Чӑвашлӑх
![]() Нарӑсан 7-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Наци ҫуртӗнче чӑвашсем тӗл пулнӑ. Малтанах, пӗрремӗш пайӗнче, чӑвашсен ентешлӗхе пуху ирттернӗ. Вӗсем организаци Уставне, общество организацийӗн канашне тата унӑн Председательне суйланӑ. Ҫак ята каллех Владимир Живов тивӗҫнӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче чӑвашсен ентешлӗхӗ культура ӗҫне малалла тӑсма, Чӑвашран тухнӑ ҫынсене пулӑшма шантарнӑ. Организаци чӑваш чӗлхине, культурине, историне, халӑх йӑлине упраса хӑварас енӗпе хастар ӗҫлет. Ентешлӗх тата лайӑхрах ӗҫлетӗр тесе Уставпа килӗшӳллӗн Ӗҫ тӑвакан комитет туса хума йышӑннӑ. Унӑн Председателӗ Дарья Рогозная пулса тӑнӑ. Вӑл унччен Санкт-Петербургри ҫамрӑк чӑвашсен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Ватӑсен канашӗн Председателӗ унчченхи пекех Виталий Золотов юлнӑ. Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елена Соловьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Вӑл халӑх тата классика юррисене шӑрантарни Питӗр чӑвашӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Уяв каҫӗ вӗҫӗнче Санкт-Петербургри «Парне» ансамбль юрӑ-ташӑпа чӑвашсене савӑнтарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта «Нарспи» поэмӑна хулипех вуласшӑн. «Хула «Нарспи» вулать» — ҫапла ятлӑ Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ онлайн марафон. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш паллӑ икӗ пулӑма пӗрлештерме сӗнет. Марафона хутшӑнас тесен поэмӑри сыпӑка вуланине видео ӳкермелле. Унта туйӑма, сӑнарсен туйӑмне палӑртмалла. Ӑна вулакан хӑйӗн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кӑтартма пултарать. Поэма сыпӑкне шкулта, вулавӑшра, килте, урамра вулама юрать. Анчах 2-5 минутран ытлашши мар. «Нарспи» поэмӑна тӗнчери, Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх чӗлхине куҫарнӑ. Ҫавӑнпа ӑна чӑвашла та, вырӑсла та, ытти чӗлхепе те вулама юрать. Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш поэма тексчӗпе хаваспах тивӗҫтерме хатӗр. Ӳкернӗ сюжета marafon-narspi@mail.ru адреспа ярса памалла. Пӗтӗм файла вулавӑшӑн «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницине кӑларса хурӗҫ. Видеосене пушӑн 9-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вулавӑшра «Нарспи» поэмӑн пысӑк вулавӗ пулать, унта видеосюжетсене хӑтлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем чӑваш ташшине ташлаҫҫӗ «Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те. Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ. Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Геннадий Айхи Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ. Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ. Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ. Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ. Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Мурманск хулинче облаҫри халӑх культурисен туслӑх фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки Римма Прокопьева журналист «Хыпар» хаҫатра ҫырса пӗлтернӗ. Мурманскри юрӑ-ташӑ уявне пирӗн йӑхташӑмӑрсем те хаваспах хутшӑннӑ иккен. Юрланӑ та, ташланӑ та... «Ушаков адмирал» атом пӑрҫӗмӗрен ҫинче ӗҫлекен Петр Клементьев вара пурне те хуткупӑс ҫав тери ӑста каласа тӗлӗнтернӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Васильевна чӑваш юрри шӑрантарнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — Патӑрьел районӗнчен. Фестивале хутшӑнакансем хушшинче Вӑрмар, Комсомольски тӑрӑхӗсенчен тухнӑ чӑвашсем те пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тумликасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Раиса Садакова Роза Степанова юрӑҫ репертуарӗнчи «Юрату сӳнмерӗ» юрра шӑрантарса фестиваль дипломне ҫӗнсе илнӗ. Чӑвашла тумланнӑ икӗ мӑнукӗ ӑна ташласа пулӑшнӑ. Мурманск облаҫӗнче иртнӗ фестивальте чӑваш культурине сӑнлакан курав чи пуянни пулнӑ-мӗн. Чи паха экспонатсем хушшинче Раиса Садакова кукамӑшӗн амӑшӗ 1905 ҫулта качча тухсан сырнӑ сурпанпа масмака асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Республика ҫыннисене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне чӗнеҫҫӗ. Мӗн кӑтартӗҫ-ха унта? Нарӑс уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Чӑваш кӗввин уявӗ иртӗ. Ҫак кунсенче куракансене Г.Хирпӳн «Нарспи» оперине, Ф.Васильевӑн «Сарпике» балетне пӑхса киленме сӗнеҫҫӗ. Шӑматкун театр сцени ҫинче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ деятельне, республикӑри Патшалӑх премийӗн лауреатне, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Валерий Важарова халалласа концерт пулӗ. Кӑҫалхи Чӑваш кӗввин уявне шӑпах Валерий Важаровӑн 75 ҫулхи юбилейне халаллама йышӑннӑ. Чӑваш кӗввин уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пурте 18 сехет ҫурӑра пуҫланаҫҫӗ. Уяв программипе afisha.cheb.ru сайтра паллашма пулать. |
Чӑвашлӑх
![]() Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш енӗ» чӑвашсен культура обществин канашӗ 2014 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Ӑна вӑл Сурхури уявне йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ. Тӗлпулӑва облаҫри тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, унти тӗрлӗ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш каччисем те хутшӑннӑ иккен. Ҫар чаҫӗсене илсен, 200-мӗш бригадӑна, Сывлӑшран хӳтӗленӳ дивизине, Ҫурҫӗр флочӗн «Совет Союзӗн Адмиралӗ Кузнецов», «Петр Великий» карапӗсене, «Ядрин» гварди тральщикне асӑннӑ. Пухӑва Чӑваш суту-илӳ базин ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта чӑваш сӗмӗ кӗмелле лару-тӑру хатӗрленӗ, наци апат-ҫимӗҫне те пӗҫерсе пынӑ. Чӑвашсен культура обществин иртнӗ ҫулхи ӗҫне тивӗҫтерет тесе хакланӑ. Обществӑн хастарӗсене Хисеп грамотисемпе, чӑвашла кӗнекесемпе, «Акконд» фабрикӑн тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗпе хавхалантарнӑ. Пуху «Сурхури» уяв ирттернипе, Мончегорскри «Тӑванлӑх» чӑваш вокал ансамблӗн тата тинтерех кӑна йӗркеленнӗ чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем. Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт. Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тольяттинчи чӑвашсем Тулай чӑвашӗсем вӑхӑта ахаль ирттерменни, унти йӑхташӑмӑрсене пӗтӗҫтерме тӑрӑшни пирки «Чӑваш халӑх сайчӗ» унччен те хыпарланӑччӗ. Тольяттинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ ирттерме шут тытнӑ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен автономин ертӳҫине А.П. Бикмурзин ячӗпе заявка памалла. Унпа 89272688113 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Автономин секретарӗ Н.В. Панфиленко та заявка йышӑнать. Унӑн телефон номерӗ — 89372309634. Тольяттинче конкурсра ҫӗнтернисем каярах Самар хулинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Карлачӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Патшалӑх Думинче Чӑваш Республикин кунӗсене ирттерес ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн Патшалӑх Думин йӗркелӳ управленийӗн ертӳлӗхӗпе тӗл пулнӑ. Патшалӑх Думи 2015 ҫулта ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин кунӗсем ҫу уйӑхӗнче иртӗҫ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ӗҫ ушкӑнне, унӑн йышне йӗркелесси пирки, Чӑваш Республикин кунне ирттерме хатӗрленесси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей субъекчӗсен кунӗсем 5 куна тӑсӑлӗҫ. Ун чухне Патшалӑх Думин комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗсем (унта субъект элчисем те хутшӑнӗҫ), регионсенчи таварсен экспозицийӗ тата ӳнерпе культура куравӗсем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |