Нарӑс уйӑхӗ нормӑран ӑшӑрах тӑчӗ. Нивушлӗ пуш уйӑхӗнче сивӗ пулӗ? Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхӗ те рекорд лартӗ.
Пуш уйӑхӗнче ҫумӑр-юр ытлах ҫумӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк савӑнтарӗ, 3-5 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах пӗрремӗш декада вӗҫленнӗ тӗле ҫӗрлесерен 8-13 градус сивӗтӗ.
Уйӑх варринче хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Уйӑх вӗҫӗнче тата вӑйлӑрах ӑшӑтӗ. Ун чухне термометр 11-16 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ку кӑтарту ака уйӑхӗнчи пекех. Кун пек ӑшӑ 1983 ҫулта пулнӑ (+13,5).
Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ.
Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ.
Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров.
Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те.
Ҫитес кунсенче ҫанталӑк пире мӗнпе савӑнтарӗ-ха? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекун валли, ҫӗрле, термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ.
Канмалли кунсенче вара хӗвел тухӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хура тинӗс енчен ӑшӑ сывлӑш килӗ – 1-3 градус таран ӑшӑтӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗ те хӗвеллӗ кунсем пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, унтан тумла юхма пуҫлӗ. Пуш уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла.
Биологсем шутланӑ тӑрӑх, ытла та ӑшӑ хӗле пула регионта вӑрӑмтунасем сахалланма пултараҫҫӗ.
М.В. Ломоносова ялӗллӗ МПУ биофакри гидробиологи кафедрин наука ӗҫченӗ Вадим Марьянский палӑртнӑ тӑрӑх вӑрӑмтунасем сахалланни, паллах, ҫынсене савӑнтарӗ, ҫавах та ку ыйтӑва тарӑнрах пӑхмалла, мӗншӗн тесен кунашкал пысӑк улшӑнусем экологи шайлашӑвне хавшатма пултараҫҫӗ.
Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑрта ялан тенӗ пекех ҫывӑракан ытти пысӑкрах кӑпшанкӑсем те юр ҫуккипе асапланаҫҫӗ. Ку шухӑшпа Финляндири Кӑнтӑр Карели аллергологипе тавралӑх институтӗнче те килӗшеҫҫӗ. Киммо Саринен ӑсчах каланӑ тӑрӑх, хӗл аномали шайӗнче ӑшӑ тӑнине пула ҫуркунне вӑрӑмтунасемшӗн тавралӑх ӗрчеме юрӑхсӑр пулӗ.
Асӑрханӑр: синоптиксем ку эрнере ҫанталӑк самаях сивӗтессе пӗлтереҫҫӗ. Паян республикӑра йӗпе юрпа ҫумӑр ҫурӗ, ҫитес кунсенче вара кӗрӗке шкапран кӑларма тивӗ.
Ыранах ҫанталӑк сивӗтӗ: термометр «минус» кӑтартӗ. Юнкун юр ҫӑвӗ, ҫанталӑк тата сивӗтӗ. Ун чухне термометр 3-8 градус кӑтартӗ. Анчах хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен ҫиле пула тата сивӗрех пек туйӑнӗ.
Чи сивви – ку мар-ха. Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ҫил лӑпланӗ, сывлӑш 9-14 градус таран сивӗнӗ.
Эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн пата Арктикӑран сип-сивӗ сывлӑш ҫитӗ. Ҫавна май канмалли кунсенче хӗвеллӗ те шартлама сивӗ пулӗ – термометр 17-22 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 25 градус таранах.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнчех ӑшӑтма тытӑнӗ.
Ӗнер республикӑра шартлама сивӗ пулчӗ – Шупашкарта 17 градус сивӗтнӗ. Ҫапах республикӑра ку хӗлле термометр 20 градусран сивӗрех кӑтартман-ха. Кунашкалли хальччен пулман. Ҫапах синоптиксем шартлама сивӗ нарӑс уйӑхӗнче пуласса пӗлтереҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑс уйӑхӗ ытти чухнехинчен ӑшӑрах килӗ, юр 2,5 хут нумайрах ҫӑвӗ.
Нарӑсӑн 1-5-мӗшӗсенче ӑшӑ пулӗ, йӗпе юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ. Нарӑсӑн 6-10-мӗшӗсенче юр ҫумӗ, 20-25 градус таран сивӗтӗ.
Иккӗмӗш декадӑра пӗр уйӑхра ҫумалли юр ӳкӗ, юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитмелли. Уйӑх хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ.
Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура палӑртрӗ ҫак шухӑша.
«Зеленый патруль» (чӑв. Симӗс патруль) экологи организацийӗ пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пирӗн регион федераицн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче экологи тӑрӑмӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать, Раҫҫейри танлаштарӑмра — 14-мӗш.
Ҫутҫанталӑк тасалӑхӗшӗн тӑрӑшса йӑлари хытӑ каяша уйрӑммӑн пухмалла тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. Кӑҫал ҫапла майпа республикӑри хуласенче ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнмалла, 2021 ҫулта — республикпех.
2020–2023 ҫулсенче Канаш, Етӗрне, Элӗк, Елчӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫуп-ҫап вырӑнӗсене пӗтермелле.
Чӑваш Енре ҫил-тӑманлӑ кунсем пулчӗҫ, паян ав сивӗтрӗ. Синоптиксем республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫнелле кӗртсен ҫӳллӗшӗ 25 сантиметр ҫитмелле. Ырантан каллех ӑшӑтать. Хальхинче, юрать-ха, юр ирӗлесси патнех ҫитмест.
Уйӑх вӗҫнелле, Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юр уйӑхри нормӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫума пултарать, сывлӑш температури 0 градусран пуҫласа 5 градус таран сивӗ тӑрӗ.
Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шартлама сивӗ нарӑс уйӑхӗн варринче пулма пултарать.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк самаях сивӗтет. Палӑртмалла: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн чи ӑшӑ уйӑх пек асра юлма пултарӗ.
Ыран синоптиксем пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтереҫҫӗ, 1-3 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 4 градус сивӗ. Вырсарникун та ҫанталӑк ҫавӑн пекех тӑрӗ, кӑштах ҫеҫ сивӗтӗ .
Тунтикун вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 19 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Каҫ валли ҫанталӑк палӑрмалла сивӗтӗ – термометр 16 градус кӑтартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 20-25 градус пулӗ.
Юнкун ҫанталӑк «ҫемҫелӗ». Кӗҫнерникунран ҫил-тӑман вӗтерме, юр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗ чи сивви пулма пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |