкурссене, вӑйӑсене, викторинӑсене хутшӑнтарӗҫ, ӑпӑр-тапӑртан ал ӗҫӗсем тумашкӑн вӗрентме ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, акци 11 сехетре паркри тӗп сцена умӗнче пуҫланӗ. Мероприяти хыҫҫӑн хут-хӑмӑр панисен хушшинче парне выляттарӗҫ.
Шупашкарта хӑрӑк йывӑҫсене иртме пуҫланӑ. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Хулари парксемпе вӑрмансене йӗркелесе тӑма хулан сити-менеджерӗ 2017 ҫулта хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра Гузовский рашчинче хӑрӑк йывӑҫсене касма тытӑннӑ ӗнтӗ. Унти тата Кадет паркӗнчи йывӑҫсен тӑрӑмне специалистсем 2018 ҫулхи кӗркунне тӗрӗсленӗ. Специалистсем 537,58 кубла метр йывӑҫ касмаллине палӑртнӑ.
Йывӑҫ касакана хулари тӳре-шара конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта «ЭКО» текен тулли мар яваплӑ общество ҫӗнтернӗ. Предприяти ӗҫне Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ тӗрӗслесе тӑрассине шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |